Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Ĕçсĕррисен йышĕ чакса пырать

2009 çулхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне районти ĕçпе тивĕçтерекен центра ĕç шыраса 1135 çын пынă. Çак çултан пуçласа ĕçсĕррисен йышĕ 213-рен 142 çын таран чакнă.

2009 çулта Вăрмар районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçĕ-хĕлĕ Чăваш Республикин экономикăпа социаллă аталанăвĕн комплекслă программипе килĕшÿллĕн пулса пырать. Ăна Чăваш Республикин 2003 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнчи 39 номерлĕ саккунĕпе, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2006 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕнчи «Бюджета планлассипе тĕллевлĕ программăна анлăлатасси тата çĕнетесси» 274 номерлĕ йышăнăвĕпе, 2007 çулхи мартăн 28-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинчи 2007-2010 çулсенчи халăха ĕçпе тивĕçтерессин тĕллевлĕ программине çирĕплетни çинчен» 55 номерлĕ хушăвĕпе, Вăрмар районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центрĕн 2009 çулхи январĕн 21-мĕшĕнчи «2009 çулта Вăрмар районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерессипе мероприятисем йĕркелесси» хушăвĕпе çирĕплетнĕ. Çÿлерех асăннă документсен тĕп тĕллевĕ - социаллă йывăрлăха чакарасси, ĕç вăйĕн конкурентлăхне ÿстересси, ĕç рынокĕнче ыйтупа сĕнĕвĕн килĕшÿлĕхне йĕркелесси. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе, районта ĕçпе тивĕçтерекенсемпе социаллă партнерлăхăн тĕрлĕ формисене аталантарассипе кăçал та ĕçлĕ. Çавна май, районти ĕçпе тивĕçтерекенсемпе пĕрле тачă çыхăнура тăрăшса 2009 çулта халăха ĕçпе тивĕçтерессин кăтартăвĕ лайăх темелле. Кăçалхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне районти ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшнипе яланлăхах тата вăхăтлăх ĕç вырăнĕсене 1098 çын вырнаçнă. Ĕçе вырнаçнă граждансен йышне ÿстерес тĕллевпе кашнинчех пушă ĕç вырăнĕсен (вакансисен) банкне çĕнетес ĕç пырать. 2009 çулхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне районта ĕç паракансем 1492 ваканси тăратнă. Çак тапхăрта ĕç рынокĕнче юрист, экономист, чăваш чĕлхипе литература, вырăс чĕлхипе литература учителĕсем, секретарь-референт, ветеринари врачĕ, медицина сестри, бухгалтер профессисене алла илнĕ çынсем ĕç паракансене кирлех пулман. Çав вăхăтрах электриксем, газоэлектросварщиксем, котельнăйсен операторĕсем, çĕвĕçсем, каменщиксем ĕç рынокĕнче кирлĕ çынсем. Ĕçсĕр тăрса юлнă граждансене професси пĕлĕвĕ парасси тĕп тĕллевсенчен пĕри. Хальхи вăхăтра ĕç рынокĕнче мĕнлерех специальноç кирлине шута илсе ĕçсĕр тăрса юлнă граждансене 138 тĕрлĕ профессипе вĕрентеççĕ. Кăçалхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕр тăрса юлнă 33 çынна професси пĕлĕвĕ илме янă, çакă çулталăкри панă заданипе илсен 45 процентпа танлашать. Вĕсем ПЭВМ операторĕ, «С» категориллĕ водитель, котельнăйсемпе ĕçлекен операторсем, газоэлектросварщик, сутуçă-кассир, каменщик, повар-кондитер профессисене алла илеççĕ. Кăçалхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕр тăрса юлнă 662 граждан ĕçе вырнаçассипе, ĕç вырăнĕ улăштарассипе, урăх вырăнта ĕç вырăнĕ тупассипе, ĕç рынокĕн лару-тăрăвĕпе, предпринимательлĕх ĕçĕ-хĕлĕпе консультаци илнĕ. 2009 çулта планпа 960 çын ĕçе вырнаçтармалла пулсан, 1098 çынна ĕç тупса панă. Çакă 114 процентпа танлашать. 2595 çынна хăйсен профессипе çыхăннă ĕç тупма пулăшмалла пулсан, 1535 çынна кун пек пулăшу кÿнĕ. Ку 55 процентпа танлашать. Ĕçсĕр тăрса юлнă граждансене психологи тĕлĕшĕнчен пулăшу парассине те пысăк тимлĕх уйăратпăр. Сăмахран кăçал кун пек пулăшу 40 çынна памалла пулсан, 17 çын çакăн пек пулăшу илнĕ. Çакă 43 процентпа танлашать. Обществăлла ĕçсене явăçтарасси те тĕп вырăн йышăнать. Кăçал заданипе 131 çынна обществăлла ĕçсене ямалла пулсан, 405 çынна вырнаçтарнă. Çакă 309 процент пулать.

Çул çитмен ачасене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерессипе те тимлетпĕр. 14 çултан пуçласа 18 çула çитичченхи 354 граждана кăçал вăхăтлăха ĕçпе тивĕçтермелле пулсан, 150-шне ĕç вырăнĕсем тупса панă. Çакă 42 процентпа танлашать. Ĕçсĕр тăрса юлнă граждансене ĕç рынокне хăнăхтарассипе те ĕçлетпĕр. Планпа кун пек пулăшу 34 çынна памалла пулсан, 20 çын ыйтăвне тивĕçтернĕ. Ку вара 59 процент пулать. Хăшĕ-пĕрисем ĕç тупăнасса кĕтсе лармаççĕ, хăйсем ĕç вырăнĕ йĕркелесе тăрăшса вăй хума тытăнаççĕ. Кун пек граждансем пирĕн районта 5 çын пулчĕç. Ку 250 процентпа танлашать.

Пирĕн районти ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçсĕр тăрса юлнă граждансене вырăнта кăна мар, тулашра та ĕç вырăнĕ тупса парассипе тăрăшать. Планпа кăçал 20 çынна Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче ĕç вырăнĕпе тивĕçтермелле пулсан, 16 çыннăн ыйтăвне татса панă. Çакă 80 процент шутланать. Вакансисен ярмаркипе илес пулсан виçĕ çынран иккĕшĕн ыйтăвĕсене тивĕçтернĕ. Ку - 67 процент. Тĕрлĕ вĕренÿ учрежденийĕсенчен пĕлÿ пухса алла диплом илнĕ 18-20 çулхи граждансене вăхăтлăх ĕçпе 2 çынна тивĕçтермелле пулсан, 3 çынна ĕç тупса панă. Çакă 150 процентпа танлашать.

Обществăлла ĕçсене хутшăннă ĕçсĕр тăрса юлнă граждансен йышĕ 405 çынна çитнĕ. Вĕсем ĕç укçипе пĕрлех ĕçсĕр тăрса юлнăшăн пособи илнĕ. Чылайăшĕ вĕсенчен хĕрарăмсем. Хальхи йывăр саманара обществăлла ĕçе хутшăнни çемье бюджетне чылай пулăшу кÿрет. Хальхи вăхăтра обществăлла ĕç тупса парассипе районти ĕçпе тивĕçтерекен центр «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕ» муниципаллă учрежденипе, «Вăрмарти çĕвĕ фабрики» акционерсен хупă обществипе, Кĕтеснерти, Чулкасри ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикипе тачă çыхăнура ĕçлет.

Чăваш Республикинчи ĕçсĕр тăрса юлнисен йышне, ĕçлекен граждансене тĕрлĕ социаллă-экономикăлла лару-тăрăва пула ĕçсĕр тăратса хăварассине чакарас тĕллевпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2008 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче тухнă хушăвĕпе килĕшÿллĕн республикăри тĕллевлĕ программа туса хатĕрленĕ. Асăннă программăн финанс çăлкуçĕсем федераллă бюджетран республика бюджетне субсиди шучĕпе килеççĕ. 2009 çулхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне çак программăна тĕпе хурса 54 килĕшÿ ( пурĕ 6746854, 63 тенкĕлĕх) тунă, 461 çынна ĕçе вырнаçтарнă.

Çул çитмен граждансене вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарас, професси пĕлĕвне алла илме пулăшас тĕллевпе 2009 çулта районти ĕçпе тивĕçтерекен центр пурĕ 16 килĕшÿ тунă. Пурĕ 150 çамрăк граждан вăхăтлăха ĕçе вырнаçнă, 55287, 24 тенкĕ тăкакланă. Пирĕн районти предприятисемпе организацисенчен чылайăшĕ районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа тачă çыхăнура ĕçлеççĕ. Уйрăмах Кĕлкешри, Тикашри, Чулкасри ял тăрăхĕсене, «Туслăх», «Ямуков» хресчен (фермер) хуçалăхĕсене, «Нива» тулли мар яваплă обществăна, «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществине, «Чăвашхлебопродукт» патшалăх унитари предприятине палăртмалла. Çамрăк ăру çавăн пекех пĕччен тăрса юлнă ватăсене те социаллă пулăшу кÿнĕ, ял тăрăхĕсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртессинче те тăрăшса вăй хунă. 2009 çулта 354 çамрăк граждана ĕçпе тивĕçтерме планлатпăр. Вĕсем валли 253600 тенкĕ уйăрнă.

Республикăри тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн алла диплом илнĕ çамрăк граждансене вăхăтлăх ĕç вырăнĕпе тивĕçтерссипе тăрăшатпăр. Çавна май районти предприятисемпе организацисем çамрăк специалистсене дипломри профессипе килĕшÿллĕн 3 уйăхлăха ĕçе илеççĕ. Ĕç укçи 4330 тенкĕрен пуçласа тата ытларах та ĕçлесе илме пулать.

Предприниматель ĕçне алла илес тетĕн пулсан бизнес-план çырмалла. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр вĕсене пулăшма яланах хатĕр. Республикăри тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн 2009 çулта пирĕн районта пурăнакан 30 çын предприниматель пулма, хăйсем тĕллĕн ĕçлеме пултарать. Çакăн валли мĕнлерех документсем кирли çинчен районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта пĕлме пулать.



29 августа 2009
00:00
Поделиться
;