Йышлӑ ҫемье - тӑнӑҫлӑх тӗрекӗ

Раҫҫей президенчӗн Федераци Пухӑвне янӑ ҫырӑвӗнче ҫемьесене пулӑшу парасси пирки нумай каланӑ. Тӗп тӗллев - ҫӗршыва ҫирӗплетсе халӑх шутне ӳстересси. Ҫак яваплӑ ӗҫре йышлӑ ҫемьесем ырӑ тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. Елчӗк районӗнчи Кӗҫӗн Таяпара пурӑнакан Скобелевсем, сӑмахран, патшалӑх пулӑшӑвне кӗтмесӗрех сак тулли ача ӳстернӗ.



ГТРК "Чувашия"