Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

ĔÇЧЕН ХАЛĂХ ВАЛЛИ ĔÇ ПУР-И?

“Пирĕн çĕршывра ĕçсĕрлĕх çук”, - историксем çапла каланине шкул саккинчен уйрăличчен чылай хут илтме тивнĕ. Ара аталаннă çĕршыв - Совет Союзĕ - пирки начаррине шарлама “çÿлтен” хушман-çке.

Тĕрĕссипе, документсене тишкерсен акă мĕн паллă - ĕç биржисем 1905 çулсенчех пулнă. 1991 çулта вара тĕнче сообществи пирĕн çĕршывăн та ĕçсĕр çынсене официаллă майпа шута илмелли çинчен асăрхаттарса каланă. Çапла пуçланнă та Раççей территорийĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен тытăм ĕç-хĕлĕ. Истори сукмакĕпе кĕске экскурс тунă май çакна та палăртса хăварам: патшалăх арпашуллă тапхăрта пурăнни /иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсене урăхла мĕнле хаклас?/ ĕç халăхĕн чылай пысăк пайне шурлăхалла туртрĕ: фабрика-заводсем, колхоз-совхозсем лакса ларнине пула çынсем хăнăхнă ĕçе çухатни патне илсе çитерчĕ. Шăп çавăн чухне шыва путаканăн çăлăнмалли улăм пĕрчи вырăнĕнче тин çеç йĕркеленнĕ биржăсем пулчĕç.

  Комсомольски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра чи малтанхи тапхăрта пулăшу шыраса 17-20 çын кăна пынă. Хулаллă район мар пулин те çынсем валли ĕç вырăнĕ çителĕклĕ пулнă. Тĕслĕхрен, Мускаври “Эмитрон” заводăн филиалĕ хăех 450 çынна лава кÿлнĕ, 2-3 сменăпа вĕресе кăна тăнă ĕç. Унсăр пуçне “Лакокраска”, “Сельхозтехника”, строительство управленийĕ мĕн чухлĕ вăй питти çынна кĕрĕк арки йăвалассинчен хăтарнине шута илсен!..

- Лару-тăру 1994-1996 çулсенче йывăрланчĕ. Колхозсем саланкалани, хăш-пĕр предприяти лакса ларни /“Эмитрона” пачах пĕтерчĕç/ витĕм кÿчĕ пулас. Ун чухне пирĕн Центр 800 яхăн ĕçсĕр çынна шута илнĕччĕ. Юлашки 2-3 çул вара пулăшу ыйтакансен хисепĕ 460 патнелле çывхарать. Хăвăрах танлаштарса тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тума пултаратăр. Шăп паянхи кун тĕлне вара ĕçсĕррисем пирĕн районта - 169 çын, ĕçсĕрлĕх шайĕ - 1, 2 процент, ĕç динамикипе паллаштарать Центр директорĕ Николай Витальевич Антонов.

* * *

  Ÿссен эсĕ кам пулан? Ачасем валли çырнă сăвăри çак йĕрке пурнăçра çав тери çивĕч. Пĕчĕк чухне такам та пулма хатĕр-ха эпир: пылак пăр сутаканран пуçласа космонавт таранах. Анчах ÿссе çитĕннĕçемĕн кашни çыннăн хăйĕн туртăмĕ сисĕнме пуçлать. Çапла хамăр чĕрене итлесе пурнăçри профессие суйлатпăр.

  Иккĕленсе тăракан е хăйĕн шухăшне тĕрĕслес кăмăллă çамрăксемпе ĕçлеме çÿлерех асăннă служба органĕнче ятарлă çын - профконсультант - пур. Надежда Дряблова, аслă пĕлÿллĕ психолог, шкултан вĕренсе тухакансемпе тĕрлĕ калаçу, тест ирттерет, Шупашкартан специалистсене чĕнсе илсе вырăнта тренингсем йĕркелет. Професси тĕлĕшĕнчен канаш ыйтма нумай вăхăт ĕçлемесĕр пурăннисем, çартан таврăннисем, декрет отпускĕнче пулнă хĕрарăмсем те пыраççĕ.

  Н.Антонов сăмахĕпе, профориентаци тĕллевĕпе Центр ĕçченĕсем кашни уйăхрах пĕр-икĕ шкула çитме палăртнă. Пурнăçра тĕрĕс те кирлĕ ĕç суйласа илме пулăшас шухăшпа ятарлă уйăхлăхсем те иртеççĕ.

  Вăхăтлăх е яланлăх ĕçпе тивĕçтерме ыйтса çырнисене служба направлени парса тÿлевсĕр вĕрентме пултарать. Пурĕ 153 тĕрлĕ специальноçпа пĕлÿ пухма май пур. Хăш специальноçа алла илсен районта ĕç тупма пулать-ха? Акă юлашки çулсенче, сăмахран, çакнашкал профессисене - газ котельнăйĕн операторĕ, газ оборудованийĕпе ĕçлекен слесарь, электрогазосварщик, тракторист, повар, сутуçă, ПВМ операторĕ - вĕренекенсем сертификат-дипломсем илнĕ. Кăмăл тăвакансем сĕннĕ вакансисемпе усă курнă. Бухгалтерсен, экономистсен вăхăт иртнĕ май квалификацие ÿстерес тĕллевпе вĕренме тивет. Ку енĕпе кама пулăшу кирлĕ çавна Центр алă тăсса пама хатĕр. Комсомольскисем вĕрентÿ ĕçне аван йĕркелесе пынине çакă та çирĕплетет: кăçал хушупа килĕшÿллĕн 50 çынна пĕлÿ илме май памалла, Каçалсем çак “плана” малтанхи çур çултах 100 процент чухлĕ пурнăçланă.

- Хăш-пĕр специальноçа аякка каймасăрах, хамăр патăмăрта алла илме пулать. Пирĕн службăн Шупашкарта “Аспект” вĕрентÿ-методика центрĕ пур, унпа килĕшÿ çырнă та ПВМ операторĕсене Комсомольскинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вырăнти информатика учителĕсем хатĕрлеççĕ, - вĕрентÿ мелĕсене ансатлатнине çирĕплетет директор.

* * *

   Каламасăрах паллă: вакансисем пирки кашни предприяти вăхăтра пĕлтерсе пырсан Центр ĕç-хĕлне йĕркелеме меллĕрех. Юлашки çулсенче хуçалăхсене прокуратура та хытăрах тĕрĕслеме пуçланăран лару-тăру ку енчен аванах иккен. Кăçалхи çур çулта çапла предприяти пуçлăхĕсем 48 пушă ĕç вырăнĕ пурри пирки пĕлтернĕ, çав шутран ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕ сĕннипе 43-шĕ хăйĕн хуçине тупнă. Паянхи кун тĕлне районта 7-8 сутуçă, водительсем, трактористсем, каменщиксем кирлĕ. Шутра тăракансен йышĕнче вара медсестра, кĕçĕн классен вĕрентекенĕн, парикмахер, повар, ПВМ операторĕн ĕçне шыракан пуринчен нумай.

* * *

   Çуллахи вăхăтра шкул ачисем çулталăкри чи вăрăм каникула каяççĕ. Ÿт-пĕве пиçĕхтернисĕр, сывлăха çирĕплетнисĕр пуçне çак тапхăрта арçын ачасемпе хĕрачасем хăйсен вак-тĕвек тăкакĕсене саплаштармалăх укçа-тенкĕ ĕçлесе илме те пултараççĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен тытăм уйрăмĕсен вĕсене те пулăшма майсем çителĕклĕ.

- Çавнашкал ĕçе йĕркелеме ятарлă программа пур, ăна пурнăçлама пире укçа-тенкĕ уйăрса параççĕ. Ĕç паракансемпе килĕшÿ тунă хыççăн ачасене тÿлеме çав шутран уйăрса паратпăр. Ытларах эпир ял администрацийĕсемпе калаçса татăлатпăр. Акă кăçал вăхăтлăх ĕç тупнă çул çитмен ачасем Нĕркеçре йывăç лартрĕç, часавай тунă çĕрте пулăшрĕç, Тăманлă Выçлири кирпĕч заводĕнче çăмăл ĕçсене хутшăнчĕç, Аслă Çĕрпÿелте стадион йĕри-таврашне тирпей-илем кÿчĕç, район центрĕнчи “Кооператор” предприятире пылак шыв туса кăларакан лини çинче тăчĕç т. ыт. те - ĕç-хĕлпе малалла паллаштарать Николай Антонов.

   Сĕтел çинчи çăкăр тути-масине пилĕк авса курнă ача лайăхрах туйни паллă ĕнтĕ. Ан тив, кĕсйи çав тери хулăнланмалăх ĕçлесе илеймен пултăр - ашшĕ-амăшĕ мĕнле майпа хăйне тăрантарни-тумлантарни çинчен çеç лайăхрах чухлатăр ача.

* * *

  Ырă, пархатарлă ĕçре тăрăшакансем Комсомольски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта йышлăн мар - пиллĕкĕн. Пурте аслă пĕлÿллĕ: Раиса Пермякова бухгалтер, Ираида Мурзаевăпа Лариса Иванова инспекторсем, Надежда Дряблова психолог тата Николай Антонов директор. Пĕр-пĕринпе туслă ĕçлекен ушкăн пулăшу шыраса килнĕ кашни çынпах тимлĕ пуласса шанас килет. Ĕç спецификине кура ырăлăх яланах никĕсре тăтăрччĕ вĕсемшĕн. Вăл вара пурнăçра ырăпах таврăнать.



"Хыпар"
14 июля 2008
00:00
Поделиться
;