Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Теветкеллĕх ушкăнĕнчисем - парта хушшинче

Ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсен ĕç рынокĕнчи социаллă кăткăслăха чакарма хушма майсем тупăнчĕç. Влаç органĕсем ĕçсĕрлĕхпе кĕрешес енĕпе витĕмлĕ мерăсем йышăнчĕç. Вĕсенчен пĕри тата уйрăмах пĕлтерĕшли - республикăра 2009 çулта халăха ĕçпе тивĕçтерессине хушма пулăшу кÿмелли тĕллевлĕ программа, Чăваш Республикин Президенчĕ тата Федерацин ĕç тата ĕçлев служби ăна финансласси çинчен Килĕшĕве алă пуснă, Чăваш Республикин Правительстви укçа-тенке кăçал тăкакламалли йĕркене çирĕплетнĕ.

Программа республикăри ĕç рынокĕнчи кăткăслăха чакаракан мерăсен комплексне пĕрлештерет тата халăха ĕçлĕ тума пулăшакан мероприятисене финансласси 526,32 миллион тенкĕлĕх ÿсет /республика бюджетĕнчен 26,32 миллион тенкĕ уйăраççĕ/.

Ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва йĕркелеме май паракан хушма пулăшăвăн тăватă çул-йĕрне палăртнă. Вĕсенчен пĕри - йышлăн кăларса ярас хăрушлăх сиксе тухсан /тулли мар ĕç кунĕ, ĕçе вăхăтлăха чарса лартни, тÿлевсĕр отпуска яни, кăларса ярассипе çыхăннă мероприятисем/ çынсене профессие маларах вĕрентни.

Ĕçпе тивĕçтерессине хушма пулăшу кÿмелли социаллă пĕлтерĕшлĕ мероприятисем валли укçа ытларах уйăрни асăннă программăна çĕнĕрен хутшăнакансене кĕртме тата хальлĕхе ĕçе çухатман, анчах та теветкеллĕх ушкăнне лекнĕ çынсене профессие маларах вĕрентессипе çыхăннă ыйтусене ăнăçлăрах татса пама пулăшĕ. Профвĕренĕве, квалификацие ÿстерме е çĕнĕ профессипе хатĕрленме ку таранччен ĕçлев службисем ĕçсĕр граждансене кăна янă.

Асăннă мера ĕç паракансене предприятие реорганизациленĕ, реструктуризациленĕ, производство калăпăшне чакарнă е чарса лартнă тапхăрта ытлашши укçа-тенкĕ тăкакламасăрах 3,5 пин çынна рынок ыйтакан специальноçсене вĕрентме, ĕç вырăнĕсене сыхласа хăварма май парать. Рабочисем вара ĕçе çухатмасăрах квалификаци шайне ÿстерме е çĕнĕ профессие алла илме пултараççĕ. Çак тĕллев валли программăпа килĕшÿллĕн 32,5 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Çапла вара организацисенче рабочи кадрĕсене сыхласа хăварма кăна мар, вĕсен квалификаци шайне ÿстерме май паракан çĕнĕ мелсемпе условисем тупăнаççĕ. Хальхи вăхăтра “Химпром”, “Промтрактор”, “Гипор”, “Электроприбор” АУОсемпе, Канашри автоагрегат тата Шупашкарти агрегат завочĕсемпе 5 миллион та 500 пин тенкĕлĕх ытла килĕшÿ çирĕплетнĕ ĕнтĕ.

Иртнĕ кунсенче кăна котельнăйсен пулас операторĕсем, ЧПУ станокĕсен операторĕсем, трактористсем тата ыттисем парта хушшине ларчĕç. Вĕренÿ вĕçленсен вĕсене тăван предприятире кĕтеççĕ.

Ĕçсĕррисене профессие хатĕрлесси, çĕнĕрен вĕрентесси, квалификацие ÿстересси халĕ те пурнăçланать-ха. Чăваш Республикинчи халăха 2011-2013 çулсенче ĕçпе тивĕçтермелли ведомствăн тĕллевлĕ программи çапла тума хушать. Специалистсене профессин тĕрлĕ шайри вĕренÿ заведенийĕсенче - аслă, вăтам, пуçламăш, хушма учрежденийĕсенче - конкурс тăрăх суйласа илнĕскерсенче, хатĕрлеççĕ. Ултă уйăха тăсăлакан вĕренÿ программисене çитĕннĕ çынсене вĕрентме ятарласа хатĕрленĕ.

Пĕлтĕр ĕçсĕр 3900 çынна - ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин клиенчĕсене - професси вĕренĕвĕ кирлĕ пулчĕ. Сăлтавĕ тĕрлĕрен. Пĕри - хăйĕн профессийĕпе тивĕçлĕ вырăн тупаймарĕ, теприн - квалификаци шайĕ пĕчĕк пулчĕ. Апла-и, капла-и, республикăри ĕç рынокĕ ыйтакан профессисене вĕренме иртнĕ çул 3 пин ытла ĕçсĕр çынна янă, вĕсенчен 83-шĕ стажировкăра /ку та - вĕренÿ мелĕнчен пĕри/ пулнă.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем тĕрлĕ шайри 38 вĕрентÿ учрежденийĕпе çыхăну тытнă. Ĕç паракансем те аякра тăмарĕç. Ĕçсĕррисене профессие хатĕрлеме, çĕнĕрен вĕрентме, квалификацие ÿстерме, стажировкăна вырнаçтарма вĕсемпе 41 килĕшÿ тунă. Професси вĕренĕвне 51 специальноçпа ирттернĕ, вĕсенчен 44-шĕ рабочи профессийĕпе çыхăннă. Халĕ, тĕллевлĕ хушма программăна хутшăнакансем йышланнă май, ĕç вырăнĕпе уйрăлмасăр вĕрентекен специальноçсен шучĕ татах анлăланчĕ.

Иртнĕ çул рабочи специальноçĕсем ытларах кирлĕ пулчĕç. Ĕç рынокĕ ыйтнипе килĕшÿллĕн вĕсене алла илме 2310 ĕçсĕре янă /ку хисеп служба янипе республикăра профессие вĕренекен курсантсен 72 проценчĕпе танлашать/. Çулталăкра 400 çын харпăр хăй ĕçне йĕркелеме май паракан профессие илчĕ.

Рабочисен массăллă специальноçĕсем /газосварщиксем, слесарьсем, токарьсем, электриксем, электромонтерсем, операторсем, обрубщиксем/ çитмеççĕ, сутуçăсене, çĕвĕçсене, закройщиксене, поварсене, кондитерсене, барменсене ыйтакансем йышлă. Çав вăхăтрах врачсем, геодезистсем, инженер-конструкторсем, инженер-энергетиксем, суту-илÿ агенчĕсемпе консультанчĕсем, риэлторсем, фармацевтсем, программистсем, менеджерсем кирлĕ.

Ĕçсĕрсене профессие ăнăçлă та пахалăхлă вĕрентнин тĕп кăтартăвĕ - пĕлÿ илнĕ хыççăн ĕçе вырнаçни. Çакна служба органĕсем тивĕçлипе хаклаççĕ, хăйсен клиенчĕсене хавхалантарсах тăраççĕ: профвĕренÿ вăхăтĕнче вĕсене ваканси тупса параççĕ, ваканси сĕннĕ организацисене практикăна яраççĕ. Квалификаци экзаменĕсене ĕç сĕнекенсене те чĕнеççĕ. Унсăр пуçне мĕн пур специальноçăн вĕрентÿ планне çынсене ĕç рынокĕнче хăйсене мĕнле тытмаллине хăнăхтаракан социаллă адаптацин “Ĕçе вырнаçмалли технологи” программине кĕртнĕ. Çапла вара служба органĕсем вĕренме янă ĕçсĕрсен 80 проценчĕ ытла тивĕçлĕ вырăн тупнă.

Кăçалхи икĕ уйăхра ĕç рынокĕ ыйтакан профессисене алла илме 835 çынна янă. Чăваш Енĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин профессин хушма вĕренĕвĕн “Вĕрентÿпе методикăн “Аспект” центрĕ” 16 çула яхăн ĕнтĕ ĕçсĕрсене професси памалли никĕс шутланать. Вăл пулăшнипе 16 пин ытла çыннăн ĕçе вырнаçас шанăç çĕнĕрен çуралнă. “Аспект” 28 профессие вĕренме май туса парать.

Рабочи профессийĕсемсĕр /повар, сутуçă-кассир, парикмахер, маникюрист/ пуçне кунта менеджер, дизайнер, сметчик специальноçĕсене илме, компьютерпа ĕçлеме хăнăхса, бухгалтерин ятарлă программисене тишкерсе квалификацие ÿстерме пулать.

Асăннă центрта пĕлÿ панипе пĕрлех психологи тĕлĕшĕнчен пулăшаççĕ. Темиçе çул каялла “Вĕренсе тухакансен клубне” уçнă. Пурнăç çулĕ çине тăнă çамрăксене профессин анлă тĕнчинче тĕрĕс çул тупма, чуна килĕшекен специальноçа илме май парать вăл.

Чăваш Енĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин материалĕсем тăрăх.



"Хыпар"
18 марта 2009
00:00
Поделиться
;