Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

ĔÇ ТАТА ÇЫН

Пурнăçра телейлĕ пулма икĕ япала кирлĕ теççĕ: пĕри - çемье, тепри - юратнă ĕç. Пĕрремĕшĕ Турă тивлечĕпе пулса пырать темелле. Анчах иккĕмĕшĕшĕн чылай вăй хума тивет. Ĕç вăл - пурнăç тĕрекĕ, илемĕ. Шел, хăш-пĕр чухне лару-тăру урăхларах та çаврăнса тухать: чип-чиперех тăрăшса вăй хунă чухнех предприяти-организацире штат кĕскетнипе ĕç вырăнĕсĕр те тăрса юлатăн. Çапах кăмăла çав териех хуçма кирлĕ мар. Ку йывăрлăха çĕнтерме сире районсенчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем пулăшаççех. Çапла тума вĕсене патшалăх хăй хушать.

Ик-виçĕ çул каялла ĕç тупма ансатрахчĕ. Черетре тăракан йыш центрсенче пĕчĕкчĕ. Тĕнчери финанс кризисĕ республикăри ĕç рынокне те витĕм кÿчĕ. Чылай организаци тулли хăватпа вăй хурайми пулчĕ е ĕç эрнине кĕскетме тиврĕ. Çак сăлтавсене пула ĕç вырăнĕсĕр тăрса юлнисен йышĕ чылай ÿсрĕ.

Йывăрлăхран тухмалли çул-йĕре çăмăллатас тĕллевпе ЧР Министрсен Кабинечĕ республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службипе пĕрле кăçалхи пуш уйăхĕнче “Чăваш Республикинче 2009 çулта халăха ĕçпе тивĕçтересси тата пулăшу парасси” программа хатĕрлесе çирĕплетрĕ. Унăн тĕллевĕ - организаци-предприятисенче патшалăх шучĕпе хушма вырăн туса парасси, общество ĕçне вăхăтлăха явăçтарасси, пĕчĕк квалификациллĕ специалистсене опыт пухма стажировкăна ярасси, çынсене пысăках мар предприяти йĕркелеме пулăшасси.

Программа ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва çăмăллатма палăрмаллах витĕм кÿчĕ. Юлашки тăватă уйăхра кăна предприяти-организацире вырăн çухатнисен йышĕ 3 пин таран чакрĕ. Авăнăн 1-мĕшĕ тĕлне ĕç биржинче 20014 çын юлчĕ.

Хальхи вăхăтра район-хуласенчи центр ертÿçисем: “Экономика кризисне пула ĕçпе тивĕçтерекенсенчен заявка çукпа пĕрех, пуррисем те вăхăтлăх вырăн кăна сĕнеççĕ”, - теççĕ.

Пĕр-икĕ эрне каялла Тăвай районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕнчи лару-тăрупа паллашнă май унăн директорĕ Нина Павлова çакнашкал цифра каларĕ. Центрта ваканси 5 çын валли кăна: механизатор, тĕрлĕ ĕç тăвакан тата бухгалтер. Ытти специальноçпа вăхăтлăха кăна тивĕçтереççĕ. Çавăнпа та хушма пулăшу программи вĕсен йышне ÿстерме май туса пани чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Штата кĕскетнĕрен предприятирен каяс çын та вырăнтах юлма пултарать.

Документăн тепĕр ырă тĕллевне те палăртмасăр иртме çук. Программа ĕçсĕр юлнă çынна пĕчĕк бизнес йĕркелеме пулăшни пирки маларах асăнтăмăр. Чăннипе, ĕç вырăнĕсĕр тăрса юлнине кăна мар, организацире тăрăшакана та пĕчĕк предприятие хута яма кăткăс. Ку шухăш пуçра тĕвĕленсенех канăç паман ыйту сиксе тухать: “Ăна пуçарма укçа-тенкĕ ăçтан тупмалла?” Программăра ăна та палăртнă. Биржăра тăракан çынна хăйĕн ĕçне йĕркелеме патшалăх 58800 тенкĕ субсиди парать. Ăна каялла илмĕç. Вăл ĕçсĕрлĕх пособийĕн çулталăкри виçе шутне кĕрет.

Хушма пулăшу программи тивлечĕпе 4 уйăхра кăна халăха ĕçпе тивĕçтерекен район-хула центрĕсенче черетре тăракан 113 çын пĕчĕк предприяти йĕркелеме пултарчĕ, предпринимательсен йышне кĕчĕ. Ушкăнра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем ытларах пулни - пысăк çитĕнÿ.

Программа пĕлтерĕшĕ пĕчĕк мар. Вăл 33,5 пин çынна вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерме, предприяти-организацире 24 пин вырăн сыхласа хăварма, 2265 гражданина иккĕмĕш професси илме пулăшрĕ. Вĕсене пурнăçлама 530,2 млн тенкĕ уйăрнă.

Чăваш Республикин правительстви çулталăк вĕçлениччен документа улшăнусем кĕртесшĕн. Вăл 400 çынна ĕçпе тивĕçтерме, 70 млн тенкĕ уйăрма май парĕ.



"Хыпар"
08 октября 2009
00:00
Поделиться
;