Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Пурнăç тĕрекĕ

Тĕнчери финанс кризисĕ пирĕн республикăри ĕç рынокне те витĕм кÿчĕ. Чылай организаци халичченхи пек хăватпа вăй хурайми пулчĕ. Теприсен коллектива вăхăтлăха тÿлевсĕр отпуска яма е ĕç эрнине кĕскетме тиврĕ. Хăш-пĕр предприяти вара пачах чарăнса ларчĕ. Çак сăлтавсене пула юлашки тапхăрта ĕç вырăнĕсĕр тăрса юлнисен йышĕ 1,5 хут ÿсрĕ.

Ку йывăрлăхран тухмалли çул-йĕре çăмăллатас тĕллевпе иртнĕ çулталăк вĕçĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕ республикăри Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службипе пĕрле тĕллевлĕ программа хатĕрлесе çирĕплетрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - организаци-предприятисенче патшалăх шучĕпе хушма ĕç вырăнĕ туса парасси, вăхăтлăха общество ĕçне явăçтарасси, опыт пухма стажировкăна ярасси тата ку е вăл гражданина пĕчĕк предприяти йĕркелеме пулăшасси.

- Ку программăпа килĕшÿллĕн, пирĕн районта 819 хушма ĕç вырăнĕ тума палăртнă. Ăна валли федерацин тата республика бюджечĕсенчен 13,8 млн тенке яхăн уйăрĕç, - терĕ Çĕрпÿ районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Валентина Трофимова.

Вăл палăртнă тăрăх хальхи вăхăтра предприяти-организаципе килĕшÿ тăвасси вĕçленсе пырать. Паянхи кун тĕлне маларах асăннă ĕç вырăнĕсенчен 770-шне йышăннă ĕнтĕ.

Районта пĕчĕк предпринимательлĕх йĕркелес хушăва та пурнăçланă.

- Ку тĕллевпе пирĕн 5 çынна вĕрентсе хатĕрлемеллеччĕ. Пиллĕкĕшĕ те бизнес-проект туса хÿтĕленĕ. Кашниех 58800-шер тенкĕ субсиди илнĕ. Харпăр хăй пурăнакан вырăнта пĕчĕк предприяти уçасси пирки пирĕн центрпа килĕшÿ çырнă, ăна çулталăкра хута яма пулнă, - тет директор.

Валентина Ивановна шучĕпе, шел те, хальлĕхе районти пур организаци те çак программăпа туллин усă кураймасть-ха. Вăл хăйсем патне хушма ĕç вырăнĕ уйăрма ыйтакан заявкăсем тăтăшах килнине асăнчĕ. Хальхи вăхăтра министерствăсемпе центрсен сĕнĕвне шута илсе Чăваш Республикин Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби çĕнĕ программа хатĕрлеме тытăннă иккен. Вăл пурнăçа кĕрсен унпа килĕшÿллĕн Çĕрпÿ районĕнче кăçалах тата тепĕр 81 хушма ĕç вырăнĕ тупăнмалла.

- Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн центрта 249 çын черетре тăнă, - кунти лару-тăрупа малалла паллаштарать директор. - Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан кăçал 165 çын ытларах. Служба органĕнче 7 уйăхра ĕç вырăнĕсĕр тăрса юлнă пурĕ 1216 гражданина шута илнĕ, вĕсенчен 878-шне унпа тивĕçтернĕ.

Центрта черетре тăракансен йышĕнче хĕрарăмсем ытларах, çапах та иртнĕ çулхинчен 8,8 процент сахалрах. Вĕсене сĕнекен ваканси шучĕ те пĕчĕк. Экономика кризисне пула ĕç паракансенчен килекен заявкăсем çукпа пĕрех. Пĕр вăхăтрах ача амăшĕ тивĕçне пурнăçлама тата производствăра вăй хума тивни рынокри конкуренцире тупăшма пултараслăх шая чакарать. Центрта черетре тăракансен ушкăнĕнче хĕрарăм нумайрах пулнин тĕп сăлтавĕ шăпах çакă.

Кăçалхи кăрлач-утă уйăхĕсенче ĕç вырăнĕ тупас ыйтупа районти 2354 çын центртан пулăшу илнĕ. Ĕçсĕр тăрса юласси, паллах, ырă япала мар. Ун чухне кăмăл хуçăлмасăр пулмасть ĕнтĕ. Ăна лăплантарма специалист канашĕ кирлĕ. Ку енĕпе те пулăшма тăрăшаççĕ кунта. Юлашки тапхăрта кăна Шупашкартан килнĕ ятарлă специалистсенчен 20 çын психологи пулăшăвĕ илнĕ.

Пурнăçра кирлĕ тивĕçлĕ профессие çамрăклах суйласа илме ăнтăлни пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кăмăллакан специальноçпа вăй хуракан кăна ăсталăх картлашкипе ăнăçлă çĕкленме пултарать, ят-сум илет. Кашни ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ачине аслă пĕлÿ илтересшĕн. Çакна ăнланма пулать. Ара камăн хăйĕн ачине ырă сунас килмĕ. Анчах пурин те аслă шкула кайма май çук-çке. Камăн та пулсан рабочи профессине те алла илмелле. Çĕршыва юрист, бухгалтер, экономист кăна мар, токарь, слесарь, каменщик, механизатор та кирлĕ. Паян ăна ĕç рынокĕ ыйтать. Ытларах çакна тĕпе хурса тăрăшаççĕ те Çĕрпÿ районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçченĕсем. Ку енĕпе шкул ачисене пулăшу кÿрессине çуллен ÿстерсе пыраççĕ. Çак тĕллевпе шкулсемпе килĕшÿ çырса ĕçлеççĕ. Пулас профессие суйласа илме пулăшас тĕллевпе центрта ачасем хушшинче тĕрлĕ мероприяти ирттерме тăрăшаççĕ. Служба ĕçченĕсен профориентаци уйăхлăхĕ йĕркелесси, ачасене ку е вăл професси пирки тĕплĕн каласа ăнлантарасси, тест йĕркелесси çирĕп йăлана кĕнĕ.

Çĕрпÿсем вĕренекенсене пулас профессипе паллаштарас тĕллевпе производство предприятийĕсене экскурсие илсе çÿрени те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, Йĕкĕрвар шкулĕнче вĕренекенсем “Вурнарец” АХОра пулнă, кролик ĕрчетес ĕçпе паллашнă. Кăнар ачисем вырăнти пекарньăна, больницăна, “Хунав” ача садне çитсе курнă.

Шкул ачисене каникул кунĕсенче е уроксем хыççăн пушă вăхăтра центрта ĕçлекенсем вĕренÿ заведенийĕсемпе килĕшÿ çырса вăхăтлăх ĕçе явăçтараççĕ. Кăрлач-утă уйăхĕсенче кăна ку тĕллевпе 9 килĕшÿ тунă. Унăн тивлечĕпе асăннă тапхăрта 353 ача вăй хунă. Çавăн пекех 7 уйăхра общество ĕçне 453 гражданин хутшăннă. Пурне те укçа-тенкĕпе тивĕçтернĕ.

Валентина Трофимова директор каласа панинчен çакă аван палăрать: кунта черетре тăракана хальхи саманара кирлĕ иккĕмĕш профессие илме те пулăшаççĕ, кăмăл тăвакан 39 çынна тĕрлĕ курса вĕренме янă, вĕсенчен 27-шĕ иккĕмĕш специальноç алла илнĕ.

Ĕçсĕр тăрса юлнă граждансене яланлăх тата вăхăтлăх вырăн тупса пама вакансисен тата вĕрентĕвĕн ярмăрккисене ирттерни пысăк пулăшу кÿрет. Ăна кăçал 3 хут йĕркеленĕ, вĕсене 110 çын хутшăннă.

Çĕрпÿ районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн коллективĕ, йышра - В.И.Трофимова директор, ертсе пыракан специалистсем Н.М.Петрова, Н.А.Алексеева, М.Г.Буторова тата В.В.Николаева тĕп бухгалтерпа В.А.Васильев, Л.В.Николаева аслă специалистсем - хăйсене шанса панă тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа, чун хавалĕпе пурнăçлаççĕ. Центрта черетре тăракан кашни çынна кĕске вăхăтра кăмăла каякан ĕçпе тивĕçтерес тесе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшаççĕ.



"Хыпар"
31 августа 2009
00:00
Поделиться
;