Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Йывăрлăха çĕнтерчĕç, тĕллеве пурнăçларĕç

2008 çулта тĕнче кризисĕ ĕçсĕрлĕх юхăмне Чăваш Ене те илсе килчĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центрсен умне çивĕч ыйтусем чылай кăларса

тăратрĕ. Вĕсене Шупашкар районĕнче мĕнле татса параççĕ-ха?

Журналист тивĕçне пурнăçланă май районти ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕпе Л.П.Пахомовпа иртнĕ çулсенче куллен тенĕ пек курнăçма тиврĕ. Çавăнпа учреждени ĕçсĕрлĕхе хирĕç пуçарнă кĕрешĕве лайăх курса тăтăм.

Ĕçсĕрлĕх юхăмĕ района 2008 çулхи чÿк уйăхĕнче çитрĕ, раштав уйăхĕнче республикипех сарăлчĕ. Центра ĕç шырама вырăнти предприятисенчен çеç мар, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкартан та пычĕç. 2009 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне центр ĕç шыракан 535 çынна шута илнĕ /2008 çулхи çав вăхăтринчен икĕ хут пысăкрах/.

- Йывăр самана пуçланчĕ, - тенĕччĕ çулталăк каялла центр директорĕ Леонид Пантелеймонович Пахомов. - Ĕçе ирхине 8 сехете пырсан коридорпа иртме йывăрччĕ: пулăшу ыйтма килнисем хупăрлатчĕç. Центр шута илнисен йышĕ нарăс уйăхĕнче хăвăрт хушăнма пуçларĕ, ака уйăхĕнче 1195 çынна çитрĕ. Мана та, специалистсене те канăçсăрлантарма пуçларĕ. Ара, иртнĕ 7-8 çулта эпир кашни уйăхра ĕçсĕр 250-260 çынна çеç шута илнĕ. Ĕç вакансийĕ вара уйăхсерен 400 вырăнтан сахал марччĕ. Пулăшу ыйтнисене пурне те ĕç тупса парса пынă. Лару-тăру çивĕчленнĕрен Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин правительствисем 2009 çулта халăха ĕçпе тивĕçтерме хушма пулăшу кÿмелли тĕллевлĕ программăсем йышăнчĕç. Республика программипе килĕшÿллĕн районта ĕçсĕр юлнă 958 çынна общество ĕçне вырнаçтарма федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрчĕç.

Уйăхне 4330 тенкĕ тÿлеме шантарчĕç пулин те малтанхи тапхăрта общество ĕçĕнче тăрăшма килĕшекенсем çукпа пĕрехчĕ. Кашни тĕл пулмассерен Л.П.Пахомов сăмаха çак ыйтупа пуçлатчĕ:

- Мĕн тумалла-ши? Çынсем вăхăтлăх ĕçе вырнаçасшăн мар. Пирĕн патăмăрта шута илнисем кăна мар, предприяти-организаци ертÿçисем те ăнланса çитереймеççĕ. Хăшĕ-пĕри куçранах: “Ĕçсĕррисем центрта шутра тăраççĕ, апла пулсан вĕсен ыйтăвне пирĕн мар, сирĕн татса памалла”, - тет.

Ака уйăхĕнче район администрацийĕпе центр çынсене общество ĕçне явăçтарас ыйтупа пуçласа канашлу ирттерчĕç. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприяти-организацисен ертÿçисем хутшăнчĕç. Вĕсене республика программи мĕн тери вырăнлă пулнине ăнлантарчĕç, ăна пурнăçлама тытăнмалла терĕç. Хирĕçлерех калаçакансем пĕрремĕш çур çулта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен хушшинче те пурччĕ.

Центр район администрацийĕпе, ял тăрăхĕсемпе, предприяти-учрежденипе 3-4 уйăх тачă çыхăнса ĕçленĕ хыççăн иккĕмĕш çур çултан пуçласа ĕçсĕр юлнă çынсене вăхăтлăха общество ĕçне вырнаçтарасси пирки ял администрацийĕсемпе, шкулсемпе, ача сачĕсемпе, предприяти-организаципе килĕшÿсем тума пуçларĕç.

Йывăр лав тинех вырăнтан тапранчĕ! Редакци ĕçĕпе çÿренĕ май Кÿкеç, Кăшавăш, Ишлей, Тутаркасси, ытти ял тăрăхĕнче çынсем мĕнлерех тăрăшнине курма тÿр килчĕ. Вĕсем мĕнле ĕç кăна пурнăçламарĕç-ши? Урамсене, лапамсене, масарсене, ялти ытти вырăна çÿп-çапран, хăрăк туратран тасатрĕç, культура учрежденийĕсене юсама хутшăнчĕç, йывăç-тĕм лартрĕç тата темĕн те пĕр турĕç. Вун-вун çул сапаланса выртнă ăпăр-тапăра тирпейлерĕç, ишĕлсе анас пек ларакан çурт-йĕре сÿтрĕç. Пĕтĕмлетсе каласан Правительство программин уссине хам куçпа курса ĕнентĕм.

- Кÿкеç ял тăрăхĕнче общество ĕçне - 18, Тутаркассинче - 14, Ишлейре - 16, ыттисенче 8-10-шар çын хутшăннă. Каярахпа, авăн-юпа уйăхĕсенче, программа пысăк усă панине ăнланса илнĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем çын хушса пама ыйтрĕç, - аса илет Л.П.Пахомов. - Вĕсенчен хăшĕ-пĕри пĕрремĕш çур çулта кăна общество ĕçне йĕркелес тĕлĕшпе килĕшÿ тăвассине хирĕçчĕ. Юрать, вăхăтра ăнлантарма май килчĕ.

Иккĕмĕш çур çулта ĕç аван пычĕ. Çурла-юпа уйăхĕсенче предприяти-организаци укçа-тенкĕпе çыхăннă документсене центра палăртнă вăхăтра килсе паманнипе бюджетран куçарнă, шалу тÿлеме уйăрнă кĕмĕле вырăна çийĕнчех çитереймен тĕслĕхсем пулнă, чÿк-раштав уйăхĕсенче вара пĕтĕм документацие илсе çитернĕ. Çак ĕçе пурнăçламасăр çынсене ĕç укçи вăхăтра пама май çукчĕ. Йĕрки çаплаччĕ. Çавăнпа центр ĕçченĕсен предприяти-организаци ертÿçисенчен, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсенчен пĕрре çеç мар укçа-тенкĕпе çыхăннă хутсене хăвăртрах куçармашкăн ыйтма тиврĕ. Раштавăн 20-мĕшĕ тĕлне пурте куçса пĕтрĕç, çынсене ĕç укçи вăхăтра тÿлерĕç. Центр общество ĕçĕсене малтан палăртнă пек 958 çынна мар, 1182-шне явăçтарчĕ, тĕллеве ирттерсе пурнăçларĕ.

Программăпа килĕшÿллĕн 58 çынна харпăр хăйĕн ĕçне пуçласа яма пулăшнă. Пурте малтан бизнес-план хатĕрленĕ, хыççăн пĕчĕк бизнес йĕркелеме свидетельство илнĕ. Кашнине 58,8 пин тенкĕ уйăрнă. Вĕсем выльăх-чĕрлĕх, пыл хурчĕ ĕрчетеççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, ытти енĕпе тупăш тăваççĕ. Асăннă программăпа килĕшÿллĕн 8 çынна Раççей регионĕсенче ĕçлеме пулăшнă, çул укçине тата пурăнмалли вырăншăн патшалăх саплаштарнă.

Республика программи районти ĕçсĕр çынсен пысăк пайне ĕçе вырнаçтарма май пачĕ. Кÿкеçри Л.В.Степанова хăйĕн шухăшне çапла палăртрĕ:

- Мана пĕчĕк бизнес пуçласа яма пулăшнăшăн правительствăна чĕререн тав тăватăп. - Килте чăх-чĕп, сысна ĕрчететĕп, ашне сутатăп.

Программа пирки паян çĕр-çĕр çын ырăпа аса илет.

- Республика шайĕнче халăха ĕçпе тивĕçтермелли программа кăçал та пур, - терĕ Леонид Пантелеймонович. - Унпа килĕшÿллĕн центрта шутра тăракансене пулăшас тĕллевпе чылай ĕç пурнăçлама палăртнă. Хальхи вăхăтра шăпах çак ыйтусене тишкеретпĕр.

2010 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне центрта ĕçсĕр юлнă 1131 çын шутра тăнă. 2009 çулта вăл пулăшнипе 2572 çынна ĕçпе тивĕçтерме май килнĕ. Çав шутра 1140-шĕ учетра тăнă. Центр ĕçченĕсем тăрăшнипе пĕлтĕр йывăрлăха лекнĕ 18 çын вăхăтлăха ĕç вырăнĕ тупнă. Професси илнĕ яшсемпе хĕрсен, шкул ачисен пĕр пайне ĕçпе тивĕçтерме пултарнă. Ытти енĕпе усăлли сахал мар тунă.

- 2009 çул центр коллективĕшĕн çăмăл пулмарĕ, - терĕ юлашкинчен Л.П.Пахомов. - Апла пулсан та умри йывăрлăхсене çĕнтертĕмĕр. Кăçал та çапла пуласса шанатпăр.

 



"Хыпар"
25 февраля 2010
00:00
Поделиться
;