Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

ТĔЛЛЕВЛĔ ПРОГРАММĂСЕМПЕ ТĂРĂШАТПĂР

Чăваш Республикинче пурăнакансене 2007—2010 çулсенче ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе ведомствăн тĕллевлĕ программипе пĕрлех республикăри халăха 2009 çулта ĕç тупса парас тĕлĕшпе хушма программа та ĕçлет.

Районта кăçал обществăлла ĕçсем тума 262 ĕç вырăнĕ тупмалла, вăхăтлăха ĕçе вырнаçтармалла, стажировкăсем ирттермелле. Çак мероприятисене пурнăçлама 4245890, 60 тенкĕ уйăрнă. Августăн 18-мĕшĕ тĕлне çÿлерех асăннă тĕллевпе тĕрлĕ организацисемпе 43 килĕшÿ тунă. Çакă ĕçсĕр тăрса юлнă 94 çынна тата ĕç шыракан 95 гражданина ĕçе вырнаçма май панă. Вĕсем территорисене тирпейлеççĕ, тавралăха симĕс тĕс кĕртеççĕ, тухăçа пуçтарса кĕртме пулăшаççĕ. Кунсăр пуçне хатĕр продукцие тирпейлесе чикес, çăкăр тата ытти продукцие хатĕрлекенсене пулăшас тĕлĕшпе тăрăшнă. Пĕр сăмахпа каласан, ятарлă опыт, вĕренÿ кирлĕ мар, кашни çын тума пултаракан ĕçсене пурнăçланă. Çакă районта ĕçсĕрлĕхе чылай чакарма май панă.

Программăсен мероприятийĕсене йĕркелес енĕпе уйрăмах «Слава картофелю» агрофирма, Комсомольски тĕп больници, ял поселенийĕсен администрацийĕсем тăрăшуллă. Ĕç вырăнĕсене чакарас хăрушлăх пур предприятисенче тата организацисенчи 45 çынна вăхăтлăх ĕç тупса панă. Вĕсем выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте, выльăх-чĕрлĕх фермисене, складсене тата ытти çурт-йĕре юсанă çĕрте тăрăшаççĕ.

Пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, хăйсен тĕллĕн ĕçлес текен 3 çыннăн бизнес-планне пăхса тухнă, вĕсене ырланă. Предприниматель пулас текенсем ял хуçалăх продукцийĕ туса илес тата тирпейлес, йывăçран япаласем хатĕрлес, мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетес тесе тăрăшасшăн. Иккĕшне 58800 тенкĕ пулăшу панă. Виççĕмĕшĕ те кĕçех ăна илĕ.

«Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр» патшалăх учрежденийĕ тата ытти енсемпе те тăрăшать.



"Каçал Ен"
26 августа 2009
00:00
Поделиться
;