Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

ĔÇСĔРРИСЕМ ВĔРЕНЕÇÇĔ

Халăха ĕçе вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен центра çынсем килсех тăраççĕ. Хальхи вăхăтра ĕçсĕррисем пурĕ 115 çын шутланаççĕ. Вĕсене пособипе вăхăтра тивĕçтеретпĕр. Пĕтĕмĕшле илсен, ĕçсĕррисем пĕлтĕрхинчен сахалланчĕç.

     Ĕç вырăнĕ ыйтса центрта 429 çын пулчĕç. Вĕсенчен 394-шне тĕрлĕ ĕçсене ятăмăр. 204 вĕренекене вăхăтлăх ĕç тупса патăмăр. Паянхи куна илсен, обществăлла ĕçсенче 76 çын вăй хурать.

     Ĕçсĕррисене яланхи пекех професси илме пулăшатпăр. 28 çынна вĕренме ятăмăр. Паллах, вĕсем каялла тăван тăрăха таврăнĕç, ĕç вырăнĕ те тупма пултарĕç.

А.ПЕТРОВА,

халăха ĕçе вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен центр директорĕн çумĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 августа 2008
00:00
Поделиться
;