Ĕçсĕррисем ахаль лармаççĕ
ШĂМĂРШĂРИ ĕçпе тивĕçтерекен центр кăçал ĕçсĕр тăрса юлнă 200 çынна обществăлла ĕçсене вырнаçтарнă.
Ку тĕлĕшпе ял поселенийĕсемпе килĕшÿ туни пысăк пулăшу парать. Май уйăхĕнче кăна вĕсемпе 5 килĕшÿ туса 37 çынна ĕç тупса панă. Центр направленийĕпе Васан ял поселенийĕнче 4 çын, Кивĕ Чукалта – 5, Шăмăршăра – 6, Карапай Шăмăршăра – 9, Пăчăрлă Пашьелĕнче 13 çын ял урамĕсене тирпей-илем кĕртме, масар картисене юсама хутшăннă. Çу каçа вĕсем валли ĕç тупăнсах тăрĕ-ха.
"Шăмăршă хыпарĕ"