Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Пирвайхи хут ĕç шыракансене пулăшатпăр

Рынок условийĕсем, бизнес ĕçе лайăх, пĕлсе йĕркелеме ыйтаççĕ. Çавăнпа та предприятисемпе организацисене, учрежденисемпе хуçалăхсене, пĕрлешÿсене ертсе пыракансем ĕçе пысăк опыт пухнă граждансене ытларах йышăнма тăрăшаççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем, вăл е ку тĕлĕшпе вăй хурса, пуян опыт пухнă, çавăнпа та ĕçе лайăх йĕркелеме пултараççĕ. Ĕç опычĕ çуккисен ун пек майсем çук. Çав шута профессиллĕ пуçламăш тата вăтам пĕлÿ паракан учрежденисенчен тин кăна вĕренсе тухнисем кĕреççĕ те ĕнтĕ. Вĕсене ĕç паракансем ĕçе илесшĕнех мар. Çакă паллă, кирек епле специальноçе те ĕçлесе хăнăхмасăр алла çирĕппĕн илейместĕн. Профессипе техника училищисенчен, техникумсенчен, колледжсенчен вĕренсе тухнисене çакăнта халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба патшалăх çăмăллăхĕ парать. Алла специальность илсенех вĕсем пирĕн пата ĕç шыратăп тесе пулăшу ыйтма пырсан, тата кăна анкета-заявлени çырса, тивĕçлĕ документсем тăратса çирĕплетсен ĕнтĕ.

Кăçал эпир профессиллĕ пуçламăш тата вăтам пĕлÿ паракан учрежденисенчен вĕренсе тухнă 2 çамрăка ĕçе вырнаçтарнă. Акă, тĕслĕхрен, техникумран вĕренсе тухнă Мария Иванована “Нива” ял хуçалăх производство кооперативне бухгалтера вырнаçтарма пултартăмăр. Шупашкарти çыхăну техникумĕнче ăс пухнă Мария Алексеева эпир пулăшнипех тулли мар яваплă “Тэфия” пĕрлешÿре (вăл райцентрти Ленин урамĕнчи 38-мĕш №-лĕ çуртра вырнаçнă — Е. М.) сутуçă-консультантра тăрăшма пуçларĕ.

— Техникумран кăçалхи июнь уйăхĕнче вĕренсе тухсанах эпĕ районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра çул тытрăм. Унта мана вашават йышăнчĕç, пулăшма пулчĕç. Халĕ вĕсем пулăшнипе кунта вăй хуратăп та, — тет Мария Витальевна. — Хам ĕçпе кăмăллă эпĕ. “Тэфия” пĕрлешÿре вăй хунă хушăрах кÿртĕм майпа Шупашкарта Мускаври уçă йышши патшалăх университетĕнче менеджмент факультетĕнче пĕлĕве малалла ÿстеретĕп. Кунта 3 çул та 6 уйăх вĕренмелле. Вара аслă пĕлÿллĕ специалист пулса тăратăп. Мана ĕçе вырнаçма пулăшнăшăн халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центрта вăй хуракансене чунтан тав тăватăп.

18 çултан пуçласа 20 çула çитичченхи тытăнса ĕçе вырнаçакан çамрăксене патшалăх пулăшăвĕ пама пире 3050 тенкĕ уйăрса панă, унпа туллин усă курнă.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
02 декабря 2008
00:00
Поделиться
;