Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Тĕллев йывăрлăха çĕнтерме пулăшатех

Экономикăри ырă мар улшăнусем пирĕн çĕршыва витĕм кÿме тытăнсанах Чăваш Республикин Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службипе ЧР Министрсен Кабинечĕ Республикăн халăха ĕçпе тивĕçтерессине хушма пулăшу кÿмелли тĕллевлĕ программине хатĕрлесе çирĕплетрĕç.

Çавăн хыççăн районти ĕç биржисенче халăх йышланчĕ, вĕсене специалистсем тĕллевлĕн, çине тăрса пулăшу кÿме пикенчĕç.

- Вăт çапла - кашни кун, - терĕ хăй журналистпа калаçма пушă самант аран тупнăшăн каçару ыйтнă евĕр Комсомольски районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Николай Антонов. - Темĕн тĕрлĕ ыйтупа килекен те пур. Ялтан ятарласа хăпса тухнă çынна йышăнмасăр тăраймастăн. Нумай хушă черет те кĕттерес килмест - çыннăн хăй палăртнă ĕçĕсем татах нумай-тăр е яла çÿрекен автобусăн çула тухма вăхăт çывхарать...

- Сирĕн пата çынсем ытларах килни ĕçсĕрлĕх шайĕ ÿснипе çыхăннă-ши е урăх сăлтавсемпе-ши? - кунти лару-тăрăва уçăмлатассишĕн ыйтатăп ертÿçĕрен.

- Шай пирки калас тăк вăл унчченхи картарах тытăнса тăрать: 1, 18 процент. 2008 çулта ĕçсĕр 191 çын шутра тăнă, кăçалхи вăтам кăтарту 189-тан иртмен. Шухăшăма çирĕплетсех калатăп: лару-тăру япăхланманни правительство йышăннă тĕллевлĕ программа мероприятийĕсемпе тÿрремĕн çыхăнчĕ. Вĕсене пурнăçа кĕртсе пынине кура кризис сăлтавĕпе ĕçсĕр тăрса юлнисем пулмарĕç.

Тĕпрен илсен, Каçал енсем патшалăхăн асăннă программин икĕ енĕпе ĕçлеме кăмăл тунă. Пĕрремĕшĕнчен, Программăпа килĕшÿллĕн тĕрлĕ учреждени-организацире хушма ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ. Çапла ятарласа уйăрнă 262 вакансирен 240-ĕшне çынсем йышăннă та ĕнтĕ. Çак меслетпе ĕçлемешкĕн 4, 6 миллион тенкĕ уйăрнă.

Комсомольскисем суйласа илнĕ, ăнăçлă пурнăçласа пыракан тепĕр ен - харпăр хăйне ĕçпе тивĕçтересси. Урăхла каласан - предпринимательлĕх. Калăпăр, çыннăн пуçĕнче тупăш илмелли ĕç пуçлама шухăшĕ пиçсе çитнĕ, анчах укçа-тенкĕ тĕлĕшпе йывăрлăхсем пуласран вăл тытăнса тăрать. Тĕллевĕ юрăхлă, бизнес-планĕ уçăмлă тăк пулас предпринимательпе районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр килĕшÿ çыраççĕ. Çулталăк иртиччен хăйĕн ĕçне пикеннĕскере укçа /58800 тенкĕ/ уйăрса пулăшу кÿрет. Кунашкал мелпе вырăнти мал ĕмĕтлĕ, пуçаруллă виçĕ çын усă курма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Акă Урмаел ялĕнчи Ферит Ямальтдинов йывăç касса аппаланма шухăш тытнă, хăма çурмалли рама йĕркеленĕ. Район центрĕнчех пурăнакан Елена Агеева сысна çурисене самăртса аш-какай туса илес кăмăллă. Кĕçĕн Каçалта пурăнакан Геннадий Воробьев вара вăкăрсем çитĕнтерсе пайта курас ĕмĕтлĕ. Вăл хальлĕхе çÿлерех палăртнă суммăна алла илеймен, анчах ĕçпе тивĕçтерекен центрта тивĕçлĕ документсем хатĕрлесе çитернĕ, çывăх вăхăтрах укçа Геннадий Петровичăн счечĕ çине куçать.

- Кризис пирки тĕрлĕрен калакан пур та - пур пĕрех экономикăра лару-тăру лăпкă, пĕр хурăмлă мар. Тĕрлĕ кăткăслăх иртнĕ çулăн юлашки уйăхĕсенче пирĕн региона та килсе çулăхрĕç. Апла пулин те пуçа устаракан пулăмсем çинчен мар, ытларах малашлăха çирĕппĕн пăхма май параканни, чуна йăпатаканни çинчен калаçас килет. Ку пирĕн çĕршыв халăхĕн психологине кура çапла пулса пырать-тĕр.

- Тĕрĕсех: йÿççи çинчен пĕр май калаçсан çăварта пылакланни хăçан пулнă? - килĕшет манпа Н.В.Антонов та. Чи кирли - паянхи йывăрлăхпа çураçса лăпланса ларманни. Лару-тăру çăмăл-и, кăткăс-и - районăн аталанмалла, пурăнмалла. Эппин, ĕçчен алă валли ĕç тупмаллах. Акă утă уйăхĕнче ĕç паракансем савăнтарчĕç: 61 ваканси сĕнчĕç. Çав шутран ытларахăшĕ - рабочи профессийĕсемпе. Чухлатăр ĕнтĕ, хальхи вăхăтра шăпах çавнашкал специалистсем çитмеççĕ. Утă-çурла уйăхĕсенче ĕнерхи студентсем, дипломлă çамрăк специалистсем йышлăн килчĕç. Камсем тетĕр? Финансист, экономист, юрист, техник специальноçне вĕреннĕскерсем. Паллах, ку профессисемпе пирĕн территорире ĕç тупма кăткăс.

Çакна асăрхаса хăварам: 2009 çул Чăваш Ен Президенчĕн Указĕпе Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пулнă май Каçал енсем кăçал ял хуçалăх ĕçченĕсене хатĕрлессине тĕпе хунă. Авăн-юпа уйăхĕсенче, калăпăр, трактористсен, электрогазосварщиксен вĕрентĕвне вырăнтах, Комсомольскинчех, йĕркелесшĕн. Çакă ĕçсĕррисен укçа-тенкĕ тăкакĕсене пĕчĕклетĕ /сăмах май, вĕренекенсене стипенди тÿлеççĕ/. Тата кил-çуртран, çемьерен вăхăтлăх уйрăлмасăрах пĕлÿ илни пуриншĕн те меллĕ.

Професси пĕлĕвĕ парас енĕпе патшалăх заданине çĕр проценчĕпех пурнăçланă кунта. 50 çынна хушма специальноç алла илме пулăшас вырăнне ĕçсĕррисен шутĕнче тăракан 54 çынна вĕренме янă. Кĕрхи уйăхсенче пĕлÿ илекенсем тата хушăнĕç: Чăваш Ен Ял хуçалăх министерствин вĕренÿ-курс комбинатĕнче /Кÿкеçре/ Центр направленийĕпе вĕренекенсем котельнăй операторĕн свидетельствине алла илĕç.

Çуллахи илемлĕ кунсенче - шкул ачисен чи вăрăм каникулĕ. Ашшĕ-амăшĕ кун каçипе ĕçре чухне çул çитейменнисем мĕнпе аппаланаççĕ-ха? Паллах, кил-тĕрĕшре ĕç тупăнатех. Анчах куршанак çыпăçма ĕлкĕрнĕ тĕк ачасем хăйсене мăннисен вырăнне хурса пăхма та хирĕç мар: вăхăтлăх ĕçе вырнаçма хатĕр вĕсем. Ку енĕпе районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем тĕллевлĕн ĕçлени, ĕç паракан предприяти-организацисене ачасене тÿлемешкĕн хушма укçа уйăрни пуриншĕн те паллă.

Комсомольски тăрăхĕнче çитĕнекен ăру ĕç çумне пĕчĕкренех çыпăçтăр тесе район администрацийĕ те тăрăшать. Нумай-и, сахал-и, ку тĕллевпе çуллен бюджетран укçа-тенкĕ уйăрать. “Çуллахи ĕç” программăна пурнăçламашкăн хутшăнма ĕçпе тивĕçтерекен центрпа килĕшÿ алă пусать.

- Асăннă енпе те кирлĕ пек ĕçлесе пырасшăн, - терĕ Николай Антонов. - 342 ачана çуллахи вăхăтра ĕçпе тивĕçтертĕмĕр. Пирĕнпе “Кооператор” тулли мар яваплă общество уйрăмах пуçаруллă ĕçлет. Ачасем уйăхра 5 пин тенкĕ ытла ĕçлесе илчĕç. Çемье бюджечĕшĕн ку самаях курăмлă. Çĕнĕ вĕренÿ çулне пуçлас умĕн хăйсене кирлĕ япаласем туянмалăх çитет те ахăртнех. Тăманлă Выçлири кирпĕч завочĕ те çулленех шкул ачисене ĕçе явăçтарать. Вĕсем те укçа енчен çул çитменнисене кÿрентермеççĕ. Ял тăрăхĕсене тирпей-илем кÿнĕшĕн пысăк сумма тÿлеймесен те ачасем хăйсем пилĕк авнăшăн тивĕçнĕ укçапа хавхаланаççĕ. Чи пĕлтерĕшли - сĕтел çинчи çăкăр-пĕремĕке хакласси çавăнтан пуçланать. Ашшĕ-амăшне тата вăйлăрах хисеплесси те.

n Ирина ПУШКИНА

Маттур, пуçаруллă ăста

Çакăн пек пĕтĕмлетÿ турăм “Чăвашавтоçул” ПУПăн Çĕмĕрлери управленийĕнче

пулнă май. Чи малтанах умĕнчи тавралăх тыткăнларĕ. Тирпей-илем хуçаланакан вырăнта тĕрлĕ чечек, çуркунне лартса хăварнă çамрăк хырсем ешереççĕ.

Территорире те хăтлăх, тасалăх. Кунта йĕркелĕхе,

тирпейлĕхе кăмăллакан ертÿçĕ пулни пирки пĕрре те иккĕленмерĕм.

200 çынна ытла пĕрлештерекен йыша Александр Анатольевич Волков

ăнăçлă ертсе пырать. Пирĕн калаçу предприяти ĕç-хĕлĕ тавра пычĕ.

- Чи кирли - коллектив яваплăха туйни, производство ÿсĕмĕшĕн тăрăшни, - тет А.Волков. - Юлашки икĕ çулта ялсене автоçулпа çыхăнтармалли программăпа курăмлă ĕçлерĕмĕр. Çак тапхăрта Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай, Улатăр, Етĕрне тата Пăрачкав тăрăхĕсенчи вун-вун яла такăр çулпа çыхăнтартăмăр. Пĕлтĕр “Сăр-Канаш” трассăри автоçула 11, 7 çухрăм юсаса çĕнетрĕмĕр. Ку проектпа сарлакăшне те анлăлатмалла пулчĕ. Çавна май Вăрнарти предприяти 1, 8 гектар вăрман касса тирпейлерĕ. Эпир çул хĕрринчи сервиса йĕркене кĕртрĕмĕр.

Иртнĕ çул пуçланă “Сăр-Кăкшăм-Асламас” трассăри автоçула 9 çухрăм юсаса çĕнетрĕмĕр, Кăкшăм патĕнчи чарăнура икĕ павильон лартрăмăр.

Автоçула асфальт сарнипе пĕрлех ялсен çывăхĕнчи чарăнусене çитме тротуарсем тăватпăр. Кăçал ăна Етĕрне районĕнчи Кăкшăм патĕнче 400 метр сармалла. Иртнĕ çул ку ĕçе районти Ямоз поселокĕнче пурнăçланăччĕ.

Асфальт сукмак Асламассене те туса парăпăр, 1 çухрăм тăршшĕ пулĕ.

Яка çул-йĕр хывасси асфальт пахалăхĕнчен чылай килет. Предприятин асфальтпа бетон кăларакан 2 завочĕ тулли хăватпа ĕçлет, сменăра 600-700 тонна хатĕрлет. Ытларах пайĕпе хамăр усă куратпăр, ыттине сутатпăр.

Кăçал “Чăвашавтоçул” предприяти Чулхула облаçĕнче çул турĕ, пирĕн продукци унта тивĕçлĕ вырăн тупрĕ.

- Ĕç хăвăртлăхне ÿстерме хăватлă техника витĕм кÿрет, - каласа парать ертÿçĕ. Çавăнпа та парка çĕнетессине тĕп вырăна хуратпăр. Пурĕ - 60 машина-трактор. Вĕсем валли пысăк квалификациллĕ специалистсем хатĕрлетпĕр. Ют çĕршывра кăларнă агрегатсемпе ĕçлеме хăнăхтарма Мускав фирмисенчи ăста педагог-специалистсене явăçтартăмăр, Санкт-Петербурга та вĕренме ятăмăр.

Предприятин пурлăх никĕсне çирĕплетме “Чăвашавтоçул” ертÿçисем тĕллевлĕн пулăшаççĕ. Хамăр администраци çуртне тĕпрен çĕнетрĕмĕр, техника паркĕнчи пÿлĕмсене ку чухнехи вăхăт ыйтнă пек юсарăмăр. Халĕ ĕçе аякран çÿрекен механизаторсене ывăннă хыççăн канма питĕ меллĕ. Информаци технологийĕпе анлăн усă куратпăр.

Тăрăшуллисен йышĕнче Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче йĕркеленĕ хĕрарăмсен бригадине палăртса хăвармалла. Çул-йĕр тăвас тата юсас ĕçре пысăк ăсталăх кăтартаççĕ. Уйрăмах Зоя Гвоздева, Вера Жерженова, Юлия Спиридонова, Алена Патьянова, Светлана Жерженова, Татьяна Васюкова, Алевтина Товина хастар. Бригадăна кирек мĕнле ĕçе те шанса пама юрать.

Механизаторсем те ырă ята тивĕç. Евгений Хородонов, Николай Петров, Олег Воинов, Василий Кузнецов водительсем, пĕр тăван Анатолипе Владимир Матвеев механизаторсем техникăна юсавлă тытаççĕ, хушнă ĕçе яваплăха туйса пурнăçлаççĕ.

Самана таппин йывăрлăхĕсене çĕнтерсе “Чăвашавтоçулăн” Çĕмĕрлери управленийĕ ăнăçлă утăмсем тăвать. Малалла ăнтăлма тăрăшакан маттур ертÿçĕ яланах çĕнĕлĕхсем шырать, коллектива ÿсĕмлĕрех вăй хума хавхалантарать. Çĕмĕрле, Пăрачкав, Хĕрлĕ Чутай, Улатăр, Етĕрне районĕсенче пурăнакансем вĕсен ĕçĕпе кăмăллă.



"Хыпар"
17 августа 2009
00:00
Поделиться
;