Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Вакансисен ярмаркинче

Кăçал “Билайн” компани хастарĕсем чылай районта пулчĕç. Çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче вĕсем Красноармейскине çитрĕç. Салара пурăнакансене пысăк уяв туса пачĕç. Çав кун район центрĕнчи Васильев урамĕнчи 4-мĕш çуртăн пĕрремĕш хутĕнче “Билайн” компани хăйĕн фирма салонне уçрĕ. Салон уçăлнă ятпа иртнĕ уявра пухăннисене район пуçлăхĕ С. Николаев, уçă йышши “Вымпелком” акционер пĕрлешĕвĕн филиалĕн коммерци директорĕ С. Разин ăшшăн саламларĕç, Трак енре те “Билайн” компани паракан çăмăллăхсемпе усă куракансен йышĕ ÿссех пырасса шанса тăнине палăртрĕç. Çавăн хыççăн пирĕн патăрта ĕçсĕр тесе учетра тăракан Т. Андреева асăннă салонта ĕçлеме пуçларĕ.

Августăн 9-мĕшĕнче, Физкультурник кунĕнче, район центрĕнчи стадионта пысăк спорт уявĕ иртрĕ. Унта “Мегафон” компани представителĕсем хутшăнчĕç, уява хăйне май сăн кĕртрĕç. Çав кун кăмăл тăвакансем “Мегафон” сечĕпе тÿлевсĕр усă курма май тупрĕç. Уявра уйрăм енсемпе тупăшса çĕнтерÿçĕ пулса тăнисене “Мегафон” компанин хаклă парнисемпе чысларĕç.

Çурла уйăхĕн вĕçĕнче пирĕн патшалăх учрежденийĕнче черетлĕ вакансисен ярмарки иртрĕ. Унта МТС сотовăй çыхăну представителĕсем те хут-шăнчĕç. Çывăх вăхăтра вĕсем Красноармейскинче хăйсен салонне уçма палăртаççĕ. Çавна май ĕçсĕр тесе учетра тăракан вунă çынтан виççĕшне асăннă салонта ĕçлеме суйласа илчĕç. Халĕ çамрăксем Шупашкарта курссенче пĕлÿ пухаççĕ.

Кăçалхи сакăр уйăхра районти 138 предприятипе организаци, учреждени вакансисем пурри пирки пĕлтернĕ. Эпир çак тапхăрта 288 çынна, вĕсенчен 106-шне яланлăхах ĕçе вырнаçтарма пултартăмăр.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
16 сентября 2008
00:00
Поделиться
;