Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Ăнăçлăх - ăста специалистсенче

Чăваш Енри ĕç рынокĕнче паян хăйне евĕрлĕ лару-тăру пулса тăчĕ: халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче 9 пине яхăн çынна шута илнĕ, çав вăхăтрах республикăри предприятисем кадр çитменнипе аптраççĕ. Чи малтанах управленецсем - чăннипех ĕçлес текенсем, пултаруллă, хăйсен ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕсемшĕн явап тытма хатĕр çынсем кирлĕ.

     Асăннă лару-тăрăва ăнăçлă татса парас тĕллевпе республикăра чылай проекта пурнăçа кĕртнĕ. Вĕсен шутĕнче - Шупашкар хула администрацийĕ туса хатĕрленĕ “Управлени капиталĕ” проект. Çамрăк специалистсене çавăн пекех “Гарант-Шупашкар” компани витĕмлĕ пулăшу парать. Вăл кăларнă ятарлă “Раççей законодательствин энциклопедийĕ” диск ГАРАНТ тытăмпа ĕçлеме хăнăхтарать, ăна алла илни конкуренцире тупăшаслăха ÿстерет. Çавăн пекех республика шайĕнче тĕрлĕ конкурс, ваканси ярмăркки час-часах ирттереççĕ. Çамрăксен форумне йĕркелесси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Вĕсенчен пĕри кăçалхи ака уйăхĕнче пухăнчĕ. Асăннă мероприятие Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви тата “Гарант-Шупашкар” компани пуçарнипе ирттерчĕç.

       Форумра патшалăх влаçĕн органĕсен, Шупашкар хулинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр представителĕсем, ĕç паракансем тата тĕл пулăва хутшăннă студентсем кадрсем пирки калаçрĕç: вĕсене мĕнле майпа тупмалла, çитĕнтермелле, упраса хăвармалла тата пурнăç ыйтакан ĕçе епле юрăхлă пулмалла? Хальхи вăхăтра тĕп пĕлÿсĕр пуçне малашне вăй хума палăртнă ĕç-хĕлте тата унпа çыхăннă ытти тытăмра профессин хушма хăнăхăвĕ, ăсталăхĕ пур специалистсем уйрăмах хисепре.

       Çамрăк специалистăн професси хăнăхăвĕ мĕн чухлĕ нумайрах - ĕç рынокĕнчи конкуренцире тупăшма пултараслăхĕ çавăн чухлĕ пысăкрах.

Форум çамрăксен шухăш-кăмăлне уçăмлатассине тĕпе хучĕ. Калаçăва тăснă май студентсем ыйтусем панипе пĕрлех малашлăх тĕллевĕсемпе - хăйсен бизнесне йĕркелессипе, патшалăх служащийĕ пулса тăрассипе, çапла вара Чăваш Ен аталанăвне сумлă тÿпе хывассипе - хăюллăн паллаштарчĕç.

       Тĕл пулса калаçнă хыççăн чылай йышăну çуралчĕ. Вĕсем пуçаруллă çамрăксене аталанса пыракан профессионалсем пулма - инноваци технологийĕсемпе çыхăннă проектсене /бизнесра, медицинăра, техникăра тата ытти те/ ĕçлеттерсе яма çул уçса парĕç, вĕсене пурнăçа кĕртме ĕç паракансемпе спонсорсене хутшăнтарма, вакансисен кăтартăвĕсен пĕрлехи базине /çав шутра студентсем, ĕçе вырнаçтарас енĕпе тимлекен организацисем валли те/ тума май парĕç.

       “Паянхи форум - Чăваш Енĕн кадр резервне хатĕрлемелли тытăма йĕркелессипе çыхăннă çул-йĕрĕн пуçламăшĕ кăна, - терĕ “Гарант-Шупашкар” компани директорĕ Светлана Юрьева тĕл пулăва пĕтĕмлетнĕ май. - Кадр резервĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăнас текен çамрăксене эпир пурнăçра пуçаруллă пулма чĕнетпĕр. Шансах тăратпăр, çывăх вăхăтрах сирĕнтен чылайăшĕ аталанса пыракан профессионалсен тытăмĕнче хăйĕн вырăнне тупатех”.



"Хыпар"
29 апреля 2009
00:00
Поделиться
;