Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

АЧАСЕМ ТИРПЕЙ-ИЛЕМШĔН ТĂРĂШАÇÇĔ

Çулсеренех ял поселенийĕсен администрацийĕсем районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа килĕшсе çул çитмен ачасене вăхăтлăх ĕç тупса пама тăрăшаççĕ. Акă, кăçал Хирти Сĕнтĕр, Хырай Ĕнел, Янкасси, Нĕркеç, Çĕнĕ Кипеç, Тĕвенеш ялĕсене тирпей-илем кĕртнĕ çĕрте 12 шкул ачи вăй хунă. Вĕсен хастарлăхне пула урамсемпе çулсем хăйсен сăнĕсене лайăх енне улăштарнă. Ĕç тупса пани ачасен пушă вăхăтне усăллă ирттерме, укçа ĕçлесе илме май парать. Иртнĕ канмалли кунсенче вĕсем масарсене тирпей-илем кĕртнĕ. Çак мероприятисенче Н.Ефремова, К.Краснова, Е.Краснов, М.Порядкова, Д.Голландцев, В.Нестеров тата ыттисем те тăрăшуллă пулнă.



"Каçал Ен"
20 мая 2009
00:00
Поделиться
;