Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

ПРОФЕССИЕ ПĔЛСЕ СУЙЛАМАЛЛА

ПРОФЕССИ суйласси - пурнăçри чи йывăр ыйтусенчен пĕри. Шкулта вĕреннĕ чухне эпир ун çинчен шухăшламастпăр. Вун пĕрмĕш класс пĕтернĕ тĕле малашне мĕнле профессипе ĕçлессине ирĕксĕрех палăртса хума тивет. Хăшĕ-пĕри мĕн ачаранах вĕрентекенре вăй хума ĕмĕтленет, тепри сутуçă е тухтăр ĕçне килĕштерет. Анчах халĕ финанс кризисĕ пулнă май чылайăшĕ ĕçсĕр тăрса юлчĕ. Çав хушăра çамрăксен професси суйласа харпăр хăй ĕçне укçашăн çеç мар, чун канăçĕшĕн пурнăçламалла пултăр тесен тĕплĕн шухăшлас пулать.

Республикăри тата районсенчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем çулсерен тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Нумаях пулмасть Шупашкарти центрта “Çамрăк специалист” клуб ĕçленĕ. Унта университетсенчен, колледжсемпе техникумсенчен вĕренсе тухнă яшсемпе хĕрсен ĕç опычĕ çуккине кура хăйсен профессийĕпе тăрăшайманнипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Çавăн пекех республикăри центрсенче “Эсĕ суйланă професси” акци иртнĕ. Профориентаци мероприятийĕсем 15 çула яхăн йĕркеленсе пыраççĕ. Ачасем шкулта вĕреннĕ вăхăтрах тĕрлĕ професси рейтингĕсем çинчен, мĕнле вĕренÿ заведенине суйласа илмелли, мĕнле специалистсем республикăра çителĕксĕрри, ĕç рынокĕнчи лару-тăру пирки пĕлсе тăраççĕ.

Çамрăксем тухтăра е экономиста вĕренме каясси чылай чухне ашшĕ-амăшĕнчен килет. Нухрачĕ çитнине шута илсе, паллаканнисем урлă хăйсем шухăшласа хунă çĕре хĕрĕ-ывăлне вĕрентме кĕртеççĕ. Тĕпренчĕкĕсен тĕллевĕ интереслентерсех каймасть вĕсене. Тен, çамрăкăн чун туртман ĕçе каяс килмĕ? Çавна пула мар-и-ха иккĕмĕш, виççĕмĕш, тăваттăмĕш курс студенчĕсем вĕренме пăрахаççĕ? Вĕсем контракт мелĕпе ăс пухаççĕ пулин те юратман профессипе ĕçлейменнине ăнланса илеççĕ, теприсем дипломшăн çеç “ăс пухса” япăх специалистсем пулаççĕ. Çакăн пек тухтăрсене, тĕслĕхрен, çын пурнăçне мĕнле шанса памалла-ха? Хăшĕ-пĕри вĕреннине сая ярать - пасарта сутуçăра ĕçлет е тата профессипе пачах та çыхăнман урăх çĕре вырнаçать. Вĕсен хушшинче тăрăшса вĕреннĕ пулин те ĕç вырăнĕ тупайманнисем пур. Ку - Чăваш Республикин ĕç рынокĕнчи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Хăш-пĕр профессие алла илни туп-туллиех, хăш-пĕр специальноçпа вара пĕр специалист та çук. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем те пушă ĕç вырăнĕсене тишкернĕ хыççăн çак уйрăмлăха тупса палăртнă. Ĕç рынокĕ модăна кĕнĕ специалистсемпе тулнă: экономистсем, бухгалтерсем, тĕрлĕ дисциплина вĕрентекен преподавательсем, юристсем, финансистсем, инспекторсем, вулавăш ĕçченĕсем. Юлашки çулсенче çурт-йĕр тăвасси аталаннă май архитектор, прораб, бетонщик, кровельщик, монтажник, штукатур-маляр, плиточник специальноçĕсене алла илнисене те ĕç сĕнекенсем ытларах шыраççĕ. Çавăн пекех республикăра водительсем, платниксем, литейщиксем, столярсем, сварщиксем, фрезеровщиксем, электриксем, электромонтерсем хăйсем валли ĕç тупма пултарнă. Тĕрлĕ çĕрте суту-илÿ, кану тата спорт комплексĕсем уçăлнă май ĕç рынокĕнче менеджерсем, сутуçăсем, барменсем, официантсем, поварсем, тирпейлÿçĕсем кирлĕ-мĕн. Предприяти-организаци ертÿçисем сĕннĕ ĕç вырăнĕсен 80 проценчĕ - рабочи специальноçĕсем. Апла пысăк квалификациллĕ рабочи профессине суйласа илсен паян шкул пĕтерекенсем йăнăшмĕç. Пурнăç аталанса пынă май халĕ мăн асаттесемпе асаннесен вăхăтĕнчи пек алăпа тырă вырмастпăр. Мĕншĕн тесен паян пĕтĕм ĕçе тенĕ пекех машинăсем, çĕнĕрен те çĕнĕ технологисем йĕркелесе пыраççĕ. Производствăра çын пурнăçланă ĕçсене автоматикăпа улăштарни специалистсен шутне палăрмаллах чакарчĕ. Пĕчĕк квалификациллĕ рабочи вырăнне çĕнĕ кадрсем кирлĕ. Офиссемпе фирмăсенче халĕ машинисткăсем мар, профессионал секретарь-референтсем ĕçлеççĕ.

Хальхи профессисен çурри информаци технологийĕпе çыхăннă. Экспертсем палăртнă тăрăх, унпа интересленекенсем хальлĕхе 5 процент кăна, тепĕр 5 çултан вĕсен йышĕ 40 процента çитмелле. Çамрăксем çакна шута илсен тем пекехчĕ.

Раççейри мĕн пур шкулта юлашки шăнкăрав уявĕсем иртрĕç. Пурнăçăн аслă çулĕ çине тăма хатĕрленекенсенчен малашлăх çинчен мĕн шухăшланине ыйтса пĕлтĕм. Татьяна куçаруçăра ĕçлесшĕн. Хăйне Мускавра чаплă, аталанса пыракан пĕр-пĕр фирмăра курать вăл, пысăк укçа тÿлессе шанать. Алена юридици факультетне вĕренме кĕресшĕн. Анчах халĕ çак специальноçпа диплом илекен нумаййи шухăшлаттарать хĕрачана. Пур пĕрех малашлăх çутă пуласса шанать вăл. Дмитрий фирмăра менеджерта ĕçлесшĕн. Ĕç картлашкипе çÿлтен çÿле хăпарса пысăк çын пуласшăн. Респондентсен хушшинче автотранспорт тата çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн эксперчĕн, хирург ĕçĕсене кăмăллаканнисем те пур.

Çамрăксем тĕрлĕ шухăшлă пулни савăнтарчĕ, анчах пĕр самант çеç кăмăла хуçрĕ: шкул пĕтерекен хĕрсемпе каччăсенчен пĕри те тăван района, ял хуçалăхне аталантарас ĕçе тÿпе хывасшăн пулнине асăнмарĕ.

Çакăн пирки паян шкул пĕтерекенсем çеç мар, аслă вĕренÿ заведенийĕсенче ăс пухакан студентсем те калаçаççĕ. Хăйсене кăна мар, пулас мăшăрĕсене те пысăк тупăш кÿрекен ĕçре кураççĕ. Хĕрсенчен чылайăшĕ каччисене Мускава е урăх çĕре нухрат пухма ярасшăн мар. Юратнă çын аякра чухне туйăмсем сивĕнесрен хăраççĕ вĕсем. Каччăсен ăçта ĕçлемелле-ши?

Кризис вăхăтĕнче алă усса ларнипе ĕç тупăнмасть. Тĕрлĕ çĕрте хăвна тĕрĕслесе пăхмалла. Паян професси çав тери нумай, чуна çывăххине суйласа илсе кашни кун ирхине ĕçе тулли кăмăлпа каймалла пултăр. Атте-анне шанчăкне сая ярас марччĕ - çĕршыва кирлĕ çын пулма тăрăшасчĕ, ĕç рынокне кирлĕ, кăмăла тивĕçтерекен профессие алла илесчĕ.



"Çамрăксен хаçачĕ"
29 мая 2009
00:00
Поделиться
;