Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Шанăç параççĕ, ăнтăлу çулне уçаççĕ

Салари Коопераци урамĕнчи 3-мĕш çуртран ир пуçласа каçченех халăх татăлма пĕлмест. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центра пыракансенчен кашнийĕн - хăйĕн ыйтăвĕ: пĕри шута тăрасшăн, тепри вĕренме каясшăн, виççĕмĕшĕ пĕчĕк бизнес йĕркелес енĕпе сĕнÿ-канаш илесшĕн.

Асăннă служба йывăрлăха лекнĕ ентешĕсемшĕн чăннипех çăлăнăç утравĕ пулса тăнă. Ĕçсĕр юлнă çынсене шанăç парать, ăнтăлу çулĕ çине тухма пулăшать. Ăста специалистсем йышăнаççĕ кунта, пурте аслă пĕлÿллĕ, пысăк опытлă. Акă Любовь Кузьмина тĕп бухгалтер, ертсе пыракан инспектор Ольга Владимирова коллективра 15-17-шер çул вăй хураççĕ. Çамрăксем - Людмила Пахомова, Наталия Иванова, Тамара Васильева, Регина Степанова ертсе пыракан инспекторсем - вĕсенчен вĕренсе, хăнăху илсе пыраççĕ. «Хуçи мĕнле, хуçалăхĕ çапла», - тесе ахальтен каламан ваттисем. Центр ертÿçи Нина Павлова хăй те пултаруллă та пуçаруллă, пулăшу ыйтса килнĕ çынна çур сăмахранах ăнланма пĕлет. Ĕçтешĕсенчен те çакна ыйтать. Ăш пиллĕ калаçу, ырă сĕнÿ-канаш чылай ыйтăва çăмăллăнах татса пама пулăшать. Тĕрĕссипе, çынсемпе ĕçлеме, хутшăнма нихăçан та çăмăл пулман. Центр хастарĕсем çак чăнлăха яланах асра тытаççĕ. Ахальтен мар-тăр халăх вĕсен тăрăшулăхне пысăка хурса хаклать.

Центр ĕçĕ-хĕлĕпе паянхи кăларăмра Нина Ивановна Павлова паллаштарать.

Ĕçсĕрлĕх шайĕ чакрĕ

Районти ĕçпе тивĕçтерекен центра иртнĕ çул пулăшу тата консультаци ыйтма 1371 çын пынă. Ку кăтарту малтанхи çулхинчен 572 пысăкрах. Пурне те ĕç шыракансен шутне кĕртнĕ. Çав йышра камсем-ха? Хăйсен ирĕкĕпе тухса кайнисем - 42,6, штата пĕчĕклетнипе е организацие пĕтернипе вырăнсăр юлнисем - 5,6, професси пĕлĕвĕн вĕренÿ заведенийĕ тата шкул пĕтернисем - 4,9, социаллă хÿтлĕх уйрăмах кирлĕ ушкăнри граждансем /нумай ачаллă тата пĕччен ашшĕ-амăшĕ, сусăрсем, тĕрмерен ирĕке кăларнисем, салтакран таврăннисем тата ыттисем/ - 13,4 процент. Шута илнисен йышĕнче хĕрарăмсем /50,7%/ тата 16-29 çулсенчи çамрăксем /33,6%/ çав-çавах йышлă.

Çулталăкра 862 çынна ĕçсĕр статусне панă. 2010 çул пуçланнă тĕле вара 233-ĕн шутра тăнă, ĕçсĕрлĕх шайĕ 2,18% çитнĕ. Малтанхи çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлнехи кăтартусемпе танлаштарсан ĕçсĕррисем 198 çын сахалрах пулнă, ĕçсĕрлĕх шайĕ 1,8 процент пĕчĕкленнĕ.

1037 çынна центр производствăна вырнаçтарма май туса пачĕ. Урăхла каласан пулăшу ыйтакансен 75,6 процентне ĕçлĕ тунă. Шута илнĕ хыççăн вунă кун иртиччен 452 граждана вырнаçтарма пултарнă.

Ентешсене паянхи çăмăл мар лару-тăрура тăнăçлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе служба центрĕ тĕрлĕ мелпе усă курать. Ваканси ярмăрккисен пĕлтерĕшĕ пысăккине кура асăннă мероприятие пĕлтĕр 5 хут пухнă, унта 16 предприятие йыхравланă, 141 çынна хутшăнтарнă.

Хăйне хÿтĕленине кашниех туять

Районти ĕçсĕрлĕх шайне чакармалли чи пĕлтерĕшлĕ мерăсенчен пĕри Чăваш Республикинче 2009 çулта халăха ĕçпе тивĕçтерессине хушма пулăшу кÿмелли тĕллевлĕ программа пулса тăчĕ. Ăна пурнăçласа 522 вырăн йĕркелеме 75 килĕшÿ турăмăр. Асăннă тĕллевпе 8278667 тенкĕ тăкакланă. Çапла вара 734 çынна вырнаçтарма май килчĕ: общество ĕçне - 333-ĕн, кăларса ярас хăрушлăх пуррисене вăхăтлăх 372-ĕн йышăннă, 29-ăн стажировкăра пулса хăйсен специальноçĕпе хăнăху илчĕ.

Паллах, ĕçсĕрсене уйăхсерен пособи тÿлесе тăни пурнăçа сыпăнтарса пыма пулăшать-ха. Çапах янтă укçа вăй хурас туртăмран пистерме пултарать. Апла тăк нушана кĕрсе ÿкнисене ĕçлесе илме хăнăхтармалла, халăх калашле, алла пулă мар, вăлта тыттармалла - хăй туртса кăлартăр. Урăхла, граждансене пĕчĕк бизнес йĕркелеме сĕнмелле. Асăннă программăпа килĕшÿллĕн 20 çынна предпринимательлĕхе кÿлтĕмĕр - харпăр хăй ĕçне йĕркелеме пĕтĕмпе 1181800 тенкĕлĕх субсиди уйăрса патăмăр. Шанăçа тÿрре кăларчĕç темелле: пĕри мăйракаллă шултра выльăх, сысна самăртать, тепри кайăк-кĕшĕк çитĕнтерет, виççĕмĕшĕ пахча çимĕç ÿстерет. Бетонран строительство материалĕсем хатĕрлекенсем те, автомобильсене техника тĕлĕшĕнчен пăхса тăракансем те ăнăçу çулĕ çине тăчĕç.

Ведомствăн 2007-2010 çулсенче халăха ĕçпе тивĕçтермелли тĕллевлĕ программин усси те сисĕмлĕ пулчĕ. Иртнĕ çул ун тăрăх ĕç паракансемпе 19 килĕшÿ çирĕплетсе центрта шутра тăракан тата вырăн шыракан граждансем валли общество ĕçĕсем йĕркелерĕмĕр, професси вĕренĕвĕн заведенине пĕтерсе пĕрремĕш хут ĕç шыракансене тата уйрăмах йывăр лару-тăрăва лекнисене вырнаçтарма - 4-шар, 14-18 çулсенчи çул çитмен çамрăксене вăхăтлăх яма 9 килĕшÿ тунă. Асăннă мероприятисене пĕтĕмпе 433-ĕн хутшăнчĕç.

Тĕпрен илсен вĕсем ял урамĕсене тасатрĕç, социаллă тата культура объекчĕсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртрĕç, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе инваличĕсене, пĕччен пурăнакан кинемейсемпе мучисене кил-тĕрĕшре пулăшрĕç, делопроизводитель тивĕçне пурнăçларĕç - документсене архива яма хатĕрлерĕç, адрес хуçалăхĕсем еплерех пулнине, кил-çурт кĕнекисене тĕрĕслерĕç. Вырнаçма çăмăлрах пултăр тесе ĕçсĕр граждансене професси енĕпе çаврăнăçуллăрах пулмашкăн, конкуренцири тупăшма пултараслăха ÿстермешкĕн хăнăхтарса хатĕрленÿ, квалификацие ÿстермелли курссене яратпăр. Пĕлтĕр центр пулăшнипе 46 çын ял хуçалăх тракторисчĕ-машинисчĕн, электрогазосварщикăн, газ котельнăйĕн операторĕн, сутуçă-кассир, парикмахер, ЭВМ операторĕн ăсталăхне илчĕ. Профессие вĕрентес енĕпе чылайранпа ЧР Ял хуçалăх министерствин Кÿкеç поселокĕнчи вĕрентÿпе курс комбиначĕпе, Шупашкарти коопераци техникумĕпе туслă çыхăну тытатпăр. Вĕсен специалисчĕсем граждансене Тăвай салинчех тĕрлĕ профессие алла илме май туса параççĕ.

Иртнĕ çул профориентаци пулăшăвне 1946 çын тивĕçнĕ, Социаллă адаптаци программине 39-ăн хутшăннă. «Аспект» вĕрентÿпе методика центрĕн психологĕсем йĕркеленĕ семинар-тренингсенче 40 çын чунпа тĕрекленчĕ, кăмăла çирĕплетрĕ.

Иртнĕ çул ведомство программине 3756 çын хутшăннă, вĕсене хавхалантарма федераци, вырăнти бюджетсенчен, ĕç паракан шутĕнчен 836 пин тенкĕ уйăрнă.

Кăçал тата

пуçаруллăрах пулмалла

2010 çулăн пĕрремĕш кварталĕ хыçа юлчĕ. Мĕнпе савантарчĕ вăл, хăш енĕпе тимлĕрех пулма хистерĕ?

Асăннă тапхăрта 161 çынна ĕç тупма пулăшрăмăр. Çак кăтарту иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен 40 çын ытларах.

Ку çул хăйне евĕр çĕнĕлĕх кăларса тăратрĕ темелле-ши: республика тулашĕнче /Мускавра, Инçет Çурçĕрте тата ытти регионта/ темиçешер çул тар тăкнă хастар арсем, Чăваш Енри пысăк предприятисенче вăй хунисем - экономика кризисне пула ĕçсĕр тăрса юлнăскерсем, тăван хутлăха таврăнчĕç те центр клиенчĕсем пулса тăчĕç. Çакă савăнтарать: çамрăксем пуçарулăха ÿстерчĕç, çаврăнăçуллăрах пулма пикенчĕç, шăпана хăйсем татса пама тĕв турĕç ахăр - 16-29 çулсенчисем центра пулăшу ыйтма пырасси иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 3 процент чакрĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа 27 организаци 260 ваканси пурри çинчен пĕлтерчĕ, иртнĕ çулхи çав вăхăтра 7 организаци 14 ваканси сĕннĕ.

Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕнчи кăткăслăха вăйсăрлатас енĕпе кăçал та республикăн тĕллевлĕ программине пурнăçлатпăр, ведомствăн 2007-2010 çулсенче халăха ĕçпе тивĕçтермелли тĕллевлĕ программи вăй илсе пырать. Вĕсенчен пĕрремĕшне пурнăçласа ирттерекен мероприятисене 12 организаци хутшăнать, кăларса ярас хăрушлăха лекнĕ çынсем валли 252 вырăн уçма шантарать, çак тĕллевпе 4131,13 пин тенкĕ тăкаклама палăртнă.

Кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çав вырăнсенче 217 çын тулли мар ĕç вăхăчĕн йĕркипе вăй хурать. Асăннă программăпа килĕшÿллĕн икĕ çамрăк «Тăвай кооперативĕ» пĕрлешÿре технолог тата бухгалтер специальноçĕсемпе стажировка ирттерет, «Новый путь» ЯХПКра вара ятарласа хатĕрленĕ ĕç вырăнĕнче пĕр инвалид тăрăшать.

Ведомство программине пурнăçласа халăха ĕçпе тивĕçтермелли мерăсем йышăнатпăр. Общество тата вăхăтлăх ĕçсене 117 çынна янă, çав шутра 41-шĕ - 14-18 çулсенчи çамрăксем, 3-шĕ - чылай вăхăт вырăн тупайманнисем.

Кÿкеçри вĕрентÿпе курс комбиначĕн Тăвайри филиалĕнче ял хуçалăх производствин тракторисчĕ-машинисчĕ тата водитель, «Тăвай кооперативĕ» пĕрлешÿре повар хатĕрлекен курссем уçнă, вĕсенче 30 çын ăсталăха туптать.

 



"Хыпар"
17 апреля 2010
00:00
Поделиться
;