Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Ĕç - пурнăç тĕрекĕ

Юлашки тапхăрта ĕç рынокĕнчи лару-тăру кăткăсланчĕ. Ăна тĕнчери финанс кризисĕ витĕм кÿни куç кĕрет. Çак сăлтава пулах республикăри предприятисенчен чылайăшĕ тулли хăватпа ĕçлеймест. Çавна май ĕç шыраканпа ĕç паракан хушшинчи шайлашу уйрăмлăхĕ чылай ÿсрĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче ваканси йышĕ палăрмаллах чакрĕ. Пысăкрах шалу илес тесен специальноçа улăштарма тивет.

Йывăрлăхран тухмалли çул-йĕре çăмăллатас тĕллевпе ЧР Министрсен Кабинечĕ республикăн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службипе пĕрле иртнĕ çул вĕçĕнче ятарлă программа хатĕрлесе çирĕплетрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - организаци- предприятисенче патшалăх шучĕпе хушма вырăн туса парасси, общество ĕçне вăхăтлăха явăçтарасси, опыт пухма стажировкăна ярасси, çынсене пĕчĕк предприяти йĕркелеме пулăшасси.

- Хальхи вăхăтра пирĕн патра 212 çын шутланать, - терĕ Тăвай районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Нина Павлова. - Кăçалхи 8 уйăхра 1023 çын пулăшу ыйтнă. Вĕсенчен 623-шĕ ĕçсĕррисем шутланнă. Ку тапхăрта 799-шне ĕçпе тивĕçтернĕ. Çак йыша иртнĕ çул вĕçĕнче центрта черете тăнисем те кĕреççĕ.

Нина Ивановна кăçалхи пуш уйăхĕнче пурнăçа кĕме тытăннă программа служба органĕсене чăннипех те пысăк пулăшу кÿнине палăртрĕ. Унăн тивлечĕпе Тăвай тăрăхĕнче предприниматель йышĕ палăрмаллах ÿснĕ. Икĕ уйăх каялла вĕсен ушкăнне Тăвайри Фаина Матвеевăпа Улянкăри Светлана Иванова кĕнĕ. Вĕсем маларах ĕçсĕррисен йышĕнче пулнă. Вĕсене фермер хуçалăхĕ йĕркелеме пулăшнă. Иккĕшĕ те бизнес-проект хатĕрленĕ. Харпăр хăй ĕçне пуçарма патшалăх кашнине 58800-шер тенкĕ субсиди уйăрнă. Халĕ Фаина Станиславовна сысна самăртать, Светлана Михайловна хур ĕрчетет.

Тăвай районĕнче çак программăпа вăхăтлăх ĕç вырăнĕ 339 уçмалла. Ăна валли республика бюджетĕнчен 5 миллион та 557 пин тенкĕ уйăрнă. Эппин, “МСО “Тăвай”, “Сельхозхими”, “Тăвайри кооператив” организацисенче 18-шар вырăн сыхланса юлĕ.

- Çак программа чылай организаци ертÿçине килĕшет, - тет Тăвайри служба органĕн ертÿçи Нина Павлова. Кун йышши ĕç вырăнĕ ыйтакансем сахалах мар-мĕн районта. Акă тинтерех “Шимкусский”, “Луч” хуçалăхсен пуçлăхĕсем центра килсе кайнă. Вĕсене те çирĕмрен кая мар ĕç вырăнĕ кирлĕ иккен.

Тăвай - ял хуçалăх районĕ. Ĕçсĕррисен йышĕнче тăракансенчен нумайăшĕ ялта тĕпленсе пурăнать. Çакă центр ĕç-хĕлне татах кăткăслатать. Çавăнпа кунта иккĕмĕш специальноç парассине тĕпе хураççĕ. Акă çур аки умĕн ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсен ертÿçисемпе килĕшсе 35 çынна вĕренме янă. Ытларахăшĕ машинист-тракторист профессие алла илнĕ, пурте ĕç тупнă. Тăвайĕнче Кÿкеçри вĕрентÿ комбиначĕн филиалне уçнăран иккĕмĕш специальноçа район центрĕнчех алла илме пулать. Кĕçех çуртсене хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланать. Эппин, газооператор чылай кирлĕ пулĕ. Вĕсене те хатĕрлеме тытăннă. Пирвайхи ушкăн парта хушшине ларнă ĕнтĕ. Электросварщиксене, ЭВМ операторĕсене вĕрентнĕ.

Нина Ивановна пĕр цифра илсе кăтартрĕ. Ĕнерхи кун тĕлне центрта пурĕ те 5 çын валли кăна ваканси пулнă: механизатор, тĕрлĕ ĕç тăвакан тата бухгалтер. Черетре тăракансен йышĕ вара 200-тен те иртет. Ушкăнăн пысăк пайĕ - хĕрарăмсем, 30 проценчĕ - 29 çула çитмен çамрăксем. Уйрăмах бухгалтер, экономист профессийĕсемпе лару-тăру çăмăл мар. Çапах 4-шне вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă, 22-шне стажировкăна янă.

Тăвай районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр хăйĕн ĕç-хĕлне административлă çĕнĕ регламент программипе йĕркелесе пырать. Унта центрта вăй хуракан кашни специалистăн хăçан тата мĕн тумаллине пĕтĕмпех шута илнĕ. Çакă килсе çÿрекенсемшĕн питĕ меллĕ.

Ĕçсĕр тăрса юлнă граждансене яланлăх тата вăхăтлăх вырăн тупса пама ваканси тата вĕрентÿ ярмăрккисене ирттерни пысăк пулăшу кÿрет. Кăçал Тăвайсем ăна темиçе хут та йĕркеленĕ, вĕсене чылай çын хутшăннă.

Тăвайри служба органĕнче вăй хуракансен тĕп тĕллевĕ - кăмăла каякан ĕçпе вăхăтра тивĕçтересси, çухатнă шанчăка каялла тавăрма пулăшасси.

 



"Хыпар"
12 сентября 2009
00:00
Поделиться
;