Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Программăн витĕмлĕ пулăшăвĕ

Республикăра халăха ĕçпе тивĕçтерессине хушма пулăшу кÿмелли программа вăй илнĕренпе çур çул иртрĕ. Тĕллевĕ - кризис вăхăтĕнче çынсене ятран пулăшасси, ĕçе çухатасран сыхласси, ĕç сĕнекенсене вара йыша упраса хăварма май парасси. Унăн эффективлăхĕ пирки Чăваш Енĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçипе Леонид Шиминпа калаçатпăр.

- Леонид Аркадьевич, халăха ĕçпе тивĕçтерессине хушма пулăшу кÿмелли тĕллевлĕ программа пирки пĕлмен çын сайра пулĕ. Ăна финанслама республика тата федераци бюджечĕсенчен 530,2 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Çав укçапа пĕлсе усă кураççĕ-и?

- Пурнăçра кăткăс лару-тăрăва лекнĕ çынсене пулăшма, вĕсене шалу тÿлеме, ĕç рынокĕ ыйтакан профессие вĕрентме, квалификацие ÿстерме кăçалхи юпа уйăхĕ тĕлне 350 млн тенкĕ /е 66%/ тăкакланă. Çав вăхăтрах килĕшÿсене 530 млн тенкĕлĕхех çирĕплетнĕ. Программа тăрăх кăçал вăхăтлăх ĕç вырăнĕ 29 пин ытла йĕркелемелле. Юпа уйăхĕ тĕлне 44633 çын унта вăй хума ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Ку реляци кăна мар. Цифрăсем уйрăм çынсемпе, вĕсен кăмăл-туйăмĕпе, канăç паман ыйтăвĕсемпе, шăписемпе уйрăлми çыхăннă. Чăваш Республикин Правительствин кризиспа кĕрешмелли ытти мерипе пĕрле тĕллевлĕ программа та ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирме май парать. Унта палăртнă мероприятисене пурнăçланипе Чăваш Енри ĕçсĕр çынсен йышĕ кăçалхи çу уйăхĕнчен /ун чух ĕçсĕрлĕх чи çÿллĕ шайра пулнă/ 15,2% сахалланнă. Шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайне çак тапхăрта 3,41 процентран 2,89% хăварнă.

- Пурнăçа кĕме пуçланă тапхăрта асăннă программăна ĕç паракансенчен хăшĕ-пĕри, мĕн пытармалли, ĕçлекенсем хăйсем те йышăнасшăн пулманни, вăрттăнлăх мар...

- Ун пекки те пулнă. Кирек мĕнле çĕнĕлĕх пекех программăна та тĕрĕслесе сăнама тиврĕ. Çавăн чухне вăйлă тата хавшак енĕсене тупса палăртрăмăр. Халĕ ĕç паракансем те, унта тÿрремĕнех хутшăнакансем те - ĕçрен кăларса яраслăх хăрушлăхĕ пуррисем е тулли мар ĕç эрнипе вăй хуракансем - унăн пĕлтерĕшне туйса илчĕç. Ĕç паракансем юпа уйăхĕнчех çулталăклăх уйăрнă суммăлăх килĕшÿсем туни çакна аван çирĕплетет.

Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче РФ Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствинче Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирес енĕпе хушма мероприятисем палăртакан регион программисене пăхса тухакан ведомствăсен хушшинчи ĕç ушкăнĕн ларăвĕнче республикăри халăха хушма ĕçпе тивĕçтерме уйăракан субсиди суммине пысăклатас енĕпе корректировка тунă. Ăна пурнăçлама тата 138 млн тенкĕ кирлĕ пулать. Çак укçана 5841 çынна ĕçпе тивĕçтермешкĕн хушма пулăшу кÿме уйăрнă. Çав шутра - пĕр пин çынна пĕчĕк предпринимательлĕхе кÿлĕнме тата харпăр хăй ĕçне йĕркелеме. Программăн асăннă мелĕпе усă куракансен - общество ĕçне хутшăнакансен, вăхăтлăх ĕçе вырнаçакансен, вĕренÿ учрежденийĕ пĕтернĕ хыççăн стажировка ирттерекенсен йышĕ 4841 çын хушăнать. Çапла вара район-хулари пурăнмалли çурт-йĕр секторне, ял хуçалăхне тата ытти отрасле кирлĕ чухлĕ вăхăтлăх тата сезонлăх ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме май килĕ.

Çакна палăртатăп: программăна пурнăçланине Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров тĕрĕслесе тăрать. Кăçалхи утă-авăн уйăхĕсенче республикăри пысăк промышленноç предприятийĕсенче, хими отраслĕн, вăрман промышленноçĕн комплексĕн, инновацин пĕчĕк бизнесĕн, çăмăл промышленноç организацийĕсенче вырăна тухса ирттернĕ ĕç канашлăвĕсем пулчĕç, вĕсене Николай Васильевич хăй хутшăнчĕ.

Программăн тĕллевлĕ кăтартăвĕсем епле пурнăçланнине Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаçĕн органĕсен ертÿçисен канашлăвĕнче эрнесерен тишкернĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Социаллă политика, сывлăх сыхлавĕн, физкультурăпа спорт комитечĕ Улатăр районĕнче ирттернĕ канашлăвĕнче те, республикăри администраци реформин комиссийĕнче те асăннă ыйтăва сÿтсе явнă.

Апла пулин те кăçалхи тăваттăмĕш кварталта ĕç рынокĕнчи лару-тăру кăткăслăхĕ чакмасть. Çакна ĕçĕрсен йышĕ сезон вăхăтĕнче мигрантсен шучĕпе ÿснипе, ялта уй-хир ĕçĕсем вĕçленнипе кăна мар, республикăри организацисенче çынсене тулли ĕçлевпе тивĕçтерменни сыхланса юлнипе ăнлантармалла.

Эрнесеренхи мониторинг кăтартнă тăрăх, социаллă пĕлтерĕшлĕ организацисенчен хăшĕ-пĕринче çулталăк вĕçлениччен 2,4 пин çынна кăларса яма палăртни пирки сведени пур. Ĕçпе тивĕçтерекен органсене организацисен, ертÿçисенчен заявкăсем килсех тăраççĕ - вĕсем тулли мар ĕçлев режимне кĕртесси е çынсене кăларса яма палăртни, программа мероприятийĕсене хутшăнма кăмăл пурри çинчен пĕлтереççĕ.

Корректировкăна шута илсен программăна финансласси 668660,3 пин тенкĕпе танлашмалла. Çав шутра 635196,1 пинĕ - федераци, 33464,2 пинĕ - республика бюджечĕсенчен. Çакă ĕçлевпе тивĕçтерес тытăмри лару-тăрăва йĕркелеме пулăшĕ тата ĕçсĕрлĕх шайне 3% /программăн тĕллевлĕ сценарийĕпе килĕшÿллĕн/ ирттермĕ, теветкеллĕх ушкăнне кĕрекен çынсене ĕçе сыхласа хăварма тата тулли ĕç эрнипе вăй хумасан та шалу илме май парĕ.

- Сумлă цифрăсем хыçĕнче уйрăм çынсем тесшĕн эсир. Программа вĕсене пурнăçа тытса пыма пулăшать. Ĕçпе тивĕçтерекен служба эрнесерен ирттерекен мониторинг вара çитĕнÿсем пирки хăпартланса пĕлтерме васкани мар, лару-тăрăва тĕрĕслесе тăмалли мел тата бюджет укçипе тĕллевлĕ усă курма тăрăшни шутланать апла?

- Шăпах çапла. Программăн стратеги пĕлтерĕшĕ ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва йĕркене кĕртесси пулнине тĕпе хурса правительство çакнашкал документа çитес çул валли те хатĕрлесе пурнăçа кĕртме йышăннă.

 



"Хыпар"
15 октября 2009
00:00
Поделиться
;