Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Ĕçлес текен валли ялта ĕç пур

Финанс кризисĕ ĕçсĕррисен шутне палăрмаллах ÿстерчĕ. Маларах пысăк укçа шыраса «шапашкăна» çÿрекенсен çул-йĕрĕ хупланчĕ. Вĕсем пурнăç каçалăкĕнче çĕнĕ çул хывмаллине ăнкарса илчĕç. Районсенчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче вăй хуракансем палăртнă тăрăх, тăван вырăнсенчен аякка çÿренисем каялла таврăнаççĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри паян ял хуçалăхĕнче кирлĕ специальноçа алла илме хатĕр. Ялта кадр ыйтăвĕ çивĕч тăнă тапхăрта ку питех те вырăнлă. Юлашки çулсенче ялсем «ватăлса» пынин тĕп сăлтавĕ шăпах çакăнта-тăр.

Пасар экономики вăй илнĕ тапхăрта çĕршывра ял хуçалăх предприятийĕсем арканчĕç. Унччен унта ĕçленĕ çынсем те тĕнче касса çÿреме тытăнчĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ çĕртен писрĕ. Саманан варкăш çилĕ çаврăнăçуллă, пуçаруллă çынсене кăна малашлăха çул-йĕр хывма витĕм кÿчĕ. Çĕнĕлле ĕçлеме пултаракан ертÿçĕсем кăна хуçалăхсене аталану çÿлĕпе ертсе пыма пултарчĕç. Ыттисен уй-хирĕ мăянпа, армутипе хупланчĕ. Кризис чылайăшне лăпкăлăх ытамĕнчен вăратрĕ, ку таранччен тунă утăмсене тишкерсе пĕтĕмлетÿсем тума, малалла тинкерме хистерĕ.

Çĕр ĕçченĕшĕн чи яваплă тапхăр - çур аки ирттересси. Ăна пысăк пахалăхпа, кĕске вăхăтра пурнăçласан кăна хуçалăхăн малашлăхĕ пулĕ. «Çурхи кун çулталăк тăрантарать» каларăшăн тĕшшине ăша хывни вырăнлă. Паян республикăри хуçалăхсенче ĕçлеме механизаторсем çитмеççĕ. Çак ыйту юлашки çулсенче уйрăмах çивĕч тăрать. Ахальтен мар Етĕрне район пуçлăхĕн çумĕ, экономикăпа пурлăх тата АПК предприятийĕсемпе çыхăну тытакан управлени пуçлăхĕ Владимир Шуверов кадрсем кăна ялăн малашлăхне татса парĕç терĕ. Хальхи вăхăтра ку тăрăхри ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсенче ĕçлеме механизаторсем кăна мар, выльăх-чĕрлĕх патĕнче вăй хуракан, уй-хирте ĕçлекен тĕрлĕ специалист кирлĕ.

«Хăш-пĕр хуçалăхра специалист та çителĕклĕ, анчах пултаруллă ертÿçĕ çук. Пысăк квалификациллĕ, социаллă ыйтусене татса паракан пуçлăх кирлех ялта. Çынсене малалла ăнтăлма, палăртнă тĕллевсене пурнăçлама витĕм кÿрĕ. Ку енĕпе эпир аслă шкулсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Малашне ял хуçалăхĕнче кадр политикине тĕллевлĕ тытса пыма палăртрăмăр», - хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ Владимир Шуверов.

Етĕрне районĕнчи хуçалăхсенче иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче 9500 çын вăй хунă, иртнĕ çул - 1300. Владимир Борисовичăн тĕллевĕ - ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене сахал çынпах, хăватлă технологисене тĕпе хурса тупăш ытларах туса илмелли çул-йĕре палăртма пулăшасси. Çакна пурнăçлама пысăк квалификациллĕ специалистсем кирлĕ. Юлашки çулсенче туянакан ял хуçалăх техникипе ĕçлеме шăпах ăста механизаторсем çитмеççĕ. Ÿрĕк-сÿрĕк ĕçлекенсемпе малалла каяймăн.

Элĕк районĕнчи пĕр хуçалăх ертÿçи пăшăрханса калаçни аса килчĕ. “Вырăнти механизаторсем юлашки вăхăтра яваплăха туйса ĕçлеме пăрахрĕç, тăххăрта кăна ĕçе пуçăнаççĕ», - терĕ вăл. Çуллахи лайăх кунсемпе туллин усă курма тăрăшманни, каç пуличченех килĕсене тухса утни çинчен пăшăрханса пĕлтерчĕ. “Техникăна лайăх ĕçлеттермесен ĕç тухăçлăхĕ пирки калаçма та кирлĕ мар”, - терĕ. «Элĕкри сельхозтехника» АУО-ра механизаторсем ĕçре хастар пулнăшăн кăмăллă вăл. Ĕçне кура укçине те илеççĕ.

Çапла, çĕре чунпа туякан кăна ун пархатарне ăнланĕ, яваплăха туйса ĕçлĕ. Паян ялта ĕçлеме хăйне чăн-чăн çĕр хуçи пек туякан çын кăна пултарĕ. Районсенчи ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче шута илнисен те алла çĕнĕ специальноç илсе ял хуçалăхĕнче вăй хурса ĕçлеме вăхăт çитрĕ. Ĕç çук теме, ман шухăшпа, сăлтав çуках. Ĕçлес текен çын ĕç тупатех. Ахальтен мар кăçалхи çула республика Президенчĕ çĕр ĕçченĕпе çыхăнтарчĕ. Вăхăт иртнĕ май ял хуçалăхĕнче ĕçлеме те специалистсене ятарлă конкурспа илме тытăнĕç. Ялсем çĕнĕрен вăй илсе аталанĕç. Халиччен çаврăнăша кĕреймен çĕр лаптăкĕсем тупăш пама тытăнĕç.



"Хыпар"
12 марта 2009
00:00
Поделиться
;