Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Йывăрлăхра алă тăсса парĕç

Вăрмар районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центр çĕр-çĕр çыншăн пурнăçри пĕлтерĕшлĕ маяк пулса тăнă. Рынок тапхăрĕнче хăйсем тĕллĕн тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ тупайманнисене центр специалисчĕсем вăхăтра пулăшу пани пархатарлă. Çулсем иртеççĕ - служба миссийĕ улшăнмасть. Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче центр никĕсленнĕренпе 19 çул çитрĕ. Йывăрлăха лекнĕ çынсене пулăшу парассипе /ĕç рынокĕ ыйтман профессиллĕскерсене урăх специальноçа вĕренме ярасси, профориентаци пулăшăвĕ, харпăр хăйĕн ĕçне пуçарма сĕнесси, общество ĕçне хутшăнтарасси, вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтересси, стажировка иртессине витĕм кÿресси/ кунта туслă çак йыш тăрăшать: Виталий Нестеров директор, Альбина Лукина тĕп бухгалтер, Галина Николаевăпа Людмила Мишина ертсе пыракан инспекторсем, çамрăк специалистсем: Светланăпа Наталья Семеновăсем тата Алина Ларионова.

Барометр вырăнĕнче

«Паллах, ертÿçĕ ĕçĕ ниçта та çăмăл мар. Коллективри ĕçтешсем çур сăмахран ăнланаççĕ тĕк темĕнле йывăрлăх та туххăмрах сирĕлĕ», - хăйĕн çумĕнче шанчăклă «тыл» пулнине систерсе палăртать Виталий Вениаминович. Ĕçне чунпа парăнса тăваканскер çирĕп йĕркене кăмăллать, çапах та çĕнĕ çитĕнÿсем патне кармашмалли мелсенчен пĕри хавхалантару пулнине те асра тытать.

2010 çулта Вăрмарти центр ĕç-хĕлĕн никĕсĕнче пĕлтерĕшлĕ документсем - Чăваш Республикин 2003-2011 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă, 2007-2010 çулсенче халăха ĕçпе тивĕçтермелли ведомство тĕллевлĕ программисем тата учрежденин «2010 çулта Вăрмар районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерессине витĕм кÿмелли мероприятисем çинчен» хушăвĕ - пулĕç.

-Пирĕн служба çĕршыв, республика пурнăçĕн барометрĕ вырăнĕнчех: ĕçсĕрлĕх шайĕ чакни-ÿсни экономика тытăмĕнчи, социаллă хутлăхри ÿкерчĕкпе тÿрремĕнех çыхăннă, - ăнлантарать центр ертÿçи. - Акă иртнĕ çул вĕçĕнче республикăн ĕçпе тивĕçтерессипе хушма пулăшу кÿмелли тĕллевлĕ программине тĕпе хурса аван ĕçлерĕмĕр те - 2010 çул пуçламăшĕнче пулăшу ыйтма килекен пушшех йышланчĕ. Лару-тăру çивĕчленни çĕнĕ çул-йĕр шырама, пуçарулăха ÿстерме хистерĕ. Пĕрремĕш квартал вĕçленнĕ тĕле кăткăслăха сирме пултартăмăр. 2010 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне «биржăна» 604 çын пулăшу шыраса килнĕ, 406-шне яланлăх тата вăхăтлăх ĕçсене вырнаçтарнă. Ентешсене ĕç тупма май килнĕ таран пулăшас тесе вакансисен банкне пуянлатсах, çĕнетсех тăратпăр. Асăннă тапхăрта районти предприятисемпе учрежденисем пурĕ 611 ваканси пирки евитленĕ.

Çамрăкла вĕренни - чул çинче

Паян ĕç рынокĕнче квалификациллĕ хăш-пĕр професси ытлашши пулса тăни - ĕçсĕрлĕхĕн тĕп сăлтавĕ. Юрист, экономист, бухгалтер, медсестра, секретарь-референт... - кунашкал специалистсене вĕренÿ заведенийĕсенче кирлинчен чылай ытларах «калăплани» куç кĕрет. Хальхи вăхăтра квалификациллĕ ĕçченсем - электрик, газоэлектросварщик, котельнăй операторĕ, каменщик... - çителĕксĕр. Çакнашкал шайлашусăрлăхран хăтăлас тĕллевпе ĕçпе тивĕçтерекен центр шутра тăракансене професси пĕлĕвĕ илме пулăшу кÿрет.

- Пурĕ 138 тĕрлĕ специальноçпа вĕренме ямашкăн пултаратпăр. Паллах - районта хăшĕ кирлĕреххине кура. Иртнĕ 3 уйăхра ку енĕпе ĕçсĕр 49 гражданина /çулталăка палăртнин 54 проценчĕпе танлашать/ пулăшу патăмăр. Вĕсем котельнăй операторĕ, газоэлектросварщик, уйрăм хуçалăх йĕркелеме пĕлÿ илеççĕ, - паллаштарать ĕç-хĕлĕн çак тĕсĕпе Людмила Мишина, асăннă службăра 1996 çултанпа тăрăшаканскер.

Людмила Николаевна çынсене профориентаци, психологи пулăшăвĕ парассишĕн те яваплă. Шкулсене, библиотекăсене тухса çÿресе «çавра сĕтелсем» йĕркелет, соцпедагогсемпе, психологсемпе час-часах канашлать. Республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăпа ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви пĕрле пуçаракан мĕн пур акцие вырăнта тивĕçлĕ шайра ирттерессишĕн çине тăрать. «Халĕ, акă, шкулсенче «Санăн професси суйлавĕ» акци иртет. Кашни шкултах педагогсем пулăшнипе вĕренекенсем хăйсен чунне çывăх професси шырама хăнăхаççĕ. Эпир вара çак ĕçе кирлĕ пек йĕркелемешкĕн вĕрентекенсене методика материалĕпе тивĕçтеретпĕр», - тет ертсе пыракан инспектор.

Пĕлсе ĕçлеççĕ, ĕçлесе - пĕлеççĕ

Патшалăх службин хăйне евĕрлĕхĕ - аталану шайĕ çынсемпе ĕçлеме пĕлнинчен килни. Пулăшу ыйтаканăн сăмахне итлеме чăтăм çитеретĕн, ÿкĕте кĕртме пултаратăн тăк - çитĕнÿ кĕттермест. Çавăнпах центрта ĕçлесе пысăк опыт пухма ĕлкĕрнисем çинчен - уйрăм сăмах.

Галина Вениаминовна Николаева ертсе пыракан инспектор шкул хыççăн хăйĕн пурнăçне шут ĕçĕпе çыхăнтарнă. Шупашкарти планпа экономика техникумĕнче бухгалтер дипломне алла илнĕ хыççăн Вăрмарти «Сельхозтехника» пĕрлешÿре ĕçе пикеннĕ. Райадминистрацин ял хуçалăх управленийĕнче те, Мускав облаçĕнче те бухгалтерта ĕçлеме тÿр килнĕ. Аякри çĕрсенче чылай çÿренĕ: мăшăрĕ Владимир Иванович çар çынни-çке. Галина та, упăшки те Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралнă. Вĕсем шăпа пÿрнипех çемье çавăрнине ĕненмесĕр май çук: Николаевсем пĕр çулта, пĕр кунра - 1960 çулхи пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче - тĕнчене килнĕ.

- Тăван çĕр хăйĕн патнех туртать. Тĕрлĕ вырăнта хĕсметре пулнă хыççăн 1993 çулта мăшăрăм Вăрмарти çар ĕç комиссариачĕн 2-мĕш пайне ертсе пыма тытăнчĕ. Халĕ саппасри аслă мичман пулин те юратнă ĕçне пăрахма васкамасть-ха. Ывăлăмăрсем Дмитрийпе Константин ашшĕн профессинех кăмăлларĕç. Томскри çар медицина институтне вĕренсе пĕтерчĕç, халĕ аслă лейтенант званиллĕскерсем Мускав облаçĕнчи Нарофоминскра çар тухтăрĕн тивĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Кĕçĕнни Екатерина кăçал аттестат илме хатĕрленет. Хĕрĕм Тушкилри лицейра тăрăшса вĕренет, экономист пулма ĕмĕтленет, - кăмăллăн паллаштарчĕ çемьепе Г.Николаева.

Аслă пĕлÿллĕ специалист /2003 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине куçăмсăр майпа вĕренсе пĕтернĕ/ хăйсен ĕçĕ çынсен куçĕ умĕнчине ăнланать, яланах тÿрĕ кăмăллă. Хăйĕн опычĕпе çамрăк ĕçтешĕсене паллаштарма кирек хăçан та хатĕр.

* * *

Ĕçпе тивĕçтерекен тытăмра тăрăшакансем «Ĕмĕр пурăн - ĕмĕр вĕрен» каларăш тĕшшине никамран лайăх ăнланма тивĕç. «Самана улшăннă май çĕнĕлĕхсем пулсах тăраççĕ. Тĕслĕхрен, ĕнерхи программăсем паянхи куншăн çивĕч мар, паянхисем - тен, ыранхишĕн. Çавăнпа та «йăлтах пĕлсе çитрĕм» тени пирĕн тытăмра вырăнсăр», - шухăшăма çирĕплетет Альбина Лукина тĕп бухгалтер.

Вăрмар районĕнчи Тупах хĕрĕ Кĕлкешри вăтам шкулпа сыв пуллашнă хыççăн Шупашкарти коопераци институтне çул тытнă. Лайăх вĕренсе пынăскер экзаменсене ăнăçлă тытнă, студентсен йышне кĕнĕ. Экономист специальноçĕпе райпора, Мăнçырмари совхозра, райадминистрацин экономика пайĕнче ĕçленĕ. 1994 çулта район пуçлăхĕсем Альбина Николаевнăна, районти ĕç сыхлавĕпе тăрăшакан тĕп специалиста, «биржăна» ĕçлеме куçмашкăн сĕнеççĕ. «Ун чухне центр ертÿçинче Надежда Иванова вăй хуратчĕ. Кирек мĕнле ыйту сиксе тухсан та пĕрле татса параттăмăр. Эпĕ çĕнĕ ĕçе кăмăллăн йышăннинче унăн тÿпи те пысăк тесе шухăшлатăп», - тет Альбина Николаевна.

Телее, Вăрмарти центрăн хальхи коллективĕн ĕçченĕсем те йывăрлăхра пĕр-пĕрне алă тăсса пама хатĕр. Пĕрлĕхре çеç вăй пулайнине чĕрепе туйса пархатарлă миссие пурнăçлаççĕ - çынна ĕçпе телей кÿме васкаççĕ.

 



"Хыпар"
24 апреля 2010
00:00
Поделиться
;