Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

«Çичĕ ала» витĕр тухнă проекта хирĕçлекен пулмарĕ»

Кирек хăш саккун проектне те ЧР Патшалăх Канашĕн сессийĕн кун йĕркине кĕртиччен тĕрлĕ “хуранта пĕçереççĕ”: малтанах ăна темиçе комитет членĕсем “унаççĕ”, экспертсем “тутă кĕртеççĕ”, юристсем пахалаççĕ.

Кирек хăш саккун проектне те ЧР Патшалăх Канашĕн сессийĕн кун йĕркине кĕртиччен тĕрлĕ “хуранта пĕçереççĕ”: малтанах ăна темиçе комитет членĕсем “унаççĕ”, экспертсем “тутă кĕртеççĕ”, юристсем пахалаççĕ. Кайран тин депутатсем “ас тивсе” хаклаççĕ. Тĕрĕсрех, сасăласа юридици вăйĕ параççĕ. Хальхинче те парламентăн çирĕм виççĕмĕш черетсĕр сессине сĕнекен “Чăваш Республикин 2009 çулхи тата планпа пăхнă 2010 тата 2011 çулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ çинчен” саккун проекчĕ “çичĕ ала” витĕр тухнă. Урăхла пулас та çук: кăçал мĕнле ĕçленине пĕтĕмлететпĕр тата умри тĕллевсене палăртатпăр.

ЧР пĕрремĕш вице-премьерĕ - финанс министрĕ Николай Смирнов тÿрех çакна палăртрĕ: “Федераци çăл куçĕсенчен каялла тавăрса памалла мар йĕркепе килекен укçа калăпăшĕ 1 млрд та 810, 2 млн тенкĕ чухлĕ ÿсет, çав шутра федераци бюджечĕн субсидийĕсем - 1 млрд та 106, 7 млн тенке яхăн, субвенцисем - 513, 9 млн тенкĕ. Унсăр пуçне Чăваш Республикине бюджет шайлашăвне тивĕçтермелли мерăсем валли 698, 4 млн яхăн тенкĕлĕх хушма дотаци уйăраççĕ /маларах 1 млрд та 482, 4 млн тенкĕ илнĕ, пĕтĕмпе - 2 млрд та 181 млн тенкĕ/.

“Çапла вара тĕнче экономикинчи кризис пулăмĕсене пăхмасăр Чăваш Республикин бюджечĕ хăйĕн позицийĕсене упраса хăварать кăна мар, хуласемпе районсен социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли хăвата ÿстерсе пырать”, - терĕ Николай Федоров Президент.

Çак шухăш тата асăннă цифрăсем чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче Правительство çурчĕн Пысăк залĕнче иртнĕ халăх итлевĕнче /публичные слушания/ тепĕр хут янăрарĕç. Республика бюджечĕн проектне хальхинче чăваш парламентарийĕсемпе пĕрле район тата хула пуçлăхĕсем, тĕрлĕ шайри депутатсем, хуçалăхсемпе предприяти ертÿçисем, общественноç представителĕсем тишкерчĕç. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс министрĕ Николай Смирнов хăйĕн докладĕнче бюджет çинчен калакан саккун проектне Раççей Бюджет кодексĕпе тата “Чăваш Республикин бюджечĕн право хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен” саккунĕпе килĕшÿллĕн хатĕрленине палăртрĕ. Республика бюджечĕ ÿснĕ май унăн хушма тупăшĕсене социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама яраççĕ. Сăмахран, халăха ĕçе вырнаçтарма хушма пулăшу кÿмелли тĕллевлĕ мероприятисем валли тата ĕçсĕрлĕхшĕн пособи тÿлеме 335, 4 млн тенкĕ хушма укçа уйăрма палăртнă. Çак та тĕллевпе усă куракан 2009 çулхи сумма 1 млрд та 392, 9 млн тенкĕпе танлашĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе инваличĕсен умĕнчи социаллă обязательствăсене пурнăçлама 280, 5 млн тенкĕ хушма укçапа усă курĕç. Унсăр пуçне тăлăх ачасене çурт-йĕрпе /хваттерпе/ тивĕçтерме 12, 9 млн тенкĕ кайĕ.

Халăх итлевне хутшăнакансене бюджетăн тăкак пайĕ мĕнле пурнăçланни те кăсăклантарчĕ. Финанс министрĕ кун пирки те тĕплĕ чарăнса тăчĕ: унăн ытларах пайне пассажир автотранспорчĕ тата муниципалитет пĕрлĕхĕсем валли коммуналлă техника туянма, общество хăрушсăрлăхĕн милицийĕн подразделенийĕсене автотранспортпа тивĕçтерме /пĕтĕмпе 664, 5 млн тенкĕ/, вĕренÿ заведенийĕсене патшалăх енчен пулăшу кÿме /45, 4 млн тенкĕ/, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх валли гаранти фондне тума /104 млн тенкĕ/, сĕт паракан выльăх ĕрчетессине аталантарма /21, 9 млн тенкĕ/, патшалăхăн тата муниципалитетсен пĕтĕмĕшле вĕренÿ учрежденийĕсен çурчĕсене юсама /9, 9 млн тенкĕ/ уйăраççĕ. Ветерансемпе инвалидсем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлеме 25, 8 млн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем уйрăм çынсенчен илекен налуксем тĕлĕшпе çухатакан тупăшсене саплаштарма 50 млн тенкĕ илĕç.

Республикăн 2009 çулхи бюджечĕ тупăш енĕпе иртнĕ çулхинчен 4, 2 процент ÿсет /пĕлтĕр - 25 млрд та 463, 4 млн, кăçал - 26 млрд та 523 млн тенкĕ/. Тăкаксем 2, 3 процент ÿсеççĕ /пĕлтĕр - 27 млрд та 798, 5 млн, кăçал - 28 млрд та 434, 1 млн тенкĕ/. Бюджет дефицичĕ 18, 2 процент пĕчĕкленет /пĕлтĕр - 2 млрд та 335, 1 млн, кăçал - 1 млрд та 910, 6 млн тенкĕ/.

Депутатсем “Чăваш Республикин 2009 çулхи тата планпа пăхнă 2010 тата 2011 çулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ çинчен” саккун проектне тĕплĕ сÿтсе яврĕç, сасăласа юридици вăйĕ пачĕç.

 



"Хыпар"
14 ноября 2009
00:00
Поделиться
;