Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Граждансене – професси пĕлĕвĕ

       Кăçалхи çур çулта районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта ĕçсĕр 231 çынна шута илнĕ. Професси ăсталăхне алла илес ыйтупа вара 42-ĕн пынă. Вĕсенчен 36-шне вĕренме янă. Професси илес кăмăллисем хушшинче 30 хĕрарăм пулнă, 20 çын – çамрăксем.

     Специальноç илес текенсем ПЭВМ операторĕ, газ оборудованине ĕçлеттерекен тата юсакан слесарь, продавец-кассир, массажист, пĕтĕмĕшле строительство ĕçĕсен мастерĕ пулма вĕреннĕ тата 1:С бухгалтери квалификацине ÿстернĕ.

       Çак тапхăрта 14 çын профессиллĕ пулса тăнă: 5-шĕ çĕнĕ професси илнĕ, 8-шĕ – пĕлĕве, пĕр çын квалификацие ÿстернĕ. Вĕренсе тухнисен 42 процентне ĕçпе тивĕçтернĕ.

       Халăха вĕрентес ĕçре 56, 401 пин тенкĕпе усă курнă. Кашни гражданшăн 1994 тенкĕ тăкакланă, уйăхри стипенди 781 тенкĕпе танлашнă. Вĕрентÿ тапхăрĕ вăтамран икĕ уйăх пулнă.



"Пирěн пурнăç"
26 июля 2008
00:00
Поделиться
;