Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Ĕç çынна ыр тăвать

Çуллахи вăхăтра районти ĕç­пе тивĕçтерекен центрăн çул çитмен çамрăксене ĕç тупса парасси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать. Аслă класра вĕренекен хăш шкул ачи укçа ĕçлесе илес­шĕн мар-ши; Кашниех укçа-тен­кĕ енчен хăйне ирĕклĕрех туясшăн. Çакна та шу­та илсе, ытларах вара çамрăксем каникул вăхăтĕнче вăхăта усăсăр ан ирттерчĕр тесе асăннă центр ми­çе çул хушши ĕнтĕ вĕсем валли вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем туса пама тăрăшать.

Кăçал асăннă организаци 14 çултан пуçласа 18 çула çитмен ачасене ĕçе вырнаçтарас енĕпе районти хуçалăхсемпе, организацисемпе, предприятисемпе 21 ĕç килĕшĕвĕ тунă. Вĕсемпе ки­лĕшÿллĕн çул çитмен 354 ачана çур çула вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтернĕ. Вĕсем тĕрлĕ ĕçре вăй ху­раççĕ. Пысăк Енккассинчи шкула туса пĕтернĕ çĕрте те, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинче те, уй-хир ĕçĕсенче те...



02 августа 2008
00:00
Поделиться
;