Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Ĕçпе те тивĕçтерĕ, професси илме те пулăшĕ

Çĕр-шыври кризис тапхăрĕнче районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр çак тĕлĕшпе республикăри хушма тĕллевлĕ программăсене тĕпе хурса ĕçлет. Унпа килĕшÿллĕн районта ĕçе илекен ертÿçĕсемпе тăтăшах тĕл пулусем йĕркелеççĕ. Хушма ĕç вырăнĕ пирки сÿтсе яваççĕ.

Районти ĕçпе тивĕçтерекен центртан пĕлтернĕ тăрăх, мартăн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсен учрежденине 438 çын ĕçе вырнаçас шанăçпа шута тăнă. Вĕсенчен январь-февраль уйăхĕсенче 148-шне ĕçпе тивĕçтернĕ.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр кăçалхи икĕ уйăхра хăйсен учреждени шучĕпе 33 çамрăка тĕрлĕ специальноçпа вĕренме янă. Кунсăр пуçне вĕсем çамрăк выпускниксене (18-28 çулхисене), социаллă пулăшу кирлĕ çемьесене те хăйĕн хÿтлĕхне илеççĕ. Кăçал икĕ инвалида, пĕр выпускника ĕçе вырнаç-тарнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 марта 2009
00:00
Поделиться
;