Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Инноваци проектне - пурнăçа

Кăçал экономикăпа финанс кризисĕ халăх хуçалăхĕн пур отраслĕ çумне те çулăхни аванах сисĕнет. Производство калăпăшĕн индексĕ, ĕç укçи чакнă, штатсем кĕскелнĕ... Çынсен пурнăçне май пур таран çăмăллатас тĕллевпе Чăваш Ен правительстви халăха ĕçпе тивĕçтерме хушма пулăшу кÿмелли тĕллевлĕ программа хатĕрлерĕ. Унта чылай предприяти хутшăнать, инвестици, инноваци проекчĕсене пурнăçлать. ЧР Президенчĕ Николай Федоров предприятисене çитсе рабочисен ĕç условийĕсемпе çывăхрах паллашассине йăлана кĕртрĕ. Николай Васильевич ĕнер Шупашкарти “Яхтинг” тулли мар яваплă обществăра пулчĕ.

Предприятие 1992 çулта хута янă. 2006, 2007 çулсенчи кăтартăвĕ уйрăмах пысăк. Пĕлтĕр продукци туса кăларасси кризиса пула сисĕнмеллех чакнă. 2008 çулта 86,1 млн тенкĕлĕх продукци ăсатнă, кăçал 8 уйăхра - 27,5 млн тенкĕлĕх. Йыш та чакнă: 276 çынран 195 юлнă. 2008 çулта вăтам ĕç укçи 6433 тенкĕпе танлашнă, кăçал - 4710 тенкĕ.

Кунта 200 ытла тĕрлĕ атă-пушмак, тумтир çĕлеççĕ. Çар çыннисем, пушарнăйсем, тимĕр шăратакансем, ытти професси валли те.

“Чăваш Енри çăмăл промышленноç аталанăвĕ” темăпа йĕркеленĕ канашлăва пухăннисене “Яхтингра” интереслĕ самантсемпе тĕлĕнтерчĕç. Ятарлă пушмак тăхăннă хĕрĕн ура лаппи урлă çăмăл автомобиль каçрĕ. “Ку хĕр урасăр юлчĕ пулĕ”, - терĕç пурте. Анчах вăл хăйне нимĕн пулман пекех туять. Метр çÿллĕшĕнчен пăт йывăрăш бетон блокĕ пăрахрĕç. Каллех йĕркеллĕ. Çирĕп пушмак 200 яхăн джоулие тÿсет. Тепĕр йышшин тĕпне тимĕрпе çирĕплетнĕ. Ăна тăхăнса шĕвĕр пăтасем çинче утса кăтартрĕç. Виççĕмĕшпе хĕртнĕ тимĕр çине тăчĕç - вăл Ç 350 градуса чăтать. “Тата мĕнлине курас килет?” - ыйтрĕ коммерци пайĕн пуçлăхĕ Зоя Шкуратова.

“Анатолий Ильич лайăх экскурсовод”, - терĕ Президент. “Яхтинг” ООО генеральнăй директорне Анатолий Шатикова ăшшăн тав турĕ.

Ятарлă тумтир, атă-пушмак таçта та, такама та кирлĕ. Çав вăхăтрах производство калăпăшĕ чакма тытăннă. Продукцие пĕр вăхăт сахалрах туяннă иккен. Инноваци проектне çул панă тата тавар туянакансемпе килĕшсе татăлнă хыççăн вăл ытларах сутăнать.

Хушма пулăшу кÿрекен тĕллевлĕ программăпа республикăра çăмăл промышленноç предприятийĕсенчен вуннăшĕ çеç усă курать. “Яхтинг” ООО - малтисен ретĕнче. Пĕрремĕш çур çулта патшалăх пулăшăвĕпе 1044,7 пин тенкĕлĕх тĕллевлĕ усă курнă. Çав вăхăтра 242 çынна ĕçе вырнаçтарнă, 3,2 млн тенкĕ тăкакланă. Палăртнин 62,1 проценчĕпе усă курнă. Халĕ çине тăрсах “Пахалăхĕпе Европа стандартне тивĕçтерекен атă-пушмака серипе туса кăларассине йĕркелесси” инноваци проектне пурнăçа кĕртет.

Пĕр вăхăтра пысăкрах укçа шыраса чылайăшĕ ĕçрен пăрахса кайнăччĕ. Лару-тăру йĕркеленнине кура хăшĕ-пĕри каялла таврăнать. Çĕнĕрен килекенсем те пур.

- Хаçатра пĕлтерÿ вуларăм, - терĕ Наталья Романова çĕвĕç. - Опыта шута илсе тÿрех йышăнчĕç. Пĕр хушă лавккара сутуçăра ĕçленĕччĕ. Анчах юратнă професси çиппе йĕп машини умне ларма хистерĕ. Кунта ăшă, услови лайăх. Ĕçленине кура аван тÿлеççĕ. Тăрăшсан уйăхсерен 8-10 пин тенкĕ шалу илме пулать.

- Çĕнĕрен килекенсене вĕрентетпĕр. Экзамен ăнăçлă тытнă специалистсем кунтах юлаççĕ. 35-40 çĕвĕç валли вырăн хатĕр, - пĕлтерчĕ хатĕрлев участокĕн мастерĕ Вера Смирнова. - Виççĕмĕш конвейер линийĕ тулма пуçласса шанатпăр.

Рабочисене роботсем пулăшаççĕ. Кăткăс çĕвве палăртнă программăпа тип-тикĕс, илемлĕ çĕлеççĕ. “Ыттине хамăрах пурнăçлатпăр”, - теççĕ хĕрсем.

Канашлура ЧР промышленноçпа энергетика министрĕн тивĕçне пурнăçлакан Наталья Дмитриева республикăри çăмăл промышленноç лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ. 241 предприяти пир-авăр тата çĕвĕ изделийĕсем, 24-шĕ тир-сăранран атă-пушмак çĕлет. Кăрлач-çурла уйăхĕсенче пĕлтĕрхи çав тапхăрпа танлаштарсан атă-пушмак туса кăларасси 33,4 процент ÿснĕ, костюм - 7,3 процент. Çав вăхăтрах тавара вырнаçтарассипе тĕллев пурнăçланайман.

- Эпир кризисран вăйланса тухăпăр, - терĕ канашлура Николай Федоров Президент. - Пирĕн пĕлÿ, хавхаланса ĕçлес кăмăл пур. Субсиди парса пулăшăпăр. Паракан укçана илĕр, тухăçлă усă курма вĕренĕр.

 



"Хыпар"
14 октября 2009
00:00
Поделиться
;