Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Граждансене – хушма социаллă пулăшу

   Ĕçпе тивĕçтерекен центр халăха общество ĕçне хутшăнтарас тĕлĕшпе кашни çулах малашлăх тĕллевсем палăртать. Çак ĕçе патшалăх йĕркелет, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, предприятисем вара ĕç шыракан граждансене хушма социаллă пулăшу параççĕ. Тĕпрен илсен, ĕç ăнăçлăхĕ ĕç паракансемпе тачă çыхăну тытнинчен нумай килет.

      Пирĕн тĕллев – общество ĕçĕн тĕрлĕ варианчĕсене шыраса тупасси. Кун пек чухне çыннăн сывлăхне, çулне, профессине тата ыттине те шута илетпĕр. Вăл ĕç укçипе, ĕç вăхăчĕн режимĕпе, ĕç вырăнĕ ăçта вырнаçнипе, профессипе, должноçпа, ĕç хăйне евĕрлĕхĕпе килĕшнине палăртатпăр. Ĕç паракансем граждансен кандидатурине ырлаççĕ е çук – çакă та пысăк пĕлтерĕшлĕ.

       Ĕçпе тивĕçтерекен центр, район администрацийĕ пулăшнипе, ял тăрăхĕсенче, организацисемпе предприятисенче вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем йĕркеленине палăртас килет. Акă, кăçалхи сакăр уйăхра эпир 21 килĕшÿ турăмăр, 44 ĕç вырăнĕ хатĕрлерĕмĕр. Унта ĕçсĕр 86 граждана явăçтартăмăр. Общество ĕçне хутшăнакансенчен ытларахăшĕ – хĕрарăмсем. Вĕсене вăтамран пĕр уйăх хушши ĕçпе тивĕçтерме май килчĕ. Тĕслĕхрен, Мăн Этмен ял тăрăхĕнче 16 çын, коммуналлă хуçалăх предприятийĕнче – 10, Хĕрлĕ Чутайпа Пантьăк ял тăрăхĕсенче – 9-шар, район администрацийĕнче 8 çын вăхăтлăх ĕçре тăрăшрĕ. Ытти çĕрте йыш пĕчĕкрех пулчĕ. Çапла вара уйăхра кашнине вăтамран 1130 тенкĕпе тивĕçтернĕ.

       Центр ĕç паракансемпе килĕшÿ туса граждансене ĕçе вырнаçтарать. Çавăн пекех эпир ĕç шыракансене, ултă уйăх ытла пирĕн патра шутра тăраççĕ тата ĕçсĕррисен пособине илмеççĕ пулсан, ĕç вырăнĕ тупса пама тăрăшатпăр. Вĕсем район тата ял тăрăхĕсен территорийĕсене тасатса тирпей-илем кĕртме хутшăнаççĕ, çыру ĕçĕсене йĕркелесе пыраççĕ. Кунпа пĕрлех граждансем федераллă бюджетран укçа-тенкĕ пулăшăвĕ илеççĕ, вĕсене ĕç паракансем шалупа тивĕçтереççĕ.

      Çакна палăртса хăвармалла. Кăçалхи январь-август уйăхĕсенче общество ĕçне хутшăннисене федераллă бюджетран 97, 2 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран – 8, 7 пин, ĕç паракансем 11, 5 пин тенкĕ тÿленĕ. Пурĕ 117, 4 пин тенкĕпе танлашнă.

      Общество ĕçне явăçтарни çынсене ĕçсĕррисен пособине илсе тăнипе пĕрлех хушма укçа ĕçлесе илме те май парать. Организаци тата предприяти ертÿçисем вара вăхăтлăх ĕçе йышăннă çынсене яланлăхах ĕçе йышăнма пултараççĕ. Çакна шута илсе районăн 2008-2010 çулсенчи экономикăпа социаллă аталану программинче çуллен 120 çынран кая мар общество ĕçне хутшăнтармаллине палăртса хăварнă.



"Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)
10 сентября 2008
00:00
Поделиться
;