Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Ĕçлес текеншĕн ĕçĕ пур

Ĕçсĕр çынсене 2009 çулта ĕçе вырнаçма пулăшмалли тĕллевлĕ республика программипе килĕшÿллĕн федераци бюджетĕнчен Чăваш Ене тепĕр 300 миллион тенкĕ куçарни çинчен «ТЕ» пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Çакăн тивĕçлĕ пайĕ пирĕн ра-йона та килсе çитнĕ. Кун пирки редакцие район халăхне ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Л. П. Пахомов пĕлтерчĕ. Ку, чăн та, лайăх хыпар.

Ĕç вырăнĕ

«ĔÇЛЕСШĔН МАР...»

Ĕнтĕ халь ĕçсĕр çынсене ĕçе вырнаçтарма тата ĕç укçи тÿлеме кĕмĕл пур центрăн. Анчах урапи малалла каяймасть-мĕн. Ĕçсĕррисен учетĕнче тăракансенчен пурте тенĕ пекех асăннă программăпа килĕшÿллĕн обществăлла ĕçсене хутшăнасшăн мар. Ак, сана, тамаша! Темиçемĕш уйăх ĕнтĕ центр ĕçсĕррисене ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлеме направленипе ярать. 8 сехетшĕн патшалăх уйăхне 4330 тенкĕрен кая мар тÿлет. Кунсăр пуçне центр вĕсене пособи парать. Кăçал районти обществăлла ĕçсене 930 çынна вырнаçтармалла. «Анчах темшĕн вĕсенчен пăрăнаççĕ», – тĕлĕнет центр директорĕ.

Сăлтавĕ мĕнре-ха? Ĕç укçи пĕчĕк тата ĕç вырăнĕ эпир пурăнакан çĕртен инçе теççĕ ĕçсĕррисем.

ЫРĂ ТĔСЛĔХСЕМ

Çав вăхăтрах хăш-пĕр ял тăрăхĕнчи ĕçсĕррисем обществăлла ĕçсене хастар хутшăнаççĕ. Сăмахран, «Атăл» кооперативра пурĕ 36 çын вăй хурать. Сăмах май, ĕç укçи вăхăтра илеççĕ. Ял тăрăх админис-трацийĕсем 1-ер çынна вăхăтлăха ĕçе илнĕ. Районти шкулсенчен пуринче тенĕ пекех 2-6 çын обществăлла ĕçсенче тăрăшать. Калăпăр, Кÿкеçри 1-мĕш шкулпа Ишлей шкулĕнче – 6-шар, Çĕньял-Покровски, Çĕньял тата Чăрăшкасси шкулĕсенче – 4-шар çын. Шкулсем центрпа килĕшÿсем тунă, вĕсем пурнăçланаççĕ. Программа районти ача сачĕсенче те пурнăçланать. Кунта чи малтан Апашри, Çĕнĕ Тутаркассинчи, Ишлейри, Кÿкеçри ача сачĕсене ырăпа асăнмалла.

АЧАСЕНЕ ПĂРСА ХĂВАРАÇÇĔ

Центр ятарласа йышăннă ведомство программипе килĕшÿллĕн кăçал 220 çынна ĕçе вырнаçтарнă. Кунсăр пуçне 2009 çулта районти 807 ачана ĕçе вырнаçтарма палăртнă, анчах хальлĕхе çак тĕллев 48 процент чухлĕ çеç пурнăçланнă.

Сăлтавĕ çавнашкал: предприяти-организацисем ачасене ĕçе илмеççĕ. «Кризисра ашшĕ-амăшĕ валли те ĕç çителĕксĕр, ачасене ĕçе вырнаçтараймастпăр», – теççĕ. Çапах та «Атăл» – 32, «Приволжское» – 27, Куйбышев ячĕллĕ колхозпа Ленин ячĕллĕ колхозсем – 10-шар, «Искра» – 6, «Пучах» – 6, «Прогресс» – 5, Кадыков ячĕллĕ кооператив 12 ачана ĕçе вырнаçтарнă. «Заготовитель» общество Ишекри 52 ачаран, Ишлей райповĕ Чăрăшкасси шкулĕнчи 20 ачаран эмел курăкĕ йышăннă.



"Тăван ен"
14 августа 2009
00:00
Поделиться
;