Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Автобус кĕтеççĕ

Ахаль çынран кăшт çеç уйрăлса тăраççĕ вĕсем. Çапах та пурин пекех аталанма, савăнма, юрласа ташлама пултараççĕ. Чăваш Енри Кӳкеçри сывлăх енчен хавшакрах ачасен çуртĕнче пурăнакансем те вĕсен шутĕнче. Чӑваш Республикин ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова пултаруллă яш-кĕрĕмĕн пурнăçĕпе паллашрĕ. Кӳкеçри ача çуртĕнче пурăнакансен аллисем ылтăн тейĕн. Кашниех мĕн те пулин ăсталама пултарать. Сăмахран, Александр Митрофанов хăмана çунтарса ӳкерчĕксем тăвать, касса кăларса теттесем хатĕрлет. Владислав Разводов вара шăрçасемпе кăсăкланать. Халĕ вăл Чăваш Республикин ялавне тĕрлет. Кăткăс ĕç пулсан та, сӳс хӳреллĕ хурçă йытă пĕр кĕрет те пĕр тухать. «Мĕн тĕслĕ шăрçа кирлине шутласа пымалла. Шăпах, çакă чи кăсăкли те», – палăртать каччă. Пултаруллă çамрăксене пурнăçа хăнăхтарма Кӳкеçри сывлăх енчен хавшакрах ачасен çуртĕнче çĕнĕлĕх хута кайнă. АЛЕНА ЕЛИЗАРОВА: “Хăйсен тĕллĕн пурăнас тĕллевпе çакăнта çĕнĕ социаллă проект пуçарса янă. Çак хăнăхтару квартирĕнче пурăнакан ачасем хăйсен тĕллĕн пурăнма вĕренеççĕ. Вĕсем хăйсем апат пĕçереççĕ, япалисене çума вĕренеççĕ тата хăйсен хыççăн пуçтарма вĕренеççĕ”. Хăнăхтару хваттерĕнче пурăнакан каччăсем хăйсен ĕçĕсене кăтартрĕç. Тулли кăмăлтан мĕнле тунине каласа пачĕç, ӳкерчĕк пĕлтерĕшĕсене палăртрĕç, вăрттăнлăхĕсене те уçрĕç. Тараватлăхне кура хăнасене сăйлама ĕлкĕрчĕç. Яшсем калаçу пынă вăхăтра пăшăрхантаракан ыйтăвĕсене те уçăмлатрĕç. Çитĕннĕскерсен шухăшĕ те урăхла çав. Теприсемшĕн тăрăшаççĕ. Хăйсенчен кĕçĕнреххисене республикăпа паллаштарасшăн. Çĕнĕ çул умĕн, пушшех те, ĕмĕтсен пурнăçланмалла. Кӳкеçри сывлăх енчен хавшакрах ачасен çуртĕнче хĕрсемпе каччăсен тавра курăмне анлăлатма специалистсем ĕçлеççĕ. Ăсталăх лаççисем ирттереççĕ. Пурнăçа хăнăхтарма апат пĕçермелли пӳлĕм, аптека, лавкка, почта та пур кунта. Апат пĕçерессипе пĕрлех тум-тир тума пĕлеççĕ. Кашнинчех Çĕнĕ çул паллине çĕлеççĕ. Чăрăш çине çакмалли теттесем хатĕрлеççĕ. Хăйсен ăсталăхне пуçлăхсене те кăтартрĕç. Ачасем аталанни вĕрентекенсенчен чылай килет. Хăшĕсем кунта нумай çул тăрăшаççĕ. Ĕçне кура хисепĕ. Чунне парса вăй хуракансене влаç тытăмĕнче ĕçлекенсем тав хучĕсемпе чысларĕç. Ачасене пылак кучченеçпе, тĕрлĕ теттепе хавхалантарчĕç. Пултаруллă çамрăксем лартнă уяв концерчĕ вара пурин кăмăлне çĕклерĕ. Маттурскерсем ташлама та, юрлама та ăста. Черчен Елизавета Хламова пĕр концертран та юлмасть. Илемлĕ сассипе ыттисене савăнтарать. Ăсталăх лаççисем уншăн чун киленĕçĕ пулса тăнă. ЕЛИЗАВЕТА ХЛАМОВА: “Пирĕн мастер-классем: вĕренетпĕр, çыхатпăр тата çыратпăр, ӳкеретпĕр, юрлатпăр, ташлатпăр”. Кашни пулăм ачасемшĕн – пысăк савăнăç. «Çавăнпа республикăри сывлăх енчен хавшакрах ачасене пулăшасси малашне те тĕп тĕллевсенчен пĕри пулĕ», – палăртрĕ Алена Елизарова министр.



06 декабря 2023
16:48
Поделиться