Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Пирĕн студентсем ĕçсĕр юлмаççĕ

Хальхи кăткăс вăхăтра аслă пĕлÿ илсен те тивĕçлĕ ĕçе вырнаçма çăмăл мар. Уйрăмах экономикăпа юриспруденци специальноçĕсене алла илнĕ çамрăксене йывăртарах, мĕншĕн тесен юлашки çулсенче пирĕн республикăра вĕсен йышĕ чылай ÿсрĕ, ĕç вырăнĕ вара питĕ сахал. Çакна шута илсен Шупашкар коопераци институчĕн технологипе суту-илÿ факультетне пĕтерекен çамрăксене чылай çăмăлрах. Сăлтавĕ мĕнре-ха? Асăннă факультетри коммерци, суту-илÿ ĕçне йĕркелессипе экспертиза тата инженер-технолог специальноçĕсем /вырăсла вĕсем çапла илтĕнеççĕ: коммерция /торговое дело/, товароведение и экспертиза товаров, технология продуктов общественного питания/ нумай пулмасть уçăлнă. Ку специальноçсемпе аслă пĕлÿ илнĕ çынсене Чăваш Енре пÿрне вĕççĕн шутласа тухма пулать. Пирĕн факультета пĕтернисенчен, çав шутра кăнтăрлахи уйрăмрисем, куçăмсăр йĕркепе вĕреннисем те, пĕри те ĕçе вырнаçмасăр юлман.

Çакна палăртмалла: институтра Лаборатори тĕпчевĕсен центрĕ ĕçлет. Ун пек пуян, хальхи наука шайĕнчи приборсемпе оборудованиллĕ лаборатори Мускавра та çук. Унта студентсене вĕрентме кăна мар, наука тĕпчевĕсем ирттерме те условисем çителĕклĕ. Акă, тĕслĕхрен, пулас инженер-технологсем, 4-мĕш курс студенчĕсем Александр Васильевпа Андрей Егоров нумай пулмасть сĕт пахалăхĕпе температурине йĕркелесе тăракан хатĕр шухăшласа кăларчĕç, Патшалăх реестрне кĕрекен патент илчĕç. Çак çитĕнÿпе усă курма анăçри çĕршывсем те килĕшрĕç.

Пирĕн студентсем, уйрăмах аслă курсрисем, пĕлÿ илнĕ вăхăтрах уйрăм йĕркепе /графикпа/ хăйсен пулас специальноçĕпе ĕçлеççĕ. Вĕренсе пĕтернĕ тĕле чăн-чăн маçтăрсем пулаççĕ, çавăнпа та ĕç паракансем вĕсене хăпăлласах йышăнаççĕ.

Манăн инженер-технологсем пирки уйрăммăн чарăнса тăрас килет. Çак специальноçа чăнах та юратса суйласа илнĕ вĕсем. Мĕнле кăна апат-çимĕç хатĕрлеме пĕлмеççĕ-ши пирĕн студентсем! Республикăра тата Раççей шайĕнче ирттерекен конкурссене, олимпиадăсене хутшăнса хальхи технологие алла илеççĕ, малти вырăнсене йышăнса преподавательсене, ашшĕ-амăшне савăнтараççĕ. Акă нумай пулмасть пирĕн технологсем Мускава кайса килчĕç. Раççейри ытти институтри технологсен опычĕпе паллашрĕç, хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Çу уйăхĕн 5-6-мĕшĕсенче Шупашкарти коопераци институтĕнче технологие вĕренекен студентсен республикăри олимпиади иртрĕ. Унта Шупашкарти экономика-технологи колледжĕ, Санкт-Петербургăн Шупашкарти Петров колледжĕ, Çĕнĕ Шупашкарти биотехнологи техникумĕ хутшăнчĕç. Темĕн тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрленĕ студентсем. Пурте тăрăшуллă та маттур. Çакăн пек конкурссене хутшăнма пире республикăри Кулинари ассоциацийĕн ертÿçи Николай Тимофеевич Уездный хавхалантарса пырать. Тавах ăна уншăн. Паллах, асăннă вĕрентÿ заведенийĕсенчи студентсем пирĕн института кăмăлларĕç, аслă пĕлÿ илме кунта килес ĕмĕчĕсене пĕлтерчĕç. Сире, пирĕн факультета суйласа илнĕ пулас студентсене, хаваспах кĕтетпĕр.

 



"Хыпар"
18 мая 2009
00:00
Поделиться
;