Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Ĕçсĕр çынсене – патшалăх пулăшăвĕ

Хальхи вăхăтра ĕçпе тивĕçтерекен центра кирек хăш ĕç паракан та хăйне кирлĕ ĕçченсем тупас ыйтупа пыма пултарать.

Унăн патшалăх пулăшăвне илес тĕллевпе документсен пуххине тăратмалла. Ку йĕркепе пирĕн патра кашниех паллашма пултарать. Пуçласа ĕç шыракан гражданинăн вара патшалăх пулăшăвĕпе усă курас килсен çакăн пек хутсем тăратмалла: а) патшалăх пулăшăвĕ илме ыйтса çырнă заявлени-анкета; б) паспорт; в) инвалидсен – реабилитаци программи. Заявлени-анкета тата панă документсем тăрăх ĕçпе тивĕçтерекен центр сотрудникĕ çынна патшалăх пулăшăвĕ пама тата ĕç шыракансен регистрне кĕртет.

Кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне эпир ĕçсĕр 884 çынна учета тăратрăмăр. Ку вăл, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 10 çын ытларах. Хăй ирĕкĕпе ĕçрен тухнă граждансен хисепĕ иртнĕ çулхи 17, 4 процентран кăçал 18, 3 процента çити ÿснине палăртмалла. Сăмах май, çак тапхăрта ĕç шыракан хĕрарăмсен йышĕ 56, 9 процентран 55, 8 процент таран чакрĕ. Предприятисемпе организацисенчен ĕçрен тухнă граждансен шучĕ 8 çын нумайланнă. Çавăн пекех инвалидсем хушшинче кун пекки пĕр çын пур.

Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 98 çын хăйсен ĕç вырăнĕсенчен тухасси пирки пĕлтерчĕç ĕнтĕ. Тÿрех каламалла, ку пĕлтĕрхинчен 80 çын ытлараххине пĕлтерет.

Организацие пĕтернипе е штатсене чакарнипе ĕçрен кăларнă граждансене халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби пулăшма тăрăшать. Ку енĕпе мероприятисен ятарлă планне туса хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн эпир тĕрлĕ ĕçсем туса ирттеретпĕр. Акă, ĕç рынокĕнчи лару-тăру çинчен, ĕç паракансемпе пушă ĕç вырăнĕсем пирки калаçусем йĕркелетпĕр. Пирĕн пата ĕç шыраса килнĕ çынсене тĕрлĕ информаципе тивĕçтеретпĕр. 2-18-40 телефонпа "Хĕрÿ лини" йĕркелерĕмĕр. Унпа усă курса ĕç паракансем усăллă консультацисем илеççĕ, ĕç шыракансене вара ĕçлев саккунĕсемпе паллаштаратпăр, ĕç тупса пама тăрăшатпăр. Кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 9-мĕшĕччен ĕç шыраса пирĕн пата 14 çын пычĕ. Вĕсем пурте малтан ĕçленĕ вырăнтан тухнă. Çав шутран 11-шĕ октябрь уйăхĕнче кăна ĕçпе "сыв пуллашнă". Вĕсем çакăн пек патшалăх пулăшăвĕ илнине палăртса хăварас килет. Хăйсене килĕшекен ĕç шыранă чухне пулăшупа тивĕçтертĕмĕр. Ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштартăмăр. Вăхăтлăх ĕç йĕркелерĕмĕр. Ĕçсĕррисен шутне кĕртсе социаллă тÿлев патăмăр. Ĕçсĕр икĕ гражданин валли срокчен пенсие тухма документсем хатĕрлерĕмĕр.

Çапла, ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Унта тăрăшакансем халăха тивĕçлĕ пулăшу парас тĕллевпе пурăнаççĕ.



"Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)
20 декабря 2008
00:00
Поделиться
;