Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Вăхăтлăх ĕçе явăçтарнă

Улянкăпа Йăнтăрчăри 18 çамрăка пĕр уйăхлăх ĕçпе тивĕçтернĕ кăçал Йăнтăрчăри ял тăрăхĕн администрацийĕ. Тăвайри ĕçпе тивĕçтерекен центрпа килĕшÿ тусах ĕçе явăçтарнă вĕсене. Укçине те асăннă центрпа ял тăрăхĕн бюджетĕнчен уйăрнă. Эрне, сумми пысăк мар – кашнине уйăха пĕр пин çурă. Анчах вăл та вăхăта усăсăр ирттерни мар.

Ĕçлеме те яра кун ĕçлемен-çке – çакна та шута илмелле. Çамрăксем Улянкăпа Йăнтăрчă масарĕсене, икĕ ялти обелисксене типтерлесе йĕркеленĕ, аслă урамсене тасатса тирпей-илем кĕртнĕ тата ытти те – кашни ĕçех ятран асăнса пĕтереймĕн. Йăнтăрчăра çамрăксем Лариса Петровна Фирсова культорганизатор, Улянкăра вырăнти депутат, Сергей Алексеевич Петрушков учитель ертсе пынипе ĕçленĕ.



"Ял ĕçченĕ"
12 августа 2008
00:00
Поделиться
;