Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Шупашкарта аслă ăрури çынсем çĕнĕ ĕç алла илме пултараççĕ

Вĕсене валли тӳлевсĕр курссем йĕркеленĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 50 çултан аслăрах 47 çын вĕренсе тухнă та ĕнтĕ. Çулланнисем ытларах мĕнле професси кăмăлаççĕ тата мĕнле йыварлăхсемпе тĕл пулаççĕ?

Елена Дмитриева, Виктор Степанов

53 çулхи Альбина Рудакова ача чухнех парикмахер пулма ĕмĕтленнĕ, анчах юратнă ĕçе алла илме май килмен. Шкул пĕтерсен инженер -математике вĕреннĕ. Унтан нумай çул хулари пĕр предприятире тăрашнă. Тивĕçлĕ канăва тухиччен икĕ çул маларах ĕçсĕр юлнă. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта Альбина Рудакована парикмахера вĕренме сĕннĕ. Хĕрарăм хаваспах килĕшнĕ. Сăмах май каласан, «Аспект» центрта çак енĕпе пĕлÿ илекенсен 80 проценчĕ ăнăçлă вырнаçать. 50 çултан иртнисем валли кунта ятарлă вĕренӳ программисем хатĕрленĕ.

Центрта эрнере 6 кун теорипе практика урокĕсем иртеççĕ. Çĕнĕ профессие 3 - 5 уйăх вĕрентеççĕ. Çак тапхăрта хулари предприятисене стажировкăна та яраççĕ.

Ольга Глушенкова Йошкар-Ола хулинчен кашни кун Шупашкара çӳрет. Хĕрарăмăн икĕ аслă пĕлӳ. Халĕ тата менеджера вĕренет, компьютер программисене алла илет. „Аслă ăрури çынсем валли çакнашкал курссем йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ, чылай çынна малашлăха шанма май парать“, - тет хĕрарăм. Унта çĕнĕ профессие вĕренме те, пĕлĕве ÿстерме те пулать.



ГТРК ЧУВАШИЯ
01 августа 2018
13:01
Поделиться