Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Афган вăрçин паттăрĕсене пуç тайса

Афган вăрçин паттăрĕсене пуç тайса

2019 çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Афганистан çĕрĕ çинчен совет çарĕсене илсе тухнăранпа 30 çул çитрĕ. Çак куна республикăра та паллă турĕç.

Паян Оперăпа балет театрне Афганистанри хĕрÿ çапăçусене хутшăннă ветеран салтаксемпе вĕсен тус-тăванĕ, çамрăк патриотсен общество пĕрлешĕвĕсем, кадетсем, Тăван çĕршывăн манăçми тапхăрне асра тытассишĕн тăрăшакан ватти-вĕтти пухăнчĕ. Паллах, тĕрлĕ шайри тÿре-шара та сумлă пуху айккинче юлмарĕ.

Чăваш Ен ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев пухăннисен умĕнче сăмах илнĕ май Афганистанра хăйсен çар тивĕçĕсене пурнăçланă ентешсем йывăрлăхсемпе пысăк ырату чăтса ирттернине, çакна пăхмасăр граждан пурнăçĕнче те тÿрĕ кăмăлпа, ĕçри харсăрлăхпа палăрнине асăнчĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, комитет председателĕ Вячеслав Рафинов 9 çула тăсăлнă тытăçу Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăнхи чи вăрах анлă хирĕçÿ пулнине, хĕрÿ вырăнта çапăçнă совет салтакĕсенчен кашниех паттăр ятне тивĕçлине палăртрĕ. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Владимир Филиппов чылай салтак хĕрÿ «точкăсенчен» Тăван çĕршыва таврăнайманнине кура вĕсен ашшĕ-амăшĕ умĕнче пуç таймаллине аса илтерчĕ.

Паллă куна халалланă каçра тусĕсене саламлама, вĕсен чун ыратăвне, канăçсăрлантаракан ыйтăвĕсене палăртма Афганистан ветеранĕсем Игорь Кашаевпа Геннадий Матвеев тухрĕç. Паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр, Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тивĕçнĕ салтаксем залра ларакан çамрăксене истори чăн страницисемпе паллашса паттăрсене сума сума, Тăван çĕршывăн чăн-чăн хÿтĕлевçисем пулассишĕн ăнтăлма сунчĕç.

Николай ШОРНИКОВ, Афганистана 1980 çулта кĕнĕ ушкăнри салтак /Комсомольски районĕ/:

— Эпĕ вăрçăра боеприпассем тата апат-çимĕç кÿрсе тăракан колоннăра пулнă. «Пурнăç çулĕпе» тĕрлĕ хулана çÿреттĕмĕр. Саланга урлă Баграм, Кабул, Джалилабад тăрăхĕнчи салтаксем патне васканă… Вăрçă иртни чылай çул ĕнтĕ — çапах чунпа паян та çамрăк. Тăван çĕршывăн хÿтĕлевçин кунĕ умĕн шкулсене, ача сачĕсене тĕл пулăва тăтăшах çÿретпĕр. Ветеран салтака итлесе-курса вĕсен патриот туйăмĕ вăйланать, кашниех чунпа хăпартланать.

Ирина ИВАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.



Издательский дом "Хыпар"
16 февраля 2019
16:37
Поделиться