Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Вакансисен ярмарки

Декабрĕн 9-мĕшĕнче ĕçпе тивĕçтерекен районти центрта ĕçсĕр граждансене ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе вакансисен ярмарки иртрĕ. Эпир районти нумай организацисемпе юлташла çирĕп çыхăну йĕркеленĕ. Çав кун “Красноармейское” техника инвентаризацийĕн бюровĕ” муниципаллă учрежденипе Красноармейски ял тăрăхĕн администрацийĕ ĕçсĕр граждансене обществăлла ĕçсене илме хатĕрри çинчен пĕлтерчĕç, тепĕр 5 предприяти ку йышши çынсене яланлăх ĕçе вырнаçтарма пулчĕç. Ярмаркăра пĕтĕмпе 15 ваканси сĕннĕ, 7 çын ĕçе кайма направлени илчĕ. Асăннă кун ĕçсĕр граждансене çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексĕпе çыхăннă ыйтусемпе паллаштарнă.

Вакансисен ярмаркинче ĕç паракансем, ĕç шыракансем çак ыйтусене сÿтсе явнă:

— Компание ертсе пыракансем мана хам ирĕкпе ĕçрен тухма заявлени çырма сĕнеççĕ. Сăлтавĕ — çĕр-шыври кризис. Эпĕ вĕсене хирĕçлеме тăрсан, мана аттестаци ирттерессипе хăратрĕç. Мĕн тумалла?

— Шел те, кун пекки хăш чух тĕл пулать. Производствăна йĕркелесе пырас çĕрти, технологипе экономика йывăрлăхĕсене пула ĕç параканăн ĕçченсен йышне, штата чакарма право пур. Анчах ку чухне унăн Ĕç кодексĕпе пăхнă мĕн пур процедурăсене пурнăçламалла:

— штатсене чакарасси пирки 2 уйăх маларах ĕçченсене алă пустарсах пĕлтермелле;

— вĕсене мĕн пур вакансисене сĕнмелле.

Ĕçчене ĕçрен хăтараççех пулсан, ĕç параканăн ăна уйăхри вăтам ĕç укçин виçи чухлĕ пособи тÿлемелле. Ĕçчен уйăх хушши ĕçе вырнаçаймарĕ тĕк, тепĕр уйăхшăн вăтам ĕç укçи памалла.

Сотрудник ĕçрен хăй ирĕкĕпе тухсан, ăна укçа пособийĕ памаççĕ.

Аттестаци пирки калас тăк, кунта йĕрки çапларах. Ку чухне мĕн пур ĕçченсене аттестацилемелле е уйрăм ушкăна. Ĕç паракан пĕр çынна аттестацилеме йышăнни вăл ăна килĕштерменни çинчен çеç калать.

— Финанс тĕлĕшĕнчи йывăрлăхсене пула январьте пире пĕр уйăхлăха хамăр шутран отпуска яраççĕ текен сăмах çÿрет. Ку саккунлă-и тата капла тума юрать-и?

— “Ĕç укçисĕр ирĕксĕр отпуск” термин саккунлă мар!

Ĕç кодексĕнче ĕçчен хăй ирĕкĕпе тата пуçарăвĕпе отпуска каяссине çеç пăхнă. Ку чухне заявленире çемьери е ытти шута илме тивĕçлĕ сăлтавсене кăтартса çырмалла.

Кун пек заявление ĕç паракан çырма ыйтать пулсан, ун енчен ку саккуна пăсни пулать. Çавăнпа та унăн сĕнĕвĕпе хăюллăнах килĕшмесĕр тăма юрать, кирлĕ пулсан —патшалăхăн ĕç инспекцине çăхав çырмалла.

Ĕçчен ĕç укçисĕр отпуска кайма заявлени çырчĕ пулсан, кайран судра унăн ĕç паракан енчен хăйне хĕснине ĕнентерме тивет. Гражданла процесс кодексĕ çакăнта куракан çын (свидетель) кăтартăвĕсемпе усă курма май парать.

— Эпир — магазинра ĕçлекенсем. Ноябрьте ун хуçи, экономикăри йывăрлăхсем сиксе тухĕç тесе, ăна хупрĕ. Пĕтĕм таварсене унтан тиесе тухрĕ. Пире, хамăр ирĕкпе ĕçрен тухатпăр тесе, заявлени çырма сĕнчĕ. Çав вăхăтрах ку пĕрлешÿ (пирĕн магазин хут çинче çавăн пек тăрать) хăй ĕçне чарса лартман. Халĕ пирĕн мĕн тумалла-ха?

— Саккун тăрăх сирĕн хуçан организацие пĕтернĕ май, унта ĕçлекенсене ĕçрен хăтарма пуçламалла пулнă. Вăл ăна туман, пĕрлешÿ пĕтмен. Çав вăхăтрах магазин хупăннă тесе сире ĕçлеттермен, апла кунта ĕç паракан айăпĕпе ĕç чарăнса ларнă. Кун пек лару-тăрура магазин хуçин йыша чакарнипе е организацие пĕтернипе ĕçченсене официаллă майпа ĕçрен хăтарма тытăниччен вĕсене ĕçлемен вăхăтшăн ĕç укçин 2/3 пайĕ чухлĕ компенсаци тÿлемелле.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
23 декабря 2008
00:00
Поделиться
;