Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Аслă Çĕнтерÿ кунне халалласа – арт-проект

Мăнаçлă та хумхануллă уяв – Аслă Çĕнтерÿ кунĕ çывхарать. Кăçал митинга йышпа тухса хаяр самантсене аса илсе, пирĕн пурнăçшăн кĕрешнĕ ветерансене тав тăваймастпăр, паллах. Çапах урамсене уяв тĕлне илемлетĕç, вăрçă тапхăрне сăнарланă картинăсемпе ятарлă баннерсене Шупашкарти  транспорт чарăнакан вырăнсемпе урамсенче курма та пулать ĕнтĕ.