Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Çивĕчлĕхе чакарас тĕллевпе

Этем пурнăçĕнче ĕç пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Çынна киленÿ кÿнисĕр пуçне вăл йĕркеллĕ пурăнма та май парать. Шел, кризис вăхăтĕнче кăмăла каякан ĕç тупма пĕрре те çăмăл мар, уйрăмах - çамрăксене. Пуçлăхсемпе ертÿçĕсем пурте тенĕ пекех опытлă тата темиçе çул стаж пухнă специалистсем кирлине систереççĕ. Тин çеç диплом илнĕ хĕрсемпе яшсен вара вăл та, ку та çук. Вĕсене ĕç тупма чăрмантаракан сăлтавсем татах та пур. Çак тата ытти саманта сÿтсе яврĕç те «Воспитани. Вĕрентÿ. Карьера» ятарлă VI курав вăхăтĕнче «Çамрăксен ĕçпе социаллă адаптацийĕ: регион аспекчĕ» ятпа йĕркеленĕ «çавра сĕтел» ĕçне хутшăннисем.

Мероприятие ертсе пынă ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин пуçламăш тата вăтам професси пĕлĕвĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Алексей Степанов республикăри лару-тăрупа паллаштарчĕ. Ытти çĕрти пекех, Чăваш Енре те шкул пĕтернĕ хыççăн пĕлĕвне ÿстерес текен çамрăксен шучĕ юлашки вунă çулта палăрмаллах пысăкланнă. Пĕлтĕр 4606 çын пуçламăш професси пĕлĕвĕн учрежденине пĕтернĕ, 5477-шĕ - вăтам, 6184-шĕ - аслă. Малтанхи ушкăнри выпускниксен 74, 3 проценчĕ ĕçе вырнаçнă, иккĕмĕшĕнчен - 43, 6:, юлашкинчен асăннисенчен - 66, 1:. Ыттисене финанс кризисĕ ура хунă тетĕр-и? Çук, пурне те мар. Хăшĕсем малалла вĕренме кăмăл тунă, каччăсенчен нумайăшĕ çара кайнă.

Çакă та кăсăклă: хĕрсемпе каччăсенчен ытларахăшĕ аслă шкулсенче вĕренме тăрăшать. Вĕсен шучĕ юлашки вунă çулта 1, 7 хут ÿснĕ. Професси училищисенче ăс пухакансен йышĕ вара 1, 8 хут чакнă. Ку шайлашусăрлăх та витĕм кÿрет. Çакна пулах аслă тата вăтам професси пĕлĕвĕ илнисенчен нумайăшĕ хăйĕн специальноçĕпе ĕçлеймест. Кризисчен предприяти-организаци ертÿçисем квалификациллĕ рабочисем тата инженер-техниксем çитменнине систеретчĕç вĕт.

Лару-тăрăва çивĕчлетекен тепĕр самант - хĕрсемпе каччăсем «модăна кĕнĕ» профессисене суйлани. Хальхи вăхăтра аслă шкулсенчи студентсен 40, 7 проценчĕ экономика тата управлени специальноçĕсене илет, техникумсенче - 23, 6:. Пурте экономист, пуçлăх пулаймĕç çав. Асăннă сăлтава пулах вуз пĕтернисен хушшинче халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăсенче шутра тăракансем ытларах, професси училищисен дипломне илнисем пирки вара апла калаймăн.

Маларах асăннă цифрăсем çамрăксене ĕçе вырнаçтарассипе çыхăннă ыйтусен çивĕчлĕхне кăтартаççĕ, уйрăмах - экономика инноваци аталанăвĕн çулĕ çине куçнă чухне. Çак йывăрлăха çĕнтерес тесен мĕн тумалла-ха? ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви регламент йышăннă, унта пуçламăш тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисен Чăваш Ен экономикин тытăмĕсем валли мĕн чухлĕ рабочипе специалист хатĕрлемелли цифрăсене тата сĕнÿсене палăртнă. Ку документа пурнăçа кĕртнĕ май организацисем республика бюджечĕн укçи-тенкипе усă курса хăйсене кирлĕ кадрсене вĕрентмешкĕн ыйтма пултараççĕ. Çапла майпа рабочисене хатĕрлес тытăмри шайлашусăрлăха пĕчĕклетме май килет.

Ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе пĕтерес тесе пирĕн республикăра тата мĕн тăваççĕ-ха? Вĕренÿ заведенийĕсенче çамрăксен ĕç конкурентлăхне çĕнтерме пултараслăхне ÿстерес тĕллевпе кĕске вăхăтлă программăсемпе хушма пĕлÿ параççĕ. Диплом илнĕ хыççăн ĕçе вырнаçайманнисен шучĕ ÿснине шута илсе организаци-предприяти ертÿçисемпе выпускниксене стажировка витĕр тухмалли майсем туса парасси пирки калаçса татăлмалла. Ку меслет пирки республикăри ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли тĕллевлĕ программăра та /2010 çул валли/ палăртнă.

Унпа килĕшÿллĕн миçе хĕрпе каччă стажировкăра пулни çинчен ЧР Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ĕçпе тивĕçтерекен тата миграци уйрăмĕн пуçлăхĕ Геннадий Константинов каласа кăтартрĕ. «Çавра сĕтеле» хутшăннисенчен пĕр-иккĕшĕ çак меслетĕн усси пур-и тесе ыйтсан вăл çапла хуравларĕ: «Асăннă ушкăнри çамрăксенчен 5-7 проценчĕ çеç çав предприяти-организацире юлнă. Çапах та стажировкăра пулнисене ĕç тупма чылай çăмăлрах. Пуçтарнă опыт пурнăçра пур пĕрех кирлĕ пулать». Маларах асăннă службăн профвĕрентÿпе профориентаци уйрăмĕн пуçлăхĕ Татьяна Фомина ĕçсĕр тăрса юлас хăрушлăх пур çынсене вĕрентни пирки каласа кăтартрĕ, кăçалхи улшăнусемпе паллаштарчĕ. Пухăннисем - ĕç паракансем, вĕренÿ заведенийĕсенче вăй хуракансем, çамрăксемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ - хăйсене кăсăклантаракан ыйтусен хуравĕсене илтнĕрен кăмăллă юлчĕç.

 

 



"Хыпар"
28 апреля 2010
00:00
Поделиться
;