Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Тĕнче кризисĕ хĕсет, кам-ши ун çулне пÿлет?

Шупашкарта Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби пур, районсенче – ятарлă центрсем. Çĕрпÿ районĕнчи çакăн пек центр директорĕпе Валентина Ивановна Трофимовăпа шăпах паян канăç паман ыйтусене тапратрăмăр.

– Тĕнче кризисĕ хĕсни пирĕн районта та сисĕнет, – тет Валентина Ивановна. – Унччен черетре тăракан ĕçсĕр çынсен йышĕ пĕр шайрах, çулсерен 150–210 пулаканччĕ. Халĕ кăтарту ÿсрĕ, нарăсăн 1-мĕшĕ тĕлне – 293. Промышленность, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата суту-илÿ предприятийĕсене электросварщик, электромонтер, водитель, слесарь-сантехник кирлĕ. Центрта черетре тăраканран нумайăшĕ – вара бухгалтерсем, экономистсем, менеджерсем, педагогсем. Мĕн ыйтнипе сĕннин хушшинче шайлашу çук. Акă мĕншĕн йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ, çавăнпа та чылайăшĕн квалификацине ÿстермелле е вĕсене урăх профессие алла илме пулăшмалла.

Центр коллективĕ хăйсем патĕнче черетре тăракана иккĕмĕш професси илме майсем туса парать: тĕрлĕ курса вĕренме ярать. Иртнĕ çул районта 68 çын специальность илнĕ. Вăтам шкул пĕтернисене те ĕçе вырнаçтарнă.

Предприятисене те, специалистсене те ваканси ярмăркки ирттерни усă кÿрет. Пĕлтĕр, сăмахран, пилĕк ярмăркка йĕркеленĕ. Унта 24 организаци, 161 çын хутшăннă. 34-шĕ килĕшекен ĕç тупнă.

Черетре тăракансене хушма хÿтлĕх кÿрес тĕллевпе вăхăтлăх ĕçе явăçтарма тата ытти майсем те тупнă. Центр автомобильсем юсакан заводпа килĕшÿ тунă. 23 договорпа обществăлла ĕçсене хутшăнтарса 173 çынна пулăшнă. Çĕрпÿ хулинче урамсене тирпейлеме, шкулсемпе училищĕсенче сĕтел-пукан, кабинетсене юсма хутшăнтарнă, суд приставĕсен службинче те вырăн тупăннă.

Ял хуçалăх предприятийĕсем ку чухне ваканси сĕнеймеççĕ, йывăрлăхран хăйсен вăйĕпе тухма тăрăшаççĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем вара урамсене, масарсене, асăну палăкĕсене тирпей-илем кĕртнĕ çĕре вăхăтлăха илме пултараççĕ. Çавна май центр вĕсемпе те килĕшÿ тăвать.

– Ĕç сĕнекенпе ăна шыракан хушшинче килĕшÿ пулсан пурнăç йывăрлăхĕсене, вăл шутра вăхăтлăх финанс кризисне те, сирсе яма май пулĕ. Çамрăксене ырă сунса çапла калассăм килет. Ку чухне кирлĕ, хисеплĕ профессисене алла илме тăрăшăр, хăвăр пĕлĕве, ăсталăха ÿстерĕр, – тет Валентина Ивановна Трофимова.

Ырă канаш – чун уççи

Центрăн ертсе пыракан инспекторĕ Надежда Александровна Алексеева ялан çамрăксемпе хутшăннă май тепĕр ырă пуçарупа паллаштарчĕ. Районта ĕç шыракансен клубне йĕркеленĕ. Унта уйрăм çынпа е ушкăнпа, ытларах хĕрсемпе каччăсемпе консультацисем ирттереççĕ. Тĕллевĕ ырă: пĕри те çак çăмăл мар вăхăтра та шанчăка ан çухаттăр, кризис тапхăрĕнче те ĕç шырамалли май-меслетпе паллаштăр.

Професси суйласа илес е ăна ылмаштарас кăмăллисене усăллă канашсем параççĕ, психологи тĕлĕшĕпе тест, паллаштару тренингĕ ирттереççĕ. Занятисем тата та интереслĕ те усăллă пулччăр тесе Шупашкарти “Аспект” вĕренÿпе методика центрĕн психологĕсене те хутшăнтараççĕ. Иртнĕ çул кунта 2811 çын пулăшу илнĕ, çак шутра вĕренекенсем те йышлă пулнă.

– Каникул кунĕсенче е пушă вăхăтра шкул ачисем те ăçта та пулин вăй хурасшăн. Кун пек ĕмĕтпе пурăнаканни хăйĕн вырăнне тупатех, – тет Надежда Алексеева. 2008 çулта 18 шкулпа килĕшÿ тунă, 632 вĕренекене вăхăтлăх ĕç тупса панă. Çавăн пекех ял хуçалăх техникумĕ е ытти училище пĕтернĕ çамрăксен ыйтăвĕсене тивĕçтернĕ. Çĕрпÿ тăрăхĕнчи предпринимательсемпе пĕр чĕлхе тупни, бюджет укçипе перекетлĕ усă курни вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем йĕркелеме май панă.

Пурнăç вăл – ăмăрту. Рынок тапхăрĕнче тупăшасси пушшех те ÿсрĕ. Çакна шута илсе центрта ятарлă консультацисем ирттереççĕ. Пулас предпринимательсемшĕн уйрăмах усăллă вĕсем. Пĕлтĕр черетре тăракан 20 çын ятарлă семинарта вĕреннĕ, вĕсенчен иккĕшĕ хăй ĕçне йĕркелеме ирĕк паракан свидетельствăна тивĕçнĕ.

Икĕмĕш çул ĕнтĕ центр хăйĕн ĕçĕ-хĕлне администраци регламĕнчĕн çĕнĕ программипе йĕркелесе пырать. Унта службăн кашни специалисчĕ хăçан тата мĕн тумаллине палăртнă. Килсе çÿрекенсемшĕн çакă питĕ меллĕ.

Кăмăла кăмăл уçать тенине шута илеççĕ кунта. Районти хăш-пĕр шкула пĕрлештернипе тата штата кĕскетнинпе ĕç вырăнĕсĕр юлнă педагогсем те çухатнă шанчăка тепĕр хут тупаççĕ. Çивĕч ăс-хакăллă çынсене иккĕмĕш професси пама чылай çăмăлрах.

Çĕрпÿ районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта улттăн вăй хураççĕ: В.И.Трофимова директор, Н.М.Петрова, Н.А.Алексеева, М.Г.Буторова тата В.А.Васильев ертсе пыракан специалистсем, В.В.Николаева тĕп бухгалтер. Сире итлеме, ырă канаш пама вĕсем яланах хатĕр.

Ĕç шыракан инженер-энергетиксене, медицина сестрисене, механиксене, сутуçă-кассирсене, слесарь-юсавçăсене, электриксене тата ыт. те центрта кĕтеççĕ. Ятарлă специальность çуккисене те пулăшаççех.



20 февраля 2009
00:00
Поделиться
;