Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Шупашкарти Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта консультаци пункчĕ уçăлнă

Унта пенсиччен 2 çул е сахалрах юлнă çынсене вырнаçма пулăшаççĕ. 


Алиса Александрова, Мария Никифорова, Михаил Солин

Калерия Ерулина тĕп хулари пĕр предприятире 35 çул секретарьте тăрăшнă. Пенси çулĕ çывхарсан ăна ĕçрен кăларнă. Çулталăка яхăн тĕрлĕ компание вырнаçма хăтланнă хыççăн, хĕрарăм Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра килнĕ. 

Николай Григорьев 42 çул Трактор заводĕнче вăй хунă. Пенси çулĕ çывхарнă май, унăн та ĕçрен кайма тивнĕ. Центрта ăна часах пулăшнă. 

Паян Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта пенси çулне çывхаракан 200-е яхăн çын шутланса тăрать. Канăва тухиччен вĕсен 2 çул юлнă. Базăра 7 пине яхăн ваканси. Центра пынă 320 çынран 70 проценчĕ ĕçе вырнаçнă. Вĕсенчен чылайăшĕ халĕ санитар, повар, çĕвĕç. 

Мĕн-пур ваканси тата пĕр-пĕр специальноçе алла илес пирки консультаци пунктĕнче тата 58-19-06 «хĕрÿ лини» телефонĕпе ыйтса пĕлме пулать.



ВГТРК "Чувашия"
04 августа 2018
12:04
Поделиться