Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

ĂСТА СПЕЦИАЛИСТА КИРЕК ĂÇТА ТА ЙЫШĂНАÇÇĔ

Ĕçе вырнаçасси – çамрăксемшĕн чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. «Аслă пĕлÿ илтĕм. Алăра – педагог дипломĕ, анчах та учитель пулса ĕçлес килмест. Тем тумалла?..», – илтрĕм çамрăкпа калаçнă чухне. Çапла, аслă е вăтам пĕлÿ илсе хăйсен профессийĕпе вăй хуманнисем сахал мар. Çакна халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центрти даннăйсем те кăтартаççĕ. Çак тата ытти ыйту тавра центр пуçлăхĕн çумĕпе В.А.ЕГОРОВПА калаçрăмăр.

– Августăн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн центрта 236 ĕçсĕр çынна регистрациленĕ пулсан, вĕсенчен 16 çултан пуçласа 29 çулхи çамрăксем 101-ĕн. Аслă пĕлÿллисем 35-ĕн, вăтам специальнăçлисем 23-ĕн, пуçламăш профессиллĕ пĕлÿллисем 21-ĕн, ыттисем шкулта вăтам е тĕп пĕлÿ илнисем. Паллах, çамрăксем ĕçсĕр ларни пире те шухăшлаттарать. Кусем пирĕн пата пулăшу илме килнисем, апла пулсан ĕç вырăнĕ тупайман çамрăксен хисепĕ тата та нумайрах. Паянхи çамрăксен ĕçлес туртăм сахалтарах. «Хура ĕç» профессийĕсене пушшех те пикенесшĕн мар. Механизатор кнопка пусса, доярка та шур халатпа çеç ĕçлет – паянхи пурнăçра ĕç условийĕсем çĕнелсе пыраççĕ.

– Вячеслав Алексеевич, мĕнле профессие алла илнисен ĕç тупма йывăртарах-ха?

– Ăста специалиста кирек ăçта та хапăл тусах йышăнаççĕ. Пирĕн патра ытларах экономистсем, бухгалтерсем, инженерсем, механиксем, педагогсем (вырăс чĕлхипе литератури, математикăпа физика, информатика...), çăкăр пĕçерекенсем тата ыттисем учетра тăраççĕ. Паянхи ĕç рынокĕ ыйтакан профессисем мар çаксем. Воспитатель, програмист, çĕвĕç, бетонщик, кондитер, слесарь, парикмахер – ĕçе вырнаçма май паракан профессисен списокне малалла та тăсма пулать. Анчах пирĕн çамрăксем пысăк укçана «кăмăллаççĕ-çке». 3500-5000 вĕсемшĕн сахал шутланать. Ĕне сăвакан, тракторист, электрик – хуçалăхсенче вĕсене ыйтаççĕ. Анчах темшĕн, çамрăксем килте ĕçсĕр ларин ларĕç, анчах унта каясшăн мар.

– Апла пулсан çак лару-тăруран мĕнле тухма тăрăшатăр-ха?

– Нумай чухне шкул вĕренсе пĕтерекен ача тĕрлĕ сăлтава пула хăйне кирлĕ професси суйласа илеймест. Çавăнпа М.В.Мадебейкина профконсультант шкулсене тухса ĕç рынокне кирлĕ профессисем пирки ăнлантаракан уроксем ирттерет.

Центрта тăракансене профессиллĕ вĕрентĕве яратпăр. Унта каякансем хăйсен професси квалификацине ÿстерме, хăйсен малтанхи профессийĕпе çыхăннă тепĕр специальность алла илме пултараççĕ, ĕç рынокĕ ыйтакан профессипе диплом илеççĕ. Кăçалхи 7 уйăхра профвĕрентĕве 81 ĕçсĕр çынна янă пулсан, вĕсенчен 51-шĕ – çамрăксем. Кунтан 10-шĕ аслă пĕлÿллисем, 12-шĕн вăтам специальность, 6-шĕн пуçламăш профессиллĕ вĕрентÿ, 23-шĕн вара шкулти тĕп е вăтам пĕлÿ. Водитель, ПЭВМ операторĕ, каменщик, котельнăй операторĕ, продавец-кассир, электрогазосварщик, лифтер... – çак специальноçсене алла илчĕç вĕсем.



"Тăван ен"
13 августа 2008
00:00
Поделиться
;