Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

ĔÇ ВЫРĂНĔСЕМ ПУР, КАДРСЕМ ÇИТМЕÇÇĔ

     Кĕçех ял хуçалăх предприятийĕсенче çурхи ака-суха ĕçĕсем пуçланаççĕ. Ăна пахалăхлă та вăхăтра ирттерсе яма хатĕрленеççĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем турттараççĕ, техникăна хатĕрлеççĕ. Унсăр пуçне вăрлăха кондицие лартас тесе тăрăшаççĕ. Минераллă удобренисем, имçамсем туянаççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, çуракине йĕркеллĕ ирттерме, мĕн акни-лартнинчен пысăк тухăç илес тĕллеве пурнăçлама майсем туса параççĕ. Çапах та хăш-пĕр пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче специалистсем, механизаторсем çитменни çивĕччĕн палăрать. Апрель уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне «Нива» агрофирмăна тата «Госсорткомиссия» патшалăх учрежденине 2-шер, «Пайгас» ял хуçалăх кооперативне 1 тракторист кирлĕ. Юсав ĕçĕсем тума «Искра» колхоз тата «Госсорткомиссия» патшалăх учрежденийĕ газоэлектросварщик специальноçĕпе ĕçлекенсене чĕнеççĕ. «Госсорткомиссия» ПУ токарь шырать. «Пайгас» тата «Госсорткомиссия» патшалăх учрежденине водительсем кирлĕ.

     Паллах, пурне те ĕç укçи интереслентерет. Уйăхри вăтам тÿлев кашни çĕрте тĕрлĕрен. Акă, «Рассвет» хуçалăх ветфельдшера уйăхра 7180 тенкĕ, «Нива» агрофирма, «Пайгас», «Искра» хуçалăхсем 5 пин тенкĕ тÿлеме шантараççĕ. «Госсорткомиссия» ПУ та япăх мар ĕç укçи парĕ. Калаçса татăлсан, ĕçе пахалăхлă пурнăçласан виçе татах та ÿсме пултарать.

     Ĕçсĕрлĕх пысăк тетпĕр. Ялсенче ĕç тупайман çынсем чылай. Çамрăксем хушшинче те пур ун пеккисем.

      Тĕплĕнрех халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центра кĕрсе е телефонпа 5-13-79 номерпе шăнпултаратпăр. Унтан вĕренсе тухнисем ĕç тупĕç. Çавăнпа та тĕрлĕ сăлтава кăравласа пĕлме пултаратăр. Эпир специальность, професси çук, ĕç тупайман çынсене тĕрлĕ вĕрентÿ заведенийĕсене те пĕлÿ илме яма пула ĕçсĕр юлнисене е ĕç тупайманнисене пирĕнпе çыхăну тытма ыйтатпăр. Центр тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем ирттерет. Вĕсем пысăк пĕлтерĕшлине ĕç тупайманнисем пĕрре мар палăртнă.



"Каçал Ен"
07 апреля 2009
00:00
Поделиться
;