Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Çамрăк специалистсене - стажировкăна

Çамрăк специалистсене - стажировкăна

Аслă шкултан, училищĕрен, колледжран вĕренсе тухакансене халĕ патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытса диплом илесси кăна мар, хăйсен специальноçĕпе ĕçе вырнаçасси те канăçсăрлантарать. Студент пурнăçĕпе сыв пуллашнă хыççăнах ăна тупас шанăç, тĕрĕссипе, чылайăшĕн çук та. Мĕншĕн тесен çамрăк специалистăн опыт çителĕксĕр.

Вĕренÿ учрежденийĕ пĕтернисене малтанхи хăнăху илме пулăшас тĕллевпе ятарлă программа туса хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн çамрăксене стажировкăна йышăнаççĕ, вĕсене ăста та пултаруллă çынсен çумне çирĕплетеççĕ. Наставниксене çакăншăн хушса тÿлеççĕ.

Пĕрремĕш ĕçе вырнаçни, професси ăсталăхне туптани, малтанхи шалу - центрта шута тăнă çамрăк специалистсем çаксене республикăн Чăваш Енри ĕç рынокĕнчи кăткăслăха 2010 çулта чакарас енĕпе йышăннă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн чи малтан тивĕçеççĕ. Асăннă документăн тĕп çул-йĕрĕнчен пĕри - вĕренÿ учрежденийĕ пĕтернисем валли стажировка йĕркелесси. Çавăнпа пĕрлех программа ĕç сĕнекене çамрăк специалиста хакласа, чи маттуррисене суйласа илсе яланлăх вырăна хăварма май парать.

Çулталăк пуçланнăранпа республикăри ĕçпе тивĕçтерекен центрсене профессин вăтам, пуçламăш тата аслă пĕлĕвĕн учрежденийĕсенчен вĕренсе тухнă 900 ытла çамрăк пынă. Служба органĕсем пулăшнипе çу уйăхĕ вĕçленнĕ тĕле 450 яшпа хĕре стажировкăна янă, вĕсене 194 наставник çумне çирĕплетнĕ* 1230 ĕç вырăнĕ йĕркелесе 369 наставника хутшăнтарас пирки 178 килĕшÿ тунă.

Республикăн тĕп хулинче стажировка программи 166 çамрăк специалиста малтанхи утăмсем тума пулăшнă, вĕсем тĕрлĕ организацире практика ирттереççĕ.

Çак тĕллевпе 19 предприятипе килĕшÿ тунă. Вĕсен шутĕнче - «Шупашкарти агрегат завочĕ» АУО, «Промтрактор», «Промтрактор-Промлит», «АБС Автоматизация», «Техмашхолдинг» ООО, «Финанс пулăшăвĕсен центрĕ», «В.И.Чапаев ячĕллĕ ЧПО» ФПУП, «ЧЭАЗ» АХО тата ыттисем.

Çамрăк специалистсене хальхи ĕç рынокне хăнăхма, практика пĕлĕвне алла илме, ăсталăха ÿстерме çăмăлрах пултăр, çавăн пекех производство технологийĕсемпе паллашма май килтĕр тесе хулари пысăк предприятисенче ятарласа 450 вырăн йĕркеленĕ.

Стажировкăна кайнă 166 çамрăк экономист, бухгалтер, юрист, техник, станочник тата ытти специальноçпа хăнăху илет те ĕнтĕ. Стажерсене наставниксем пулăшаççĕ, çакăншăн вĕсене шалу çумне хушса тÿлеççĕ. Асăннă программа яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа ĕç хăнăхăвĕ кăна мар, социаллă тата ĕç адаптацийĕ илме те пулăшать, çемье бюджетне тĕреклетме хăйсен тÿпине хывма май парать.

Программăна хутшăнни ĕç паракансемшĕн те усăллă: вĕренÿ заведенийĕ пĕтерекенсем валли вăхăтлăх вырăнсем уçса хăйсене кирлĕ специалистсене суйланипе пĕрлех вĕсене шалу тÿленĕшĕн компенсаци укçине илеççĕ.

Материала Чăваш Енĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби хатĕрленĕ.



"Хыпар"
27 мая 2010
00:00
Поделиться
;