Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Пуçаруллисемшĕн - çул уçă

Тивĕçлĕ пурăнма, обществăн тулли праваллă гражданинĕ пулнине туйса тăма çынна ĕç кирлĕ. Пирĕн мăн асаттесем те унăн пĕлтерĕшне палăртса: “Ĕç çĕклет, ÿркев ÿкерет”, - тенĕ. Анчах хальхи вăхăтра хăшĕ-пĕри тĕрлĕ сăлтава пула ку тĕлĕшпе йывăрлăха кĕрсе ÿкет - ĕçсĕр юлать. Йĕпреç районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта çакăн пек çынсене пулăшма çĕнĕрен те çĕнĕ меслетсем шыраççĕ. Кунта опытлă специалистсем тăрăшнă май чылай ыйтăва ăнăçлă татса панине асăнмалла. Туслă йыш пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленин витĕмĕ пысăк. Центр директорĕ О.Н.Ткаченко ăна районта çак службăна йĕркеленĕ 1991 çултанпах ертсе пырать. Ольга Николаевнăна “Раççей Ĕçлев министерствин хисеплĕ социаллă ĕçченĕ” медальпе наградăланă. Ертсе пыракан специалист Тамара Александровна Перцева та, ертсе пыракан инспекторсем Нина Николаевна Пронькинăпа Нина Алексеевна Урмакова та хăйсен тивĕçĕсене пĕлсе, яваплă пурнăçлаççĕ. Йĕпреç районĕнчи халăхăн шанăçне тÿрре кăларассишĕн кашниех чĕререн тăрăшать. Паянхи куна мĕн-мĕн тунă тата мĕнле тĕллевсем пралăртнă? Çакăн пирки центр директорĕ О.Н.Ткаченко каласа парать.

lО.Н.Ткаченко директор.

Кашнинех тарават йышăнаççĕ

Пирĕн центрта халăх яланах йышлă. Пĕрисем ĕç шыраса килеççĕ, мĕнле вакансисем пуррипе кăсăкланаççĕ. Çĕнĕ специальноç илес е хăйсен ĕçне йĕркелес текенсем пулăшу ыйтаççĕ. Ĕç паракансене тивĕçлĕ кадрсем кирлĕ. Пурне те кăмăллăн йышăнатпăр, калаçатпăр, ăнлантаратпăр, юрăхлă вариантсем шыратпăр. Çынсемпе ĕçлеме çăмăл мар, кашнин кăмăлĕ, чун туртăмĕ, шухăшлавĕ хăйне евĕр. Çавăнпа центрти специалистсен психолог та пулма тивет. Мĕншĕн тесен мĕнле ваканси пуррине пĕлтерни çеç çителĕксĕр. Ĕç шыракана ăна килĕшекен, вăл пултаракан ĕçпе тивĕçтермелле. Центра килнĕ çын анкета-заявлени çырать тата кирлĕ документсене парать. Унăн даннăйĕсене патшалăх пулăшăвĕсен регистрне кĕртеççĕ. Программа-технологи комплексĕ вĕсем тăрăх юрăхлă ваканси ăçта пуррине çав кунах пĕлтерет. Енчен те палăртнă вырăнта ĕçе йышăнмарĕç пулсан сăлтавне тишкерсе урăх пулăшу мелĕ палăртатпăр.

Пĕлтĕр центрта ĕç шыракан 1878 çынна шута илтĕмĕр. Вĕсенчен 41 проценчĕ - предприятисенчен хăйсен ирĕкĕпе кайнисем, 46 проценчĕ - 16-29 çулсенчи çамрăксем. 51 проценчĕ - хĕрарăмсем. Районти ĕçсĕрлĕх шайĕ вăй питти ÿсĕмрисен 2,06 процентпа танлашать. Йĕпреç тăрăхĕнче предприятисем çукпа пĕрех, ялсенче ĕç вырăнĕсем çав тери сахал. Çапах та яланлăх тата вăхăтлăх ĕçсене 2008 çулхипе танлаштарсан 56,1 процент ытларах çынна /пĕтĕмпе - 1236 çын/ вырнаçтарма пултартăмăр. Ĕç паракансем 1846 ваканси сĕнчĕç, 94 проценчĕ - рабочи профессийĕсемпе çыхăннисем тата вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем.

Республикăри халăха ĕçпе тивĕçтермешкĕн хушма пулăшу памалли тĕллевлĕ программа ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва çăмăллатнине палăртмалла. Пирĕн тăрăхра пурăнакансем те унăн пархатарлă витĕмне туйса илчĕç. Программăпа килĕшÿллĕн пĕлтĕр çĕнĕрен тата 858 вăхăтлăх ĕç вырăнĕ йĕркелеме пултартăмăр. Ку конкурент пултарулăхĕ чакнă çынсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çак ушкăна кĕрекенсене - инвалидсене, çар службинчен таврăннисене, вĕсен çемйисен членĕсене, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне, пенси çулне çывхаракансене, колонисенчен ирĕке тухнисене - ĕç рынокĕнчи япăх улшăнусем уйрăмах çивĕч пырса çапрĕç. Хăш-пĕр предприяти - организаци ертÿçисем вĕсене сăлтавсăрах ĕçе илесшĕн мар. Çакна шута илсе ĕç паракансемпе ятарлă килĕшÿсем тума, вăхăтлăх вакансисем йĕркелеме тăрăшатпăр. Кун пек чухне малашнехи шăпи çынран хăйĕнчен, пултарулăхĕнчен, яваплăхĕнчен килет. Акă, вăхăтлăх килнĕ ĕçченĕн пахалăхĕсем тивĕçтернĕ май ăна яланлăх ĕçе куçарса килĕшÿ çырнă тĕслĕх те сахал мар. Çавăн пекех общество ĕçне вăхăтлăха явăçтарни те - ĕçсĕрлĕх ыйтăвне татса памалли витĕмлĕ меслет. Пĕлтĕр социаллă пĕлтерĕшлĕ общество ĕçне 645 çын хутшăнчĕ, уншăн вĕсене укçа тÿлерĕмĕр. Асăннă программăна ĕçе кĕртни ĕçсĕрлĕх шайне 2009 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çулталăк вĕçĕччен 2,2 процентран 2,0 процента çити чакарма май пачĕ.

Пулăшу тĕрлĕ енлĕ

Ĕç рынокĕнче ыйтакан професси çук е квалификаци çителĕксĕр çынсене центр тÿлевсĕр курссене яма пултарать. Ĕçсĕррисем валли йĕркеленĕ “Ĕç шыракансен клубĕ” тата “Çĕнĕ старт” социаллă адаптаци программисен витĕмĕ пысăк. Вĕсемпе усă курса йывăрлăха лекнĕ çынсене ĕç рынокĕнче ăнăçлă тупăшма кирлĕ хăнăхусем илме пулăшатпăр. Клубсенче иртекен занятисем ĕç çухатнă çынсем хăйсене хăйсем шанас туйăма ÿстерме, пурнăçа, малашлăха хăюллăнрах пăхма, тивĕçлĕ вырăн шырама хавхалантараççĕ. Занятисен мелĕ тĕрлĕрен: ушкăнпа та, уйрăммăн та калаçусем, профориентаци вăййисем, тренингсем ирттеретпĕр.

Тепĕр питĕ пĕлтерĕшлĕ пулăм - ĕçсĕррисене психологи пулăшăвĕпе тивĕçтерни. Тĕслĕхрен, аслăрах çулсенчи е пуçласа ĕç çухатнă çынсем аптраса ÿкеççĕ, хăйсене ниçта та, никама та кирлĕ мар пек туйма пуçлаççĕ. Е тата чылай вăхăт ĕçлемен çынсен ăсталăхне çухатнипе пĕрлех ĕçлес туртăмĕ те пĕтсе пырать. Опытлă психологсем кăткăс лару-тăрури çынсене хальхи условисенче тивĕçлĕ вырăн йышăнма чăрмантаракан пулăмсене хирĕç тăма, çĕнĕлле шухăшлама хăнăхтараççĕ. Социаллă адаптаци программисене 40 çын хутшăнчĕ, вĕсенчен 28-шĕ ĕçе вырнаçма пултарчĕç. Тĕрлĕ специальноçа вĕренме 52 çынна ятăмăр. 8 инвалида ĕç тупса патăмăр.

Ачасемпе çамрăксене професси суйласа илме пулăшас тĕлĕшпе тĕллевлĕ тăрăшатпăр. Тĕл пулусем, калаçусем, тренингсем йĕркелесе ĕç рынокĕнче чи кирлисен йышне кĕртнĕ специальноçсемпе паллаштаратпăр. Пурнăçа, пулас ĕçе ачаран суйласа илни малашлăхра ăнăçас шанчăка ÿстерет. Тата ĕç тути-масине ачаран пĕлни, çемье бюджетне тÿпе хывма пултарни пĕлтерĕшлĕ. Центр пĕлтĕр çул çитмен 349 çамрăка вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçпе тивĕçтерчĕ. Професси пĕлĕвĕ илнĕ 11 выпускника стажировкăна вырнаçтартăмăр. Ĕç паракансемпе пĕрле ирттернĕ вакансисен 13 ярмăркки /иккĕшĕ - çамрăксем валли/ хыççăн 121 çынна ĕçе илчĕç.

Пуçаруллă, çаврăнăçуллă çынсене харпăр хăй ĕçне йĕркелеме пулăшатпăр. 2009 çулта 40 çын çĕнĕ ĕçе тытăнчĕ. Вĕсене 58800-шер тенкĕлĕх субсиди уйăрса панă. Паллах, вĕсем хăйсен производствине мĕнле аталантарса пынине тĕрĕслесех тăраççĕ - предпринимательлĕхе патшалăх хывнă укçа-тенкĕ усă памалла.

Кăçалхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Йĕпреç районĕнчи центрта ĕçсĕр 589 çын шутра тăрать. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 173 çын ытларах. Хăшĕсем çак ÿсĕме экономикăри кризис пулăмĕсемпе çыхăнтараççĕ. Анчах сăлтавĕ ку кăна тесе çирĕплетни йăнăш пулĕччĕ. Предприятисемпе организацисенчен кайма тивнисем 14,6 процент пулсан, хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен тухнисем - 26,4 процент, пуçласа ĕç шыракансем - 6,4 процент. Çавăн пекех ĕç кĕнекисĕррисемпе урăх регионран ĕç çухатса таврăннисем те пур. Хăшĕсем тата центра ĕçе вырнаçас шутпа мар, пособишĕн, унăн чи пысăк виçине 4900 тенке çити ÿстернине илтсен, килнĕ.

2010 çулхи икĕ уйăхра центр витĕмĕпе 84 çынна яланлăхах тата вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă. 47 çын - общество ĕçĕнче, 26 çул çитмен çамрăк вăхăтлăх ĕçре тăрăшать. 644 çынна профориентаци пулăшăвĕ панă. 15 çынна - ял хуçалăх производствин тракторист-машинистне, 12 çынна ПВЭМ операторне вĕренме ятăмăр.

Республикăри халăха ĕçпе тивĕçтермешкĕн хушма пулăшу памалли тĕллевлĕ программăна пурнăçласа икĕ уйăхра ĕçрен кăларас хăрушлăх пур 161 çынна хăйсен предприятийĕсенчех ĕç вырăнĕ тупса патăмăр. Паянхи куна пирĕн центр базинче 51 ваканси пур.

 



"Хыпар"
10 марта 2010
00:00
Поделиться
;