Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Теветкеллĕх ушкăнĕнчисем профессие вĕренеççĕ

 

Чăваш Енри ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва, йĕркелесе тăнине пăхмасăр, çăмăл теме çук - организацисенче тулли мар ĕç кунĕпе вăй хуракан çав-çавах йышлă.

Республикăра 2010 çулта халăха ĕçпе тивĕçтерессине хушма пулăшу кÿмелли тĕллевлĕ программа кризис йывăрлăхне сирме пулăшать. Кăларса ярас хăрушлăх пур çынсене /ахаль ларни, тулли мар ĕç йĕрки çине куçни, ĕç паракан пуçарăвĕпе шалусăр отпуска яни/ асăннă документпа килĕшÿллĕн /ку енĕпе палăртнă ытти çул-йĕрти пекех/ профессие маларах вĕрентме палăртнă. Çак мелпе кăçал çитмĕл организацири 3500 ытла çынна тепĕр специальноç пама 32,7 млн тенкĕ ямалла.

Чăваш Республикин Президенчĕ ЧР Патшалăх Канашне янă “Чăваш Ен: пуласлăхри тата пуласлăх валли” Çырăвĕнче çакна палăртнă: рабочи валли те, республика валли те малашлăхсăр, ХХ ĕмĕрти ĕç вырăнĕсене сыхласа хăварас тесе укçа тăкакламалла мар, çав шутпа XXI ĕмĕр производствине кирлĕ, пысăк шанăç паракан çĕнĕ профессисене алла илме пулăшни тĕрĕсрех. Кăмăл-туйăм тĕлĕшĕнчен хаклас тăк çакă чылайăшĕшĕн кăткăс шутланĕ. Гарантиленĕ ĕç вырăнĕллĕ пулас тесен çапла тумах тивет.

Чăваш Енĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службинче тата унăн центрĕсенче Килĕшÿсем çирĕплетес тапхăр вăй илсе пырать. Профессие маларах вĕрентмешкĕн кăçалхи кăрлач уйăхĕнче 16 организаципе ĕçлĕ хут çирĕплетнĕ, кăларса ярас хăрушлăх пур 127 çынна парта хушшине лартнă. Вĕсен 87 проценчĕ ĕç профессийĕсене хăнăхать. Тăххăрĕшĕ инженер-метролог, программист, юрист специальноçĕсемпе республика тулашĕнчи вĕрентÿ учрежденийĕсенче - Чулхула, Пенза, Мускав хулисенче - квалификацие ÿстереççĕ. Теветкеллĕх ушкăнне лекнисем хамăр патра программа управленийĕллĕ станоксен операторĕн, механикăпа сборка ĕçĕсен слесарĕн, электрогазосварщик /çĕнĕрен вĕренеççĕ тата квалификацие пуянлатаççĕ/, автомобиль кранĕн машинисчĕн, токарь-расточник, слесарь-юсавçă, экологи хăрушсăрлăхĕн специалисчĕсен, тулаш экономика ĕçĕ-хĕлĕн, сметчик специальноçĕсене алла илеççĕ.

Маларах вĕренме янă курсантсенчен чылайăшĕ çĕнĕ профессире хăнăху илет, ыттисем ăсталăха ÿстереççĕ.

Теветкеллĕх ушкăнĕнчи çынсем çапла майпа ĕçсĕр юлмĕç тата тулли мар эрнепе вăй хурсан та шалу илсе тăрĕç.

Программăна “Промтрактор” акционер обществи пуçаруллă хутшăнать, вăл профессие маларах вĕренме 58 çынна - республикăри ытти предприятирен пынисен пĕтĕм йышĕн 45 процентне - янă. 52-шĕ вырăнти вĕренÿ базинче производствăран уйрăлмасăр механикăпа сборка ĕçĕсен слесарĕ, программа управленийĕллĕ станоксен операторĕ пулма хăнăхать. Тивĕçлĕ пĕлÿ илнисене “Промтрактор” АУОри универсализациленĕ вырăнсене йышăнĕç.

Квалификацие ÿстерни тата специалистсен компетенци шайне çĕклени паян уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çын çĕнĕ пĕлÿ илни - хăйĕн пултарулăхне пуянлатни, квалификациллĕ персонал вĕрентсе кăларни вара предприятишĕн - конкуренци пулăшăвĕнче дивиденд кÿрекен капитал.

 



"Хыпар"
11 февраля 2010
00:00
Поделиться
;