Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

ĔÇСĔР ЮЛНИСЕНЕ ПУЛĂШАС ТЕСЕ

Ĕнер иртнĕ район депутачĕсен пухăвĕнче районта пурăнакан ĕçсĕр юлнă çынсене ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе 2009 çулта пурнăçламалли район шайĕнчи программа йышăнчĕç.

Программăра ĕçсĕр юлнă 930 çынна районти обществăри ĕçсене явăçтарасси пысăк вырăн йышăнать. Программăна кĕртнĕ предприяти-организацисене ĕçе 3 уйăха илеççĕ. Ку йыша вăтам шкул пĕтернисем те кĕреççĕ. 930 çынна ĕç укçи тÿлеме Раççей бюджетĕнчен 15245862 тенкĕ уйăрма пăхнă. Пирĕн шутпа, патшалăх ĕçсĕр юлнă çынсемшĕн малтанхи тапхăрта çапла тăрăшни аван.

Хаçатăн мартăн 11-мĕшĕнчи номерĕнче обществăри ĕçсенче вырăн туса пама палăртнă предприяти-организацисен пĕр пайне асăннăччĕ. Списока малалла тăсар: "Чебоксарскагро-промтехсервис" АО – 16 ĕç вырăнĕ, "ПМК "Водстрой" АО – 5, "МСО "Кугесьская" АО – 5, районти халăха пулăшу паракан пай – 4, Кÿкеçри ăс-тăн тĕлĕшĕнчен аталанса çитеймен ачасен çурчĕ – 5, районти ветерансен çурчĕсем – 2-шер, "Искра" ЯХПК – 27, "Чувашавтодор" предприяти филиалĕ – 21, "ДЭП-146" АО – 43, "Волгодорстой" АО – 125, çар ĕç комиссариачĕ – 11, районти почта уйрăмĕсем – 2, ял тăрăхĕсен администрацийĕсем – 18, районти шкулсемпе ача сачĕсем – 140.

Мускав облаçне ĕçе вырнаçма тухса каякан 15 çынна çул укçи уйăрĕç (ăçтине тĕплĕнрех районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта пĕлме пулать). Ра-йонти 8 çынна бизнес пуçласа ямашкăн укçа уйăрма пăхнă.

Ишлейри пысăк вольтлă аппаратура заводĕнче 50 çынна çĕнĕ специальность пама шутлаççĕ (68 проценчĕ – специалистсем, 32 проценчĕ – рабочисем).



"Тăван ен"
14 марта 2009
00:00
Поделиться
;