Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

ЯРМĂРККАСЕМ ПУЛАШАÇÇĔ

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр патшалăх учрежденийĕ вакансисен ярмăрккине тăтăшах ирттерет. Çакă вара ĕç тупайман е ĕçсĕр тăрса юлнă çынсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Май уйăхĕнче черетлĕ ярмăркка «Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи кирпĕч завочĕ» акционерсен хупă обществин çуртĕнче пулчĕ. Унта çÿлерех асăннă акционерсен обществи, районти тĕп больница, «Кооператор» ООО, «Çĕнĕ Мăратри йывăçран япаласем тăвакан комбинат» ОАО, «Дубовка» ООО, «Энергосервис» ООО, «Волнушка» ООО, «Сюрбеево» ООО, «Бикор-Стройтред» ООО хутшăнчĕç.

Ĕç паракансене поварсем, официанткăсем, тĕрлĕ ĕç тăвакансем (разнорабочие) кирлĕ. Вĕсем ярмăрккана хутшăнса 45 ĕç вырăнĕ сĕнчĕç, предприятисенчи лару-тăрупа, мĕнле ĕç пурнăçлама тивнине, тÿлев виçине палăртрĕç. Районта хĕрарăмсем валли ĕç вырăнĕсем ÿссе пыни савăнтарать.

Центр директорĕ Н.В.Антонов ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе Чăваш Республикинчи тĕллевлĕ программăпа паллаштарчĕ тата ытти ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ.

Çак кун ярмăрккана ĕç тупайман е ĕçсĕр тăрса юлнă 103 çын хутшăнчĕ. Вакансисемпе паллашнă хыççăн 45-шĕ ĕç паракансемпе калаçма кăмăл турĕ. Çак кунах обществăлла ĕçсем пурнăçлама ĕçсĕр тăрса юлнă 21 çынна тата ĕç шыракан 2 çынна явăçтарнă.

Майăн 1-мĕшĕ тĕлне халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин районти центрĕнче 307 çын учетра тăрать. Эпир вĕсене май килнĕ таран пулăшма тăрăшатпăр.



"Каçал Ен"
16 мая 2009
00:00
Поделиться
;