Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Çамрăксем ĕçе хаклама хăнăхаççĕ

Çамрăксем ĕçе хаклама хăнăхаççĕ

Çуллахи каникул кунĕсем пуçланиччен вăхăт нумай юлмарĕ. Пушă вăхăта çул çитмен çамрăксем усăллă ирттерме, хăйсене тыткаламалăх укçа ĕçлесе илме пултарччăр тесе Чăваш Ен халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби çулленех тăрăшать. Кăçал та вĕсене ĕç хакне туймалли майсем туса пачĕ.

Ара, кинона кайма е пылак пăр туянма ашшĕ-амăшĕнчен укçа ыйтса мĕншĕн чăрманмалла? Хал çитнĕ таран вăй хума паян кашниех пултарать.

Саккунпа килĕшÿллĕн 14 çул тултарсан ĕçе хутшăнма юрать. Çак ÿсĕмри çамрăк паспорт илет вĕт, хăйне çитĕннĕ çын пек туйма пуçлать. Хăй тĕллĕнлĕх амаланма тытăннă саманта ирттерсе яма юрамасть: вăл ĕçлес шухăшлă тăк мĕншĕн чармалла? Служба центрĕсем çул çитмен çамрăксене ансат ĕç сĕнеççĕ: территорие тасатмалла, тирпей-илем кĕртмелле, чечек лартмалла, ÿсен-тăрана пăхса çитĕнтермелле, сĕтел-пукан юсамалла, кĕнекесене çыпăçтармалла, документсене майлаштармалла, компьютерпа ĕçлемелле, хушма е курьер ĕçне пурнăçламалла.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем çак тĕллевпе шкулсемпе, çамрăксен пултарулăх çурчĕсемпе, парксемпе, стадионсемпе, промышленноç предприятийĕсемпе тата муниципалитетсемпе çурхи пĕрремĕш кунсенчех килĕшÿсем тума тытăнчĕç. Сахал тупăшлă çемьесенче çитĕнекен ачасене хÿтĕлесе вăхăтлăх ĕç вырăнĕсене социаллă реабилитаци центрĕсенче те уçаççĕ, тулли мар, йышлă тата тăнăçсăр çемьесенчи ачасене ĕçлеме илеççĕ.

Çул çитмен çамрăкăн тÿлевĕ икĕ пайран тăрать. Пĕрремĕшне предприяти чи пĕчĕк виçеллĕ шалăва тата вăй хунă вăхăта кура парать, теприне - центр, 850 тенкĕрен кая мар, 1275 тенкĕрен мала мар. Ку вара - чăн-чăн укçа, шкул ачи хăй тăрăшнипе ĕçлесе илнĕскер.

Служба органĕсем республикăра кăçал вĕренÿрен пушă вăхăтра тата каникул кунĕсенче 14-18 çулсенчи 15 пине яхăн ачана вырăн тупса пама палăртнă. Вĕсене федераци бюджечĕн субвенцийĕ шутĕнчен тата ĕçпе тивĕçтерекен укçи-тенкинчен тÿлеме палăртнă.

Кăçалхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне центрсем çул çитменнисем валли вăхăтлăх 12 пин вырăн йĕркелеме 800-е яхăн килĕшÿ çирĕплетнĕ. Кăрлач-ака уйăхĕсенче 4176 ача ĕçлеме ĕлкĕрчĕ. Вĕсем, тĕпрен илсен, социаллă хÿтлĕх кĕтекенсем.

Центр пулăшнипе вырăн тупнă çул çитмен çамрăксен йышĕ çулленех ÿссе пырать: 2001 çулта вăхăтлăх ĕçе - 9,4 пин, 2004 çулта - 14,2 пин, 2006 çулта - 14,8 пин, 2009 çулта 14,9 пин ача производствăра тăрăшнă.

Çулленех республикăра «Çул çитмен çамрăксен чи лайăх бригади» ята илессишĕн конкурс иртет. Кăçал та çаплах пулĕ. Унсăр пуçне çуллахи вăхăтра çав бригадăсенче кашнинчех «Ĕçри çу кунĕсем» профориентаци йĕркелеççĕ, ачасене професси тĕнчипе паллаштараççĕ, интереслĕ те тарăн шухăшлă вăйăсемпе конкурссене йыхравлаççĕ.

Çул çитмен граждансен ĕçе вырнаçас тесен:

- ĕçпе тивĕçтерекен центрта шута тăмалла, персонификаци учечĕн карточкине йĕркелемелле*

- вăхăтлăх ĕç вырăнне янине çирĕплетекен хут илмелле*

- ĕç параканпа вăхăтлăх килĕшÿ тумалла /ĕçлеме янине çирĕплетнипе килĕшÿллĕн/.

Вăхăтлăх ĕçе вырнаçма çак документсем кирлĕ:

- паспорт е çурални çинчен свидетельство*

- сывлăх пирки медицина справки*

-14 çул тултарнисен, анчах 15 çула çитменнисен - ашшĕ-амăшĕ е опекăпа попечительлĕх органĕсем ĕçлеме ирĕк панине çырса пĕлтерни*

- патшалăх пенси страхованийĕн свидетельстви /пур пулсан/. Пĕрремĕш хут вырнаçакансене асăннă документа ĕç паракан илме пулăшать.

Предприяти Пенси фончĕн республикăри уйрăмне кашни çыншăн /çав шутра ĕçлекен çул çитмен çамрăкшăн та/ ĕç пенсийĕн страховани тата пухăнса пыракан пайĕсене йĕркелеме укçа куçарать. Ăна валли страховани свидетельстви кирлĕ.

Енчен те эсир тулли информаци илес тетĕр тĕк хăвăр пурăнакан вырăнти ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче тĕплĕнрех ыйтса пĕлме пултаратăр.

Материала Чăваш Ен халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби хатĕрленĕ.

 



"Хыпар"
31 мая 2010
00:00
Поделиться
;