Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Çамрăксене - пур енлĕ пулăшу

Çамрăксене ĕçе вырнаçтарасси – паянхи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Кунта чи малтанах вĕренсе тĕрлĕ професси илнĕ çамрăк специалистсене ĕçпе тивĕçтересси çине пысăкрах тимлĕх уйăрни кирлĕ. Хальлĕхе мĕн куратпăр-ха? Хăш-пĕрисен илнĕ специальноçпа тăрăшма ĕç опычĕ çук. Кунпа пĕрлех вĕсем хăйсен пултарулăхне хаклама, ĕç рынокĕн условийĕсемпе килĕшме, çĕнĕ вырăнта тĕпленсе ĕçлеме пултараймаççĕ.

Çакна шута илсе районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр çамрăк специалистсене пур енлĕн пулăшма тăрăшать. Акă, кăçал пуçламăш тата вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ 18 çултан пуçласа 20 çулхи 11 граждан пирĕн пата ĕçе вырнаçас ыйтупа пычĕ. 5-шне ĕç тупса патăмăр, çав шутран иккĕшне – ятарласа йышăннă программăпа килĕшÿллĕн.

Пуçламăш тата вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ 18-20 çулсенчи граждансене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă чухне халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр федераллă бюджетран уйăрнă укçапа усă курнă. Вăл 3, 1 пин тенкĕпе танлашнă. Çавăн пекех вырăнти бюджетран 1, 4 пин тенкĕ уйăрнă. Çапла вара 4, 5 пин тенкĕпе усă курма май килчĕ.

Вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтернисем бухгалтер ăсталăхне алла илчĕç.

Юлашкинчен мĕн каламалла-ха? Паян халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕсене çамрăк специалистсем кирлĕ. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçăн çакна пĕлсе тăмалла, пурнăçра кирлĕ професси илессишĕн тăрăшмалла.



"Пирěн пурнăç"
13 сентября 2008
00:00
Поделиться
;