Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Программăпа уйăракан укçа тĕллевлĕн тăкаклантăр

Тĕнчери экономикăпа финанс кризисĕ республикăри промышленноç предприятийĕсене те хăйĕн çинчен систерчĕ. Пурнăç кунсеренех хакланать пулин те шалу хăпарни сисĕнмест, чылай коллективра штат чакать. Патшалăх службин ĕçпе тивĕçтерекен органĕсене халăх пулăшу ыйтма кунсерен пырать. Пĕлÿ кунĕ çывхарать. Ачасене шкула яма епле хатĕрлемелле? Укçа ыйтăвĕ çити-çитми пурăнакан кашни ашшĕ-амăшĕшĕн тахçанах чун ыратăвĕ пулса тăнă. Лайăх ăнланать çакна патшалăх. 2009 çулта халăха ĕçпе тивĕçтермелли хушма программăпа килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕ пирĕн республикăна пулăшма 530 млн та 200 пин тенкĕ уйăрнă. Пысăкрах заводсене, паллах, ытларах лекнĕ. Унпа промышленноç предприятийĕсем епле усă кураççĕ-ха? Çителĕксĕртерех иккен.

ЧР Президенчĕ Николай Федоров республикăри ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх центрĕн ертÿçинчен Леонид Шиминран хăш-пĕр цифра илнĕ хыççăн çакăн сăлтавне уçăмлатма Чăваш Енри производство предприятийĕсен директорĕсемпе тĕл пулма шут тытнă. Ĕнер Николай Васильевич “Шупашкарти Агрегат завочĕ” АУОра ĕçлĕ тĕл пулу ирттерчĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕпе - промышленноç министрĕпе Юрий Волошинпа пĕрле “Трактор завочĕ” концерна кĕрекен предприятисен ертÿçисемпе халăха ĕçпе тивĕçтермелли хушма программăпа килĕшÿллĕн федераци уйăракан укçапа епле усă курмалли çинчен калаçрĕç. Çулталăк пуçланнăранпа 7 уйăх иртрĕ пулин те республикăра хальлĕхе 140 млн /27%/ тенкĕпе çеç усă курнă. Шупашкарти суту-илÿпе промышленноç предприятийĕсен пĕрлешĕвĕнчен агрегат завочĕн çеç кăтартăвĕ лайăх - 53,3 процент. “Промтрактор” АУОн - 22,7%, “Промтрактор-Промлит” предприятин 17,2% çеç. Çав вăхăтрах “Яхтинг” ОООпа Улатăрти “Электроприбор” завод ĕçсĕр юлнă халăхшăн япăх мар тăрăшнă: уйăрса панă укçан 52,5 тата 43,7 проценчĕпе усă курнă. “Электроприбор” çитес çул производствăна анлăлатас тĕллевлĕ. Хушма программа пулăшăвĕпе предприяти валли ăста кадрсем хатĕрлет. Ырă пуçарăва ытти пĕрлешĕвĕн “симĕс çутă” мĕншĕн парас мар?

Агрегат завочĕ программăна ăнăçлă пурнăçланин вăрттăнлăхĕ мĕнре-ха?

Заводăн цехĕсенче пулса курма май килчĕ. Ĕçсĕр тăрса юлнисем валли кунта вăхăтлăх ĕç тупнă. Рабочисем складсемпе цехсене йĕркене кĕртеççĕ, тирпейлеççĕ, сăрлаççĕ. Детальсене системăласа-сортласа ятарлă вырăна хураççĕ. Çакă вăхăта перекетлеме, детальсене хăвăрт тупма май парать. Çавăнпа чылай çын валли ĕç тупăннă. Рабочисене хăйсем унччен ĕçлесе илнĕ тĕп шалăвăн 2/3 пайне тÿлеççĕ тата федераци пулăшать. “Улттăшне электромеханика колледжне темиçе уйăхлăх тÿлевлĕ курссене вĕренме ятăмăр, - тет пĕрремĕш участок механикĕ Владислав Захаров. - Ăстасем пире яланах кирлĕ”.

- Çамрăк специалистсемпе тимлĕрех пуласчĕ, - асăрхаттарчĕ Президент. - Программа пулăшăвĕпе вĕсене стажировкăна мĕншĕн илес мар? Промышленноç предприятийĕсене çакă чи пултаруллисене тупса палăртма, кадрсен ыйтăвне вăхăтра татса пама пулăшĕ çеç.

Заводсен территорийĕнче çул-йĕр, бордюр, тротуарсем йĕркеллех пулсан та вĕсем унăн тулашĕнче мĕнлерех-ха? Çул та, тротуар та, паллах, путăк-шăтăклă, лакăм-тĕкĕмлĕ. Ĕç шыраса хăшкăлакансене вĕсене юсама мĕншĕн явăçтарас мар? Шырасан, пуçпа лайăхрах шухăшласан темĕн тĕрлĕ ĕç те тупăнать.

Кризис нумай вăхăта пымĕ. Вăл производствăна мала яма, вăйлатма пулăшĕ. Унран çирĕп вăй-хал илсе тухмалла. Предприятисен пурлăхпа техника базине çирĕплетме, ăста кадрсем хатĕрлесе юлма тăрăшмалла.

Николай Федоров ĕçлĕ тĕл пулăва пухăннисенчен ĕç укçипе парăм епле татăлса пынипе те кăсăкланчĕ. Ăна пĕр кунрах тÿлесе татса заводăн нухратсăр юлмалла мар. Уйăхсерен пĕчĕккĕн татăлса пымалла. Пуçаруллă талпăнса ĕçлекен ертÿçĕсене Президент яланах асăрхать, май пур таран пулăшма тăрăшать.



"Хыпар"
12 августа 2009
00:00
Поделиться
;