Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Çул çитменнисем валли – ĕç ярмăркки

ÇАК кунсенче патшалăхăн Шăмăршă районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕнче çул çитмен çамрăксем валли ĕç тупса памалли мини-ярмăркка иртрĕ. Ăна йĕркелекенĕсем – «ОРО ИПС» ООО тата Канашри «Заготсервис» ООО (генеральнăй директорĕсем – Т.В.Савельевапа В.В.Козлова). Ярмăрккăна районти шкулсен представителĕсем те хутшăнчĕç.

Т.В.Савельевапа В.В.Козлова шкулсене икĕ еншĕн те тупăшлă сĕнÿ пачĕç: çуллахи каникул кунĕсенче эмел курăкĕсем пуçтарса хатĕрлекен бригадăсем йĕркелемелле. Çак ĕçе шкулсенчи кану лагерĕсем ăнăçлă пурнăçлама пултараççĕ. Район центрĕнче типĕтнĕ эмел курăкĕсене йышăнакан пункт уçăлать. Эмел курăкĕсем хатĕрлес тата вырнаçтарас ыйтупа халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пыма е 2-39-97 телефонпа шăнкăравлама пултаратăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 мая 2009
00:00
Поделиться
;